Пятница, 19 апреля

Хирсенче ĕç шавĕ тăрать

Хирсенче ĕç шавĕ тăрать

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тырпултан пушаннă лаптăксем кунран-кун хушăнсах пыраççĕ. Уяр кунпа усă кураса «Хир карапĕсем» иртен пуçласа каçченех хирте ĕçлеççĕ.

Августăн 29-мĕшĕ тĕлне районĕпе 9867 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса кĕртнĕ.  2198 гектар кĕрхи тулă, 693 гектар ыраш, 2073 гектар çурхи тулă, 3584 гектар урпа, 1086 гектар сĕлĕ, 158 гектар пăрçа, 85 гектар вика вырса çапнă. Йĕтемсем çине пурĕ 30808 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 31,2 центерпа танлашать. Уйрăм культурăсенчен кĕрхи тулă аван тухăç панине палăртмалла. Ку тырă «Слава картофелю» агрофирмăра кашни гектартан 45 центнер, «Рассвет» ЯХПКра 40,3 центнер, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 38,5 центнер тухнă.

Районĕпе кĕр тыррисем акма 3243 гектар çĕр хатĕрленĕ. «Урожай» колхоз (115 гектар), «Восток» ЯХПК (100 гектар), Самаринăн фермер хуçалăхĕ (70 гектар) кĕрхи тулă, «Асаново» ЯХПК  (24 гектар) ыраш акма тухнă. Кĕрхи çĕртме тăвасси «Урожай» колхозра (370 гектар), «Восток» ЯХПКра (270 гектар), «Труд» ЯХПКра (200 гектар), «Родина» ОООра (2300 гектар) аван пырать.

 Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла тăсăлать. Районĕпе 15704 тонна сенаж, 7368 тонна утă, 5241 тонна силос янтăланă.

Хирсенче ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. Çĕр ĕçченĕ мĕн çитĕнтернине вăхăтра пуçтарса кĕртесшĕн тăрăшать.

Р.Басников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *