Публикации

Ĕмĕрĕпе медицинăра вăй хурать

Фельдшер — нумай енлĕ медицина ĕçченĕ çеç мар, ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Унăн ĕçĕ пурин куçĕ умĕнче. Ялти фельдшера пурте пĕлнине, палланине кура шăпах ял тăрăхĕнче çынсен хисепне тивĕçме çăмăл мар. Сывлăхпа мĕн те пулин сиксе тухсан çынсем тӳрех ФАПа васкаççĕ. Ялтан тухса район поликлиникине каясси вара хутран-ситрен çеç пулать. Тукай ялĕнче тĕлĕнмелле хĕрарăм  Вера Николаевна Моторина пурăнать. Вăл — фельдшер. Вера Николаевна 1985 çулта Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан çак ĕçре вăй хума пикеннĕ. 37 çул ĕнтĕ вăл Тукайри фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшать, пурĕ 550 çыннăн сывлăхне тимлесе тăрать. Ял халăхĕ вĕсемпе юнашар çакăн пек ырă кăмăллă та тимлĕ медицина ĕçченĕ пулнăшăн питĕ савăнать. Вăл нихăçан та вăхăт çук тесе тăмасть, яланах _ темле çанталăкра та, кăнтă

Куракансене юрă-ташăпа савăнтарать

Ачасен, çамрăксен тата аслă ăрури халăхсен пултарулăхне туллин аталантарма Кĕçĕн Çĕрпӳел ялĕнчи культура çуртĕнче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ.  Çапла  культура еткерĕн йăли-йĕркисем   ăруран ăрăва куçаççĕ  кăна мар, ĕмĕр тăршшĕпех упранса юлаççĕ. Кĕçĕн Çĕрпӳел культура çурчĕн «Илем» фольклор ансамблĕнче шăпах çапла пулса иртет те.  Ансамбль ертӳçи — Альбина Ивановна Любимова. Ансамбль ял çыннисене хăйĕн хитре юррисемпе савăнтарма юратать.  Чăваш фольклор ансамблĕ   «Илем» 20 çул  ытла итлекенсен чĕрисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнлать. Ансамбль районти нумай наци уявĕсемпе фестивальсене,  «Питрав», «Акатуй», «Туслăх кĕперĕ» тата ытти фестивальсене хутшăнать.  «Илем» — район территорийĕнче чăваш культурин йăли-йĕркине  упракан 

Ветерансем паян та стройра

Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ хыççăн вунă çултанах çĕршывра ветерансен пĕрлешĕвĕсем йĕркелеме пуçланă. Акă, 1956 çулта вăрçă ветеранĕсен комитетне туса хунă. 1986 çулта Пĕтĕм Союзри ĕç тата вăрçă ветеранĕсен организацине йĕркеленĕ. Ăна 1991 çулхи ноябрьтен Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă, çар, право сыхлавĕн ветеранĕсен (пенсионерĕсен) организацийĕ теме пуçланă. Апла пулин те унăн официаллă çуралнă кунĕ 1987 çул пулса тăрать. Пирĕн районта та çав çулхи январь — февраль уйăхĕсенче организацилле пухусем пулса иртнĕ. Вăл вăхăтра пирĕн тăрăхра 7 пин те 200 ветеран, вĕсенчен 800-шĕ вăрçă участникĕсем пурăннă. Районта пурăнакан пĕтĕм халăх йышĕнче ветерансем 26 процент йышăннă. 12 колхозра тата совхозра, вĕсемсĕр пуçне предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пурĕ ветерансен 28 пуçламăш ор

Паха тĕллев — астăвăма упрасси

Август уйăхĕнче пирĕн хаçатăн 60-мĕш çулсенчи   штатра тăман корреспонденчĕ, ентеш Александр Борисович Сугоров профессилле журналист пулса тăнăранпа 50 çул çитрĕ. Кам-ха вăл паянхи кун? Çакна пире Коми Республикинче пурăнакан библиотекарĕн Елена Тыринан статйи уçса парать. Александр Сугоров — Коми Республикинчи Сыктывдин районĕнчи Выльгорт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, журналист, çыравçă, Сыктывдин районĕн историне тăрăшуллăн упраса хăварма ăнтăлакан таврапĕлӳçĕ. Таврапĕлӳçе вĕренме çук, таврапĕлӳ вăл — чун туртăмĕ, историлле астă- вăма сыхласа хăварассипе çыхăннă обществăлла ĕç. Александр Борисовича манăн пулас ăрусем валли пирĕн пин-пин ентешĕн пурнăçĕ çинчен астăвăма упраса хăваракан хăй ирĕкĕпе ĕçлекен таврапĕлӳçĕ теес килет. Çав çынсем çинчен вăл хăйĕн кĕнекисенче çырнă. Вĕсем

Сасăлав иртрĕ, депутатсем паллă

Район çыннисем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Комсомольски муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн 1-мĕш созывĕн  депутачĕсене  суйларĕç. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшӳллĕн, районти суйлавçăсен 59,73 проценчĕ (11321 çын) суйлава хутшăннă. Вĕсем 17 округра депутатсене суйланă. Малтанхи пĕтĕмлетӳсем çапларах: А.В.Журавлев (1-мĕш округра),   В.В.Кополухин (2-мĕш округра),  В.Н.Кокарев (3-мĕш округра), А.Н.Зайцев (4-мĕш округра), И.И.Ефремова (5-мĕш округра), С.Н. Грачева (6-мĕш округра),  А.В.Тихонов (7-мĕш округра), А.Н.Бахтеров (8-мĕш округра), С.Г.Катиков (9-мĕш округра),  Р.Х.Идиатуллин (10-мĕш округра), Р.М. Мансуров (11-мĕш округра), Ф.Х.Камалтдинов (12-мĕш округра), И.З.Ямалиев (13-мĕш округра), И.Р.Айсын (14-мĕш округра), А.В

Çĕнĕ клуб халăха пĕрлештерĕ

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле Тукай ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хăпартас енĕпе ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕсленĕ. Культура çуртне «Культурăна тата туризма аталантарасси» программăн «Клуб евĕр муниципаллă учрежденисене тăвасси (реконструкцилесси)» çумпрограммипе килĕшӳллĕн тăваççĕ. Строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе «Геолог» ОООн директорĕн çумĕ Павел Елисеев паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, шалти ĕçсен пысăк пайне тунă та ĕнтĕ, кĕçех чӳречесем тата алăксем вырнаçтарса лартма пикенĕç. «Культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçĕ пирки калас пулсан, паянхи кун халăхăн шухăш-кăмăл тата ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчи сывлăхне упрас, пурнăç пахалăхне ӳстерес тесе нумай ĕçленине палăртмалла. Ялти культура çурчĕ çынсен о

Çемьесене тĕрĕсленĕ

Районти халăха социаллă пулăшу   кӳрекен центрăн специалисчĕ С.Дмитриева, район администрацийĕн вĕренӳпайĕн çул çитменнисемпе ĕçлес тата вĕсен прависене хӳтĕлес енĕпе тăрăшакан тĕп специалист-эксперчĕ Л.Пушкина тата опекăпа попечительлĕх енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Т.Краснова районти йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тĕрĕсленĕ. Специалистсем çул çитменнисене воспитани паракан çемьесем мĕнле условисенче пурăннине, ачасене шкула мĕнле хатĕрленине, çитĕннисем ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Профилактика рейчĕ вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле 17 ача çитĕнекен 6 çемьене çитнĕ. Вĕсем — учетра тăракан нумай ачаллă тата тулли мар çемьесем. Рейд вăхăтĕнче ашшĕ-амăшне ачасене вĕренме тата аталанма тивĕçлĕ условисем туса памалли çинчен каласа ăнлантарнă, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене

Паян та хисеплеççĕ, сума суса тав тăваççĕ

Тивĕçлĕ канăва кайсан та, вĕренӳ ĕçĕнче чылай çул вăй хунă çынсемшĕн сентябрĕн 1-мĕшĕ пысăк уяв пулса юлать. Шăпах çак кунтан вĕсемшĕн яваплă  тепĕр тапхăр  — вĕренӳ çулталăкĕ пуçланнă-çке. Миçе хутчен вĕсемшĕн те, вĕрентекенсемпе пĕрле пĕрремĕш шăнкăрав янăранă-ши? Çавăнпах пулĕ унăн пĕлтерĕшĕ çулсем хыçа юлсан та  çухалмасть ветерансемшĕн. Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Алексей Андреевич  Яковлевăн пĕрле ĕçлекенсене, паллакансене уяв ячĕпе  саламласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та вăл  педагогсене шăнкăравлама вăхăт тупрĕ. Уншăн уйрăмах Кĕçĕн Каçал пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан  тĕп шкулĕнче пĕрле  тăрăшнă ĕçтешĕсем хаклă. Ара, вăл унта 10 çул ытла ĕçлесе туслă коллектив чăмăртама пултарнă-çке, вĕсемпе чылай чухне  савăнăç-хурлăхне пĕрле пайланă, ачасене пĕлӳ
Интернет урлă çĕнĕ тĕнче уçнă

Интернет урлă çĕнĕ тĕнче уçнă

Чăваш Енре пурăнакан 50 çултан аслăрах çынсем Пĕтĕм Раççейри «Интернета тав — 2022» конкурса хăйсен ĕçĕсене тăратаççĕ. Хальлĕхе Интернетпа усă куракан чи маттур та хастар аслă ăру çыннисен йышне кĕрессишĕн республикăри   5 çын тупăшать. Пирĕн районта пурăнакан Галина Родионова «Манăн интернет-çитĕнӳсем» номинацире конкурса хутшăнма заявка панă. Библиотекăра тăрăшаканскере цифра пĕлӳлĕхĕ кирлех. Галина Николаевна 54 çулта чухне Интернетпа усă курма вĕреннĕ, пĕтĕм тĕнчери тетел пулăшнипе хăйне валли çĕнĕ майсем уçнă. «Эпĕ хам ума тĕллев лартрăм — епле пулсан та компьютерпа ĕçлеме вĕренмелле. Малтанах питĕ йывăрччĕ, нимĕн те пулмастчĕ. Çапах майĕпен, утăм хыççăн утăм эпĕ компьютерпа туслашма пултартăм, пĕтĕм тĕнчери тетелте çĕнĕ пурнăç пуçларăм», — пĕлтерет вăл. Интернет уçлăхĕнчи
Çĕрулми кăлараççĕ, çĕртме тăваççĕ

Çĕрулми кăлараççĕ, çĕртме тăваççĕ

Кĕркунне çанталăк сивĕтни, йĕпхӳ çумăр çуни аграрисене  уй-хирсенчи ĕçсене васкарах  пурнăçлама хистет. Районĕпе илес пулсассăн,  вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех.  Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрулми кăларма тытăннă, кĕрхи çĕртме тăваççĕ, куккурус выраççĕ, кĕрхи культурăсене акса                  пĕтереççĕ.  Сентябрĕн  9-мĕшĕ тĕлне 12476 гектар лаптăк çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илнĕ. Вăл шутран 2238 гектар кĕрхи тулă, 683 гектар ыраш, 4377 гектар урпа, 3625 гектар çурхи тулă, 1270 гектар сĕлĕ,158 гектар пăрçа, 125  гектар вика.  38732 тонна тырă йĕтемсем çине кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 31  центнерпа танлашнă. Районĕпе кĕ