Пятница, 26 апреля

«Сăран мечĕк» пĕрлештернĕ

Футбол — спорт вăййи, хирĕçле вылякан командăн хапхине пĕтĕм  ӳт-пӳ пайĕсемпе хускалса, алăсемсĕр сăран мечĕке тапса кĕртесси. Вăйă тăршшĕпе чи нумай гол кĕртекен команда çĕнтерет.

 «Сăран мечĕк» — Пĕтĕм Союзри тата Пĕтĕм Раççейри ачасен командисем хушшинчи футбол ăмăртăвĕ. Çакăн пек массăллă тупăшусем ирттересси çинчен  совет вратарĕ  Лев Иванович Яшин пĕрремĕш хут сăмах тухса каланă. 1964 çулта пĕрремĕш хут çакăн пек  ăмăрту иртнĕ, турнирта 170 пин команда кĕрешнĕ (пĕтĕм Совет Союзĕнчи çур миллиона яхăн çамрăк футболист çак вăййа вылянă).

Çĕршыв улшăнать, турнир вара пĕр çуллăха та татăлмасть, футбол вăййине çамрăк спортсменсен пысăк йышĕ хутшăнать. Ку турнир яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă, мĕншĕн тесен футболăн пулас çăлтăрĕсем çакăнтан çуралнă.

1977 çулта Йăлмахвари сакăр çул вĕренмелли  шкул футболисчĕсем вăтам çулхи ушкăн стартне хăюллăн илнĕ, çамрăк футболистсене хĕрӳ  вăйăсем кĕтнĕ. Вăл вăхăтра шкул директорĕнче Петр Егорович Рыжов вăй хунă. Комсомольски районĕнче «Сăран мечĕк» футбол ăмăртăвĕнче  пĕрремĕш вырăн йышăннă хыççăн вĕренекенсем июнь уйăхĕнче Чăваш Республикин тĕп хулине финал вăййине кайнă. Çамрăк каччăсене Йăлмахва ялĕнчен физкультура учителĕ Минсагит Гельментдинович Мифтахов, ăна хăй ирĕкĕпе пулăшакан Алексей Иванович Дмитриев тата районтан спорт вăййишĕн яваплă çын Зинаида Лазарева ертсе кайнă. Пĕрремĕш вăййа пирĕн ентешсем 1:0 шутпа выляса илнĕ. Анчах та тĕп хулара футбол вăййине йĕркелекенсем правилăсене пăснă, пĕр кунта икĕ командăпа выляма хистенĕ. Футбол вăййин судйи Михаил Михайлович Кренделев та пирĕн ентешсене пырса тивекен тĕрĕсмарлăхсем  çине «çиелтен пăхнă» тесе çирĕплетеççĕ çамрăк футболистсем. Иккĕмĕш вăййа 1:2 шутпа выляса янă… Çамрăк футболистсемшĕн «Сăран мечĕк» призĕшĕн кĕрешмелли ăмăрту çакăнпа вĕçленнĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе наградăланă, Йăлмахвасем те виççĕмĕш вырăна тухнăшăн диплома тивĕçнĕ.

Лайăх вылякан команда членĕсене палăртса хăварасшăн: команда капитанĕ — Гера Смирнов, вратарь — Саша Антонов, вылякансем — Гера Дмитриев, Коля Гаврилов, Алеша Яковлев, Петя Хораськин, Гена Хораськин, Веня Чернов, Миша Иванов, Леня Хораськин, Минсеит Купиров, Минсагит Купиров, Ринат Мухаметзянов. Йăлмахва ялĕнчи шкулта икĕ наци ачисем вĕреннĕ: чăвашсемпе тутарсем, вĕсем пĕр-пĕринпе яланах килĕштерсе пурăннă.

1984 çулта Йăлмахвари сакăр çул вĕренмелли шкул футболисчĕсен кĕçĕн ушкăнĕ тепĕр хут районта футболла выляса мала тухнă. Шупашкар хулинче финалти вăйăра иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Çавăн пекех  Николай Гурьевич Смирнов, Евгений Алексеевич Смирнов, Альберт Германович Кузьмин спортсменсене те палăртса хăвармалла. Вĕсем районăн пĕрлештернĕ футбол командинче вылякансем пулнă. Комсомольскисем Шупашкарта Чăваш Республикинчи питĕ вăйлă командăсене çĕнтерни çинчен те пĕлетпĕр эпир.

                                                                                                                                      П.ЗАЙЦЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *