Воскресенье, 19 мая

Футболла вылярӗҫ

Футболла вылярӗҫ

Иртнӗ шӑматкун, июнӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче футбол вӑййин туслӑх турнирӗ иртрӗ. Туслӑх турнирӗ терӗмӗр те, унӑн тӗллевӗ, чӑннипех те ялсем хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетесси пулчӗ. 

Вӑйӑсем хавхалануллӑ та хӗрӳ иртрӗҫ. Кашни командах ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлчӗ. Ҫивӗч ӑмӑртура  Тимӗрчкассисен пӗрлештернӗ команди ҫӗнтерчӗ. Куҫса ҫӳрекен кубока виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӗсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗн ҫамрӑкӗсем тивӗҫрӗҫ, виҫҫӗмӗшӗнче Аслӑ Чурачӑксен команди пулчӗ.

Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем турнирта чи лайӑх тапӑнса вылякансене те палӑртрӗҫ, вӗсене парнесемпе Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Ҫакӑн пек мероприяти ирттернӗшӗн, ялти спорта аталантарас енӗпе пархатарлӑ ӗҫ тунӑшӑн ӑмӑртӑва йӗркелекенсем тав сӑмахне тивӗҫлӗ.

Ангелина МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *