Воскресенье, 28 апреля

Аталану çулне Комсомольскисемпе пĕрле тишкернĕ

Августăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин спорт тата физкультура министрĕ  Василий Петров  районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç.  Комсомольски тата Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулусем иртрĕç.

Чи малтанах  ĕçлĕ ушкăн Кĕçĕн Каçал культура çуртне çитрĕ, кунта пухăннă çынсемпе тĕл пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов  кĕскен районта пурнăçланă ĕçсем пирки тата  çитес вăхăтра тума палăртнă тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Районта çынсене пурăнма хăтлă пултăр тесе сахал мар проекта ĕçе кĕртнĕ: ача-пăча площадкисем тунă, çулсене юсанă, çĕннисене хута янă, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем пур. Сывлăха çирĕплетме район центрĕнче «Кĕтне» ФСК ĕçлет. Халĕ унта шăпах стрительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çитес вăхăтра территорире çĕнĕ йышши футбол площадки хута каймалла. Унпа пĕрлех   волейбол, мини-футбол вылямалли ятарлă лаптăк та ĕçе кĕмелле.  

 Олег Николаев  хăйĕн сăмахĕнче аталану çулне тĕплĕн тишкерчĕ. Вăл республикăра пурнăçланакан программăсем çинче анлăрах чарăнса тăчĕ.  Вĕсенче ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тĕллевлĕ пулăшасси, проектсемпе хавхалантарасси  тĕп вырăн йышăнать. Яллă вырăнсенче  юлашки çулсенче пуçарулăх бюджечĕпе усă курса та сахал мар ĕç пурнăçлама май килнĕ.  Кăçал 896 проекта ĕçе кĕртме планланă.  Апла пулсассăн республикăра  çулсене юсаççĕ, çĕннисене хута яраççĕ, ача-пăча площадкисем ĕçлеме тытăнаççĕ, кану вырăнĕсем хăтлăланаççĕ, коммуналлă хуçалăх объекчĕсене модернизацилеççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ. Чăннипех те,  ял-хулара пурăнмалли условисем  лайăхланаççĕ. Ахальтен мар республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче çапла палăртрĕ: «Эпĕ час-часах калатăп, Пуçлăх тата республика çынни  пулнăран манăн ĕмĕт —  республика аталантăр, тата  кунта килсе çӳрекенсем ăна юратчăр тесе  хамран мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçласси».

Малашнехи тĕллевсене палăртнă май, регион ертӳçи ĕçсене  патшалăх влаç органĕсемпе пĕрле пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ.

Сăмахран, Пĕрлехи суйлав кунĕ хыççăн муниципаллă округсенчен  суйланнă депутатсемпе  тĕл пулу йĕркелеме палăртса хунă. Аталану çул-йĕрĕ вĕсем епле ĕçленинчен те сахал мар килет. Депутатсем  вырăнта пурăнаççĕ,  вĕсем унта пурăнакан çынсене мĕн канăçсăрлантарнине лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем — халăхпа çыхăну тытакансем. Сăмахран, тĕл пулура ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.Краснов тата Ю.Попов тухса калаçрĕç. Вĕсем паянхи кунччен халăха хумхантаракан чылай ыйтăва татса панине тĕслĕхсемпе çирĕп-летрĕç.

Çак кунсенче çеç «Единая Россия» парти членĕнчен  кăларнă, районти депутатсен  Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Волков та тĕл пулăва хутшăнчĕ, хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: кун йышши тĕл пулусене районти депутатсен  Пухăвĕн депутатне суйланма тăратнă пур кандидата та  чĕнмелле иккен.  Анчах та вăл  çакна пĕлтерсе депутата суйланма тăратнă республикăри 1036  кандидатпа тĕл пулса калаçсассăн, ĕçлеме, паллах, вăхăт çитменнине  шута илнĕ-ши?  Вăл пĕлтернĕ тăрăх ĕçлĕ визит пирки те  маларах пĕлтермелле.   Кăмăл пуррисем пурте культура çуртне килме пултарĕччĕç. 

Олег Николаев   унăн сăмахĕсем çине хуравласа çапла палăртрĕ: пуринпе те  тĕл пулмалла мар, кандидатсен ĕçлемелле,  суйлавçăсемпе тĕл пулмалла, хăйсен программисемпе паллаштармалла.

Регион Пуçлăхĕ район аталанăвне тишкерме пухăннă  канашлура    «Единая Россия» парти ертӳлĕхĕ  çине  кăмăлсăр пулнине  пĕлтерни  вырăнсăррине палăртрĕ. 

Хырхĕрри ял тăрă- хĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă май  ĕçлĕ ушкăн республика тата район аталанăвне пырса тивекен  ыйтусене хускатрĕ.  Унта ял çыннисене  хумхантаракан ыйтусене тишкерчĕç,  патшалăх  кӳрекен пулăшу мерисемпе паллаштарчĕç,  çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн пурнăçлакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç. 

Комсомольски  2-мĕш вăтам шкулĕнчи ĕç коллективĕпе  тĕл пулнă май Олег Николаев   вĕренӳ тытăмне пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ.   Ачасене тарăн та паха пĕлӳ илме пулăшасси — учительсен тивĕçĕ.  Вĕренекенсен  тĕрлĕ олимпидăсене, фестивальсене хутшăнмалла, пĕлӳ шайне ӳстермелле. Республикăра  «Кванториум», IT-клуб,  «Точка роста»  центрсем ĕçлени ачасене аталанма условисем туса параççĕ. Тĕслĕхрен, республикăра «Точка роста» вĕренӳ центрĕсене кашни шкултах хута яма тĕллев лартнă. Хальлĕхе кун йышши центрсем 207 шкулта пур.

Çавăн пекех республикăри  шкулсенче  йывăр  лару-тăрури ачасене  икĕ хутчен апатлантараççĕ. Кун пекки пирĕн республикăра çеç пурнăçланать.  Кăçалтан вара «Атăл» батальонта службăра тăракансен ачисене те тӳлевсĕр апатлантарма йышăннă.

А.Антонова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *