Публикации

Кадетсем мала тухнӑ

Кадетсем мала тухнӑ

Иртнӗ эрнере «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче кадетсен класӗсен «Кадетская поверка 2023» строй смотрӗн республикӑри финалӗн тапхӑрӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие зонӑсенчи тапхӑрсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем — Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Етӗрне, Елчӗк округӗсен тата Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисен 5—10-мӗш кадет класӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Саламлӑ сӑмахпа пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗ» обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ Василий Лаврентьев, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗ Сергей Голицын тухса калаҫнӑ, ачасене строй смотрӗнче хӑйсене тивӗҫлӗн кӑтартса пама суннӑ. Парада «Авангард» центрӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Исаев полковник й
Спорта юратма вӗрентекен

Спорта юратма вӗрентекен

Вӗрентекен ӗҫӗ яваплӑ. Вӑл ачасене пӗлӳ тӗнчипе паллаштарать, пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать. Ҫитӗнекен ӑрупа ӗҫлеме вӗсене мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, ырӑлӑх, пӗлӳ кирлӗ мар-ши! Ман шутпа, хальхи вӑхӑтра шкулта  чӑннипех ачасене юратакан ҫынсем ҫеҫ ӗҫлееҫҫӗ. Пирӗн шкулти вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Эпир, халь шкулта вӗренекенсем, учительсене хисеплетпӗр, вӗсенчен тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр. Мӗнле хисеплемӗн-ха вӗрентекен?; Вӑл пӗтӗм ачан пурнӑҫӗпе, савӑнӑҫӗ-хуйхипе пурӑнать. Кашни вӗренекене хӑй ачи пек йышӑнать, йывӑр вӑхӑтра пулӑшать, унпа пӗрле савӑнать те, кулянать те. Пур шкул ачин те хӑйне ҫывӑх, ӑнланакан педагог пур. Маншӑн вӑл — Асанкасси вӑтам шку- лӗнче вӑй хуракан Геннадий Николаевич Петухов. Учитель хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӗрентӗве халалланӑ. Ш
Наркӑмӑшлӑ пултӑрана хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ

Наркӑмӑшлӑ пултӑрана хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ

Сосновский пултӑранӗ (борщевик) ҫыннӑн сывлӑхӗшӗн те, выльӑхсемшӗн те сиенлӗ. Унӑн сӗткенӗнче наркӑмӑшлӑ япала — фуранокумарин — пур. Вӑл ӳте лексен пӗҫертсе ярать. Унсӑр пуҫне температура хӑпарма, пуҫ ыратма, нерв тытӑмӗ сиенленме пултарать. Сӗткен куҫа лекни уйрӑмах япӑх, кун пек чухне суккӑрланас хӑрушлӑх та пур. Сосновский пултӑранӗ республикӑра сарӑлса пыни, паллах, шутлаттарать. Вӑрман пек кашласа ларакан, тарӑн тымар яракан курӑкран хӑпма питӗ йывӑр. Унӑн вӑрри ҫилпе вӗҫсе таврана саланать, тымарне тӗппипе тӑпӑлтарса кӑларма та ҫук. Ҫавна май ку ӳсен-тӑранпа кӗрешессине республикӑра та, вырӑнта та тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ. Пултӑрана пӗтерес тӗллевпе мерӑсем йышӑнма кӑҫал республикӑра 19,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, муниципаллӑ округсене ку енӗпе ятарлӑ ӗҫсем йӗркелеме хушнӑ.  Ком
Каникул кунӗсем савӑнӑҫ ҫеҫ кӳччӗр

Каникул кунӗсем савӑнӑҫ ҫеҫ кӳччӗр

Ҫӗртме уйӑхне кӗтӗмӗр. Ачасен каникул кунӗсем пуҫланчӗҫ. Ку вӑхӑтра шӑпӑрлансен пушӑ вӑхӑт нумайланать. Ҫавӑнпа та вӗсене мӗнпе те пулин интереслентерме тӑрӑшмалла. Ашшӗ-амӑшӗн, аслисен ачасемпе инкек-синек сиксе тухас- ран та асӑрханмалла. Каникул пуҫлансанах шыв-шур патӗнче харпӑр хӑйне мӗнле тытмаллине ӑнлантарса памалла. Шӑрпӑкпа выляни, вут чӗртни пысӑк инкек патне илсе пыни ҫинчен тепӗр хут асӑрхаттармалла. Ҫулла хӗвеллӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Кун пек чухне ача-пӑчана юханшывсемпе пӗвесем хӑйсем патне туртаҫҫӗ. Кам пулла каять, кам шывра чӑмпӑлтатасшӑн... Ача-ачах, ҫырма хӗрринче вылямасӑр пулмасть. Кун пек чухне инкек-синкек сиксе тухасси те инҫе мар. Выляса-кулса шыва чышса ярасси те, ӑмӑртмалла ишесси те пулать.  Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, яланах ачисем ҫумӗнче тӑраймасть.
Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Майӑн 27-мӗшӗнче Тӑвай муниципалитет округӗнчи «Медвежий угол» кану базин никӗсӗ ҫинче республикӑри «Лучшие на селе» иккӗмӗш агрослет иртрӗ. Кӑҫал вӑл Чӑваш Енри 1500 ытла пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑка пӗрлештерчӗ. Ку мероприятие Комсомольски муниципалитет округӗн делигацийӗ хастар хутшӑнчӗ. Унӑн йышӗнче ялсенче ӗҫлесе пурӑнакан тӗрлӗ профессиллӗ ҫамрӑксем пулчӗҫ. Ҫамрӑксем терӗмӗр те, ял пуласлӑхӗ, аталанӑвӗ шӑпах та вӗсенчен килет-ҫке. Яш-кӗрӗм ҫак мероприятие хавхаланупа хутшӑнни, юрӑ-ташӑ, спорт мероприятийӗсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ял аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе иртнӗ калаҫусенче хастар пулни савӑнтарать. Пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те пуҫаруллӑ тухтӑрсем, педагогсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата культура сферинче тӑрӑшакансем сахал мар. Агрослетра нумай-н
Ял ӗҫченӗ шанӑҫпа пурӑнать

Ял ӗҫченӗ шанӑҫпа пурӑнать

Ҫу кунӗсем ҫитнӗ май сӗт хакӗ палӑрмаллах чакрӗ. Ҫакӑ уйрӑм ҫынсене те, ял хуҫалӑх предприятийӗсене те пӑшӑрхантарать. Анчах та мӗн тӑвӑн, ӗне тытатӑн пулсан ӑна тӑрантармалла, унран продукци илмеллех. Майӑн 25-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче талӑкра кашни ӗнерен вӑтамран 17,4 килограмм сӗт суса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан 2,4 килограмм ытларах. «Рассвет» ЯХПКри ӗнесем вӑтамран 25,4 килограмм, «Асаново» кооперативра 22,9 килограмм сӗт антараҫҫӗ. Хаксем тивӗҫтермеҫҫӗ пулсан та, ял ӗҫченӗ шанӑҫпа пурӑнать. Выльӑх-чӗрлӗх усраса ун уссине курма ӗмӗтленет.
Ҫул-йӗре юсаҫҫӗ

Ҫул-йӗре юсаҫҫӗ

Масар — сӑваплӑ вырӑн. Унти тасалӑхпа тирпейлӗхшӗн кашни тӑрӑшни кирлӗ. Акӑ, ҫак кунсенче Комсомольски ял масарӗ ҫине каякан ҫула юсас ӗҫсем пуҫланнӑ. Вӑл ванса, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗччӗ. Ӑна пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкине патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫумне явӑҫтарнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Кунта ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ку масара Комсомольски, Кӗҫӗн Каҫал, Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗсенче вилнисене  тирпейлесе пытарнӑ. Кӗҫех православи  тӗнне ӗненекенсен пысӑк уявӗ, Ҫимӗк, ҫитет. Пӗтӗм халӑх ваттисене асӑнма масарсене ҫул тытать. Строительсем уяв ҫитиччен ҫул-йӗре йӗркене кӗртсе пӗтересшӗн.
Чӑваш хӑмлин ячӗ ҫӗнелтӗр

Чӑваш хӑмлин ячӗ ҫӗнелтӗр

Ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗ пуҫланиччен Чӑ-ваш Енри кашни районти нумай хуҫалӑхра хӑмла ҫитӗнтернӗ. Пурӗ 4 пин ытла гектар йышӑннӑ-мӗн вӑл. Ял ҫыннисем пралук карнӑ плантацисенче ҫемйи-ҫемйипе ҫу каҫипе ӗҫленӗ. Кӗркуннепе ватти-вӗтти ана ҫинче кӗшӗлтетнӗ, тухӑҫне кура тупӑшне те илнӗ. Пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ «симӗс ылтӑна» ытти ҫӗрте те хакланӑ, хапӑлласах туяннӑ. Ахальтен мар пӗр юрӑҫ  «Чӑваш хӑмли — чи хӑватли, чапӗ кайрӗ инҫете» тесе шӑрантаратчӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шел пулин те, ҫак культура темшӗн хисепрен тухрӗ. Тупӑшӗ сахал, хӑйхаклӑхӗ пысӑк, ӗҫӗ нумай тесе хӑмлана пӗтӗм ҫӗрте тенӗ пекех пӑрахӑҫлама пуҫларӗҫ. Пралук ҫакакан юписене кӑларса сутса-сапаласа пӗтерчӗҫ, анисене вара урӑх культурӑсем йышӑнчӗҫ. Сушилкисене те пӑсса тимӗр-тӑмӑра ячӗҫ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра
Ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑ

Ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑ

Кашни ялтах ырӑ ӗҫсемпе чыс-хисепе тивӗҫнӗ ҫынсем пурӑннӑ. Вӗсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулин те, ун пек ҫынсене манӑҫа кӑлармалла мар. Ҫитӗнекен ӑрушӑн вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе пурнӑҫри тӗллевӗсем тӗслӗх пулса тӑмалла. Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче правительствӑн наградисене тивӗҫнӗ. Ҫакӑ ахальтен мар.  Кунти  «Красный Октябрь» колхоз 1990 ҫулччен районта ҫеҫ мар, республикӑра та кӗрлесе тӑнӑ. Ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем хастар ӗҫшӗн Хисеп грамотисемпе пӗрлех орден-медальсене те тивӗҫнӗ. Йӑвашкел ялӗнче пурӑннӑ  Г.О.Ракчеевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ колхоз производствипе питӗ тачӑ  ҫыхӑнман. Анчах та вӑл ял аталанӑвӗшӗн чылай ӗҫ тунӑ. Аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем паянхи кун та ун ҫинчен ырӑпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ. «Герольд Онуф
Кооператорсен ӗҫӗ журналистсемшӗн ҫывӑх

Кооператорсен ӗҫӗ журналистсемшӗн ҫывӑх

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикинчи потребительсен кооперацине туса хунӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа республика шайӗнче журналистсен семинар-канашлӑвне ирттерчӗҫ. Ӑна Чӑвашпотребсоюз, ЧР Цифра министерстви тата Чӑваш Енри журналистсен союзӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Пресс-тура хутшӑнса республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсем Комсомольски райповӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, потребительсен кооперацийӗн тӗрлӗ объекчӗсене ҫитсе курчӗҫ. Чи малтанах мероприятие хутшӑнакансем Аслӑ Чурачӑк ялӗнчи «Встреча» кафере пулчӗҫ, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура куллен кирлӗ таварсем сутмалли магазина тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ. Магазина нумаях пулмасть ҫеҫ тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва хаклӑ хӑнасем — Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Раҫҫей Центросоюзӗн Информаципе ко