Суббота, 20 апреля

Чир сарăлас хăрушлăх ӳсет

Чир сарăлас хăрушлăх ӳсет

Юлашки вăхăтра Раççейре, республикăра, районта коронавируспа чирлекенсен йышĕ ӳснине палăртаççĕ. Халĕ ачасем шкула çӳреме тытăннă май, инфекци чирĕсем татах та пысăк хăвăртлăхпа сарăлаççĕ.  Çавăнпа та чиртен асăрханса тимлĕ пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Районти тĕп больница тухтăрĕ Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере  чир паллиллĕ çынсенчен 490 анализ илнĕ. Вĕсенчен 77-шĕ коронавируспа чирли паллă пулнă. Çак йышран хăшĕ-пĕри килтех сипленет, хăшĕсем — республика больницисенче. Инна Ивановна пĕлтернĕ тăрăх,  юлашки эрнесенче чирлисен йышĕ ӳссе пырать.

— Районта ковидран та, гриппран та прививка тума пуçланă. Анчах та пурте мар-ха. Прививка тăвассине вăраха ярас марччĕĕ Ревакцинациленни те  инфекцирен хӳтĕленме май парĕ. Район больницинче вакцина çителĕклĕ, — пĕлтерчĕ И.Ефремова.

А.АНТОНОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *