Воскресенье, 28 апреля

Публикации

Чир сарăлас хăрушлăх ӳсет

Чир сарăлас хăрушлăх ӳсет

Юлашки вăхăтра Раççейре, республикăра, районта коронавируспа чирлекенсен йышĕ ӳснине палăртаççĕ. Халĕ ачасем шкула çӳреме тытăннă май, инфекци чирĕсем татах та пысăк хăвăртлăхпа сарăлаççĕ.  Çавăнпа та чиртен асăрханса тимлĕ пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Районти тĕп больница тухтăрĕ Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере  чир паллиллĕ çынсенчен 490 анализ илнĕ. Вĕсенчен 77-шĕ коронавируспа чирли паллă пулнă. Çак йышран хăшĕ-пĕри килтех сипленет, хăшĕсем — республика больницисенче. Инна Ивановна пĕлтернĕ тăрăх,  юлашки эрнесенче чирлисен йышĕ ӳссе пырать. — Районта ковидран та, гриппран та прививка тума пуçланă. Анчах та пурте мар-ха. Прививка тăвассине вăраха ярас марччĕĕ Ревакцинациленни те  инфекцирен хӳтĕленме май парĕ. Район больницинче вакцина çителĕклĕ, — пĕлтерч

Çăкăртан асли çук

Ачаран пултăр   пирĕн асра, Тĕпретме  юрамасть    çăкăра! Çын пурнăçĕнче çăкăр пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах ун çинчен ваттисен сăмахĕсем те нумай. Чи анлă сарăлни — «Çăкăртан асли çук». Питĕ ăслă, вырăнлă сăмахсем. Темĕнле тутлă апатăн та сĕтел çинче çăкăр пулмасан тути чакать, темĕн çитмен пек туйăнать. Халĕ пирĕн ăçтан çăкăр тупас нуша çук. Лавккасене кĕрсен те çемçереххине, тутлăраххине суйлама тăрăшатпăр. Пирĕнтен чылайăшĕ çиме çăкăр пулманнипе аптранине, пĕр татăкшăн йывăр çулсенче кунĕпе ĕçленине киносем курнă, кĕнекесем вуланă тăрăх çеç пĕлет. Çавăнпа та ăна хисеплесси чакса пырать пулĕ. Анчах та çăкăрăн чăн-чăн хакне, хисепне нихăçан та çухатмалла мар. Ăна хисеплеме пирĕн, аслисен, ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Тепĕр чухне, ачасем апатланнине

Шăнкăрав урока йыхравлать

Эпир çулсерен кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче  Пĕлӳ кунне паллă тăватпăр.   Кĕнекесем, чечексем, савăнăçлă пăлхану, пĕр- пĕриншĕн  тунсăхласа çитнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем... Çак кун вĕренӳ учрежденийĕсем  алăксене  тараватлăн яри уçрĕç, классем ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕç.  Йăлана кĕнĕ йĕркепе  районти шкулсенче сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Каникулта канса вăй илнĕ ачасене  шкулсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, район прокурорĕ О.Васильев, Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте, «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи В.Кокарев  саламларĕç. Вĕсем вĕренекенсене — пĕлӳ илме ăнтăлма, лайăх паллăсемпе  вĕренме, çитĕнӳсем тума,
Хирсем тырăран, улăмран пушанаççĕ

Хирсем тырăран, улăмран пушанаççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. «Слава картофелю» агрофирма, Самаринăн фермер хуçалăхĕ, «Искра» колхоз, «Труд», «Рассвет» ЯХПКсем тата хăш-пĕр хуçалăхсем кĕр тата çур тыррисене йăлтах пуçтарса илнĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 10200 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене вырса çапса тĕшĕленĕ. Вăл шутран 2198 гектар кĕрхи тулă, 683 гектар ыраш, 2188 гектар çурхи тулă, 3772 гектар урпа, 1096 гектар сĕлĕ, 158 гектар пăрçа, 105 гектар вика пуçтарса илнĕ. Йĕтемсем çине 31796 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 31,2 центнерпа танлашать. Кăçал кĕрхи тата çурхи тулăсем, урпа аван тухаççĕ. Комбайнсем хыççăн улăма пуçтарсах пыраççĕ, тюкласа выльăхсем валли хатĕрлеççĕ, ĕçлекенсене валеçсе параççĕ. Кĕрхи çĕртме тă

«Кăвак çулăм» çунать, кил-çурт  хăтлăхпа тулать

Пирĕн тăрăхра газ та, нефть те, çĕр айĕнчи усăллă материалсем те кăлармаççĕ. Анчах та районта та вăл чĕртаврсемпе халăха туллин усă курма май паракан службăсем пур. Вĕсенчен пĕри —  «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалĕн Комсомольскинчи газ участокĕ. Уяв умĕн унăн ертӳçипе В.А.Черновпа курса калаçрăм, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм. — Газ участокĕн ĕçченĕсем районти 52 ялти çутçанталăк газĕ кĕртнĕ 8500 пурăнмалли çурт-йĕре, предприятисемпе организацисен, учрежденисен хутса ăшăтмалли 240 котельнă- йĕсене пăхса тăрать. Коллективра пĕтĕмпе 36 çын вăй хурать, — кĕскен паллаштарчĕ Валерий Александрович участок пирки сăмах пуçарсан. Пирĕн района çутçанталăк газĕ илсе çитерес тĕлĕшпе 1990 çулсен пуçламăшĕнче ĕçсем тытăннă. 1995 çулта Аслă Чурачăк ялĕнчи пĕрремĕш к

Аталану çулне Комсомольскисемпе пĕрле тишкернĕ

Августăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин спорт тата физкультура министрĕ  Василий Петров  районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç.  Комсомольски тата Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулусем иртрĕç. Чи малтанах  ĕçлĕ ушкăн Кĕçĕн Каçал культура çуртне çитрĕ, кунта пухăннă çынсемпе тĕл пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов  кĕскен районта пурнăçланă ĕçсем пирки тата  çитес вăхăтра тума палăртнă тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Районта çынсене пурăнма хăтлă пултăр тесе сахал мар проекта ĕçе кĕртнĕ: ача-пăча площадкисем тунă, çулсене юсанă, çĕннисене хута янă, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем пур. Сывлăха çирĕплетме район центрĕнче «Кĕтне» ФСК ĕçлет. Халĕ унта шăпах стри
Çынсен сывлăхĕ – чи кирли

Çынсен сывлăхĕ – чи кирли

Халăх сывлăхне сыхлас, медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕлĕшпе «Единая Россия» партин халăх программинче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем палăртнă. Акă, 2025 çулччен республикăра 6 çĕнĕ поликлиника, врач амбулаторийĕсем — 15, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 уйрăмне тумалла, 27 медицина учрежденине тĕпрен юсамалла, 88 фельдшерпа акушер пунктне хута ярса модернизацилемелле. Партин «Здоровое будущее» проекчĕпе Чăваш енре халĕ ĕçлекен «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе тунă фельдшерпа акушер пункчĕсенчен çурринчен ытларахăшне çĕнетнĕ. Иртнĕ çул халиччен пулман ялсенче 5 çĕнĕ ФАП çуртне хута янă. Пирĕн районта та пĕлтĕр Кайнлăк тата Элпуç ял тăрăхĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕсем ĕçлеме пуçланă. Ял халăхне медицина пулăшăвĕ пама пултаракан 15 ФАП ĕçлет. Кăçал вĕсен çумне Çĕнĕ Шăхранти çавăн пек м

Ачасене пĕлӳ параççĕ, хăйсем те ăсталăха туптаççĕ

Çак кунсенче Комсомольскинчи культура çуртĕнче   районти педагогсен август уйăхĕнчи конференцийĕ  иртрĕ. Унта педагогсем, воспитательсем хутшăнчĕç. Конференци ĕçне Комсомольски район администраци- йĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алексей Лукшин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн — вĕренӳ уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков хутшăнчĕç. «Шкулта ачасене пĕлӳ илме çеç мар, пур енлĕн аталанма та условисем туса памалла. Вĕсен пултарулăхне кĕçĕн классенчех асăрхаса ăна аталантарма пулăшмалла. Паян шкулсене çĕнететпĕр, оборудованипе, техникăпа тивĕçтеретпĕр», — терĕ Александр Осипов  вĕрентекенсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса тата çĕнĕ вĕренӳ

«Сăран мечĕк» пĕрлештернĕ

Футбол — спорт вăййи, хирĕçле вылякан командăн хапхине пĕтĕм  ӳт-пӳ пайĕсемпе хускалса, алăсемсĕр сăран мечĕке тапса кĕртесси. Вăйă тăршшĕпе чи нумай гол кĕртекен команда çĕнтерет.  «Сăран мечĕк» — Пĕтĕм Союзри тата Пĕтĕм Раççейри ачасен командисем хушшинчи футбол ăмăртăвĕ. Çакăн пек массăллă тупăшусем ирттересси çинчен  совет вратарĕ  Лев Иванович Яшин пĕрремĕш хут сăмах тухса каланă. 1964 çулта пĕрремĕш хут çакăн пек  ăмăрту иртнĕ, турнирта 170 пин команда кĕрешнĕ (пĕтĕм Совет Союзĕнчи çур миллиона яхăн çамрăк футболист çак вăййа вылянă). Çĕршыв улшăнать, турнир вара пĕр çуллăха та татăлмасть, футбол вăййине çамрăк спортсменсен пысăк йышĕ хутшăнать. Ку турнир яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă, мĕншĕн тесен футболăн пулас çăлтăрĕсем çакăнтан çуралнă. 1977 çулта Йăлмахвар
Хирсенче ĕç шавĕ тăрать

Хирсенче ĕç шавĕ тăрать

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тырпултан пушаннă лаптăксем кунран-кун хушăнсах пыраççĕ. Уяр кунпа усă кураса «Хир карапĕсем» иртен пуçласа каçченех хирте ĕçлеççĕ. Августăн 29-мĕшĕ тĕлне районĕпе 9867 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса кĕртнĕ.  2198 гектар кĕрхи тулă, 693 гектар ыраш, 2073 гектар çурхи тулă, 3584 гектар урпа, 1086 гектар сĕлĕ, 158 гектар пăрçа, 85 гектар вика вырса çапнă. Йĕтемсем çине пурĕ 30808 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 31,2 центерпа танлашать. Уйрăм культурăсенчен кĕрхи тулă аван тухăç панине палăртмалла. Ку тырă «Слава картофелю» агрофирмăра кашни гектартан 45 центнер, «Рассвет» ЯХПКра 40,3 центнер, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 38,5 центнер тухнă. Районĕпе кĕр тыррисем акма 3243 гектар çĕр хатĕрленĕ. «