Наркӑмӑшлӑ пултӑрана хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ

Наркӑмӑшлӑ пултӑрана хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ

Сосновский пултӑранӗ (борщевик) ҫыннӑн сывлӑхӗшӗн те, выльӑхсемшӗн те сиенлӗ. Унӑн сӗткенӗнче наркӑмӑшлӑ япала — фуранокумарин — пур. Вӑл ӳте лексен пӗҫертсе ярать. Унсӑр пуҫне температура хӑпарма, пуҫ ыратма, нерв тытӑмӗ сиенленме пултарать. Сӗткен куҫа лекни уйрӑмах япӑх, кун пек чухне суккӑрланас хӑрушлӑх та пур.

Сосновский пултӑранӗ республикӑра сарӑлса пыни, паллах, шутлаттарать. Вӑрман пек кашласа ларакан, тарӑн тымар яракан курӑкран хӑпма питӗ йывӑр. Унӑн вӑрри ҫилпе вӗҫсе таврана саланать, тымарне тӗппипе тӑпӑлтарса кӑларма та ҫук. Ҫавна май ку ӳсен-тӑранпа кӗрешессине республикӑра та, вырӑнта та тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ. Пултӑрана пӗтерес тӗллевпе мерӑсем йышӑнма кӑҫал республикӑра 19,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, муниципаллӑ округсене ку енӗпе ятарлӑ ӗҫсем йӗркелеме хушнӑ. 

Комсомольски территори уйрӑмӗнче те ҫак ӳсен-тӑран ҫитӗнекен вырӑнсем пур. Юлашки ҫулсенче вӗсен лаптӑкне чакарас енӗпе час-часах тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Кӑҫал та Сосновский пултӑранӗпе кӗрешмелли мерӑсем йышӑннӑ.

Комсомольски ялӗнче  Кӗтне юханшывӗ йӳпленекен вырӑнта  ҫак сиенлӗ ӳсен-тӑран ашкӑрма пуҫлани пирки ҫынсем пӑшӑрханса калаҫатчӗҫ, вӑл тата та малалла сарӑлса пырасран пӑшӑрханатчӗҫ. Комсомольски территори уйрӑмӗн администрацийӗ ку енӗпе ҫийӗнчех мерӑсем йышӑнма пултарчӗ. Халӗ ятарлӑ хатӗр-хӗтӗрпе «хӗҫ-пӑшалланнӑ»,  хӳтӗлев тумӗ тӑхӑннӑ ушкӑнсем курӑка хими тата механика мелӗпе усӑ курса тӗп тӑваҫҫӗ. Пысӑк лаптӑксене наркӑмӑшлӑ ӳсен-тӑранран тасатасси ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать.

Округри ытти ял территори уйрӑмӗсенче те ҫавӑн йышши пултӑран ӳсекен вырӑнсем пулма пултараҫҫӗ. Вӑл сарӑлса ан пытӑр тесен ҫийӗнчех вӗсене хирӗҫ кӗрешес енӗпе ӗҫсене тытӑнмалла.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *