Ҫӗр хӑйне хисепленине юратать

Ҫӗр хӑйне хисепленине юратать

Кӑҫал ҫуркунне ир килчӗ. Ҫанталӑкӗ те ҫураки вӑхӑтӗнче аван тӑрса ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ ирттерсе яма май пачӗ. Халӗ хирсем симӗс тум тӑхӑнчӗҫ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсем ҫулсеренех пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашма хирсене тухаҫҫӗ. Уй-хирпе  паллашнипе пӗрлех, пӗр-пӗринпе калаҫса, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Кӑҫал калчасене тӗрӗслемелли смотр май уйӑхӗн юлашки кунӗнче иртрӗ.

Пуҫтарӑннисем малтанах Самаринӑн фермер хуҫалӑхне ҫитсе курчӗҫ. Кунти хирсем таса, мӗн акни аван шӑтса тухнӑ. Ешӗллӗн курӑнакан  уйсене пӑхма кӑмӑллӑ.

«Родина» ОООра нумай ҫул ӳсекен курӑксене ҫулма тухнӑ. «Сенаж хума пуҫлатпӑр. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене чечеке лариччен, чечек тӗввисем палӑрма пуҫласанах ҫулмалла. Ҫакӑ ӳсен-тӑранта тутлӑхлӑ япаласене сыхласа хӑварма пулӑшать», — палӑртрӗ хуҫалӑх ертӳҫи А.Е.Потемкин. Хирсене кӑтартнӑ май, вӗсенче хӑҫан  мӗнле агротехника ӗҫӗсем пурнӑҫлани, сортсем пирки каласа пачӗ.  «Родина» ООО — пусӑ ҫаврӑнӑшне пӑхӑнса, уй-хир технологийӗнчи ҫӗнӗ меслетсене алла илес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлекен хуҫалӑх. Кунта кӗр тыррисем пучах кӑларма та ӗлкӗрнӗ. Тикӗс те парка ҫитӗнеҫҫӗ, пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ. Смотра хутшӑнакансем кӗрхи туллӑн «марафон» сорчӗ ҫитӗнекен уйпа интересленсе паллашрӗҫ. Хуҫалӑх ертӳҫи ку хиртен пӗр ҫулхине кашни гектар пуҫне 72 центнер тухӑҫ илнине те асӑнчӗ. Кӑҫал кунта 48 гектар хура пусӑ хӑварнӑ. Вӑл хир чӑннипех те таса, ҫумкурӑксӑр.

«Искра» колхозра сухалакан ҫӗрсем пӗтӗмпе 870 гектар шутланаҫҫӗ. Пӗлтӗр хырайӗнелсем 76 гектар ҫине кӗр тыррисем акса хӑварнӑ. Вӗсем лайӑх хӗл каҫса вӑй илнӗ, парка ҫитӗнеҫҫӗ, пӑхма кӑмӑллӑ. Кунта та агротехника ӗҫӗсене пӗлсе те пахалӑхлӑ пурнӑҫлани курӑнать.

«Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗн хирӗсем те чуна савӑнтараҫҫӗ. Кӗр тыррисем те, кӑҫал акнӑ тырӑсен калчисем те аван ешереҫҫӗ. Кунта та ҫӗр ӗҫ технологине пӑхӑнса ӗҫлени сисӗнет.

«Слава картофелю» агрофирмӑна ятне пӑхса ҫӗрулмипе ҫеҫ ӗҫлекен хуҫалӑх тесе шутлакансем те пур. Анчах та «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илнӗ чухне те пусӑ ҫаврӑнӑшне пӑхӑнса ӗҫлемелле. Ҫӗр пулӑхлӑхне сыхласа хӑварас тата пуянлатас тӗлӗшпе кунта нумай ҫул  ӳсекен курӑксем те, сидератлӑ культурӑсем те акса тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 900 гектар ытла лаптӑк ҫинче пӗрчӗллӗ тырӑсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Хуҫалӑхӑн кӗр тыррисен уйӗсемпе агрофирмӑн  директорӗ Р.Х.Идиатуллин паллаштарчӗ. Вӑл калчасем лайӑх ҫитӗнччӗр тесе вӗсене мӗнле апатлантарни, ӳсен-тӑран сӑтӑрҫисене, чир-чӗрӗсене хирӗҫ кӗрешсе мӗнле препаратсемпе усӑ курни  пирки каласа пачӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, смотр вӑхӑтӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ хуҫалӑхсен хирӗсем таса, калчасем аван ешереҫҫӗ, ҫанталӑк условийӗсем лайӑх пулсан пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ. 

Анчах та, шел пулин те, чуна ыраттаракан ӳкерчӗксем те тӗл пулчӗҫ. Хӑш-пӗр ялсен ҫумӗнчи ҫӗрсене уйрӑм ҫынсем илнӗ. Вӗсене кирлӗ шайра пӑхса тӑманни палӑрать. Тирпейлӗ усӑ курманнине пула ҫумкурӑк пусса илнӗ. Пӗр фермер хуҫалӑхӗн тырӑ уйӗнче те ҫумкурӑк ӳт ҫине тухса тулнӑ шатрасем пек курӑнса таврари пӗтӗм илеме пӑсать. Тӗрӗслеттермен вӑрлӑха аксан, вӑхӑтра имҫам сапмасан тухӑҫ илеймӗн. Акнипе ҫеҫ мар,  тивӗҫлипе пӑхса тӑни, агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлани те кирлӗ. Ҫӗр хӑйне хисепленине юратать,  ҫапла пулсан ҫеҫ вӑл пысӑк тухӑҫпа савӑнтарать.

Смотр ӗҫне «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗнче пӗтӗмлетрӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене ака-суха ӗҫӗсене пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑшӑн тав турӗ, тухӑҫшӑн пыракан кӗрешӳре ӑнӑҫу сунчӗ. Округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан М.М.Зайнулин ял хуҫалӑх предприятийӗсем мӗн палӑртнине акса-лартса хӑварни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ял хуҫалӑх ӗҫӗн ветеранӗ И.Х.Миннетуллин, районти ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп агрономӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑскер, паянхи кун та хире тухса специалистсемпе  тӗл пулма тӑрӑшать. Ун сӑмахӗсене пуҫтарӑннисем интересленсех итлерӗҫ.  Фермер хуҫалӑхне чылай ҫул ертсе пыракан М.Р.Минатуллин, «Рассвет» ЯХПК председателӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан М.Р.Афанасьев, «Родина» ООО директорӗ  А.Е.Потемкин, «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗн  ертӳҫи М.Г.Шарафутдинов уй-хир отраслӗ кӑткӑс пулнине, пысӑк тухӑҫ чылай сӑлтавсенчен  килнине палӑртрӗҫ.

Смотр ӗҫне «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ» ФПБУн  Чӑваш Республикинчи центрӗн пирӗн округри уйрӑмӗн специалисчӗсем Н.М.Чернова, С.П.Петухова хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хӗл каҫипех кӗр тыррисен калчисем мӗнле лару-тӑрура пулнипе интересленсе тӑнӑ, халӗ вӗсен аталанӑвӗпе тимлесех паллашрӗҫ.

Кунӗ пӗлӗтлӗ тӑчӗ, смотр вӗҫленсен, ҫӗр ӗҫченӗсене тӑрӑшуллӑхшӑн хавхалантарас тенӗн, ҫумӑр ҫума пуҫларӗ. Халь вӑл ӳсен-тӑрана питӗ кирлӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *