Понедельник, 6 мая

Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Майӑн 27-мӗшӗнче Тӑвай муниципалитет округӗнчи «Медвежий угол» кану базин никӗсӗ ҫинче республикӑри «Лучшие на селе» иккӗмӗш агрослет иртрӗ. Кӑҫал вӑл Чӑваш Енри 1500 ытла пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑка пӗрлештерчӗ.

Ку мероприятие Комсомольски муниципалитет округӗн делигацийӗ хастар хутшӑнчӗ. Унӑн йышӗнче ялсенче ӗҫлесе пурӑнакан тӗрлӗ профессиллӗ ҫамрӑксем пулчӗҫ. Ҫамрӑксем терӗмӗр те, ял пуласлӑхӗ, аталанӑвӗ шӑпах та вӗсенчен килет-ҫке. Яш-кӗрӗм ҫак мероприятие хавхаланупа хутшӑнни, юрӑ-ташӑ, спорт мероприятийӗсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ял аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе иртнӗ калаҫусенче хастар пулни савӑнтарать. Пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те пуҫаруллӑ тухтӑрсем, педагогсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата культура сферинче тӑрӑшакансем сахал мар.

Агрослетра нумай-нумай мероприяти иртрӗ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисенчен пӗрисем ӑсталӑх класӗсем пулчӗҫ. Акӑ, «Ял пуласлӑхӗ ҫамрӑксен куҫӗпе» дискуссиллӗ площадкӑра пулнӑ калаҫӑва 250 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Ҫамрӑксемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗн председателӗ Дмитрий Пекуровский тата Министрсен Кабинечӗн ӗҫченӗсем тӗл пулчӗҫ. Ялта предпринимательлӗхе аталантарасси, унти инфратытӑма лайӑхлатасси пирки канашларӗҫ,  хӗрсемпе каччӑсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ.

— Мероприятие иккӗмӗш ҫул ҫакӑн пек пысӑк форматпа ирттеретпӗр, ялти пурнӑҫ хулари условисенчен нимӗнпе те уйрӑлса ан тӑтӑр тесе тӑрӑшатпӑр, — терӗ Олег Алексеевич пуҫтарӑннисене.

Кун пек проекта Чӑваш Ен Раҫҫейре чи малтанхисенчен пӗри пулса ӗҫе кӗртрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку — пысӑк ҫитӗнӳ.

Ҫакӑн пек мероприяти республикӑри ҫамрӑксене пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма, ялти ҫивӗч ыйтусем пирки калаҫма, пӗр-пӗринпе канашласа вӗсене татса памалли ҫул-йӗр тупма, ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелеме, туслашма май парать.

Слетӑн спорт программи питӗ пуян пулчӗ. Пур ӑмӑртӑва та пирӗн округ представителӗсем хастар хутшӑнчӗҫ. Пляж волейболӗ, кире пуканӗ ҫӗклесси, вӗрен туртасси, туризмпа ҫыхӑннӑ тупӑшусем — пирӗн ентешсем пур ҫӗрте те пултарулӑх кӑтартрӗҫ. 

Каҫкӳлӗм округсен художество пултарулӑх коллективӗсен концерт программи пуҫланчӗ. Пирӗн округри артистсем сцена ҫине икӗ номерпе тухрӗҫ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн купӑсҫисен ушкӑнӗ хаваслӑ ташӑ ҫемми выляса ярсан никам та ташӑ картине тӑмасӑр чӑтаймарӗ. Марина Волкова шӑрантарнӑ юрра та куракансем алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Слетра кашни округах хӑйӗн сӑн-сӑпатне павильонсем йӗркелесе кӑтартса пачӗ. Унта хамӑр тӑрӑхра туса илекен продукципе те, ял халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ экспонатсемпе те паллашма май пулчӗ, Украинӑра пыракан ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ кӗтес  те йӗркеленӗ.

Слет тӗрлӗ енлӗ те интереслӗ ирттӗр тесе «Молодая гвардия Единой России» ҫамрӑксен организацийӗн хастарӗсем нумай тӑрӑшнине палӑртма кӑмӑллӑ. Пирӗн округри волонтер-ҫамрӑк гвардеецсем те делегацири ҫамрӑксене хавхалантарса пычӗҫ.

Агрослета ирттерме кӑҫал ҫанталӑкӗ те пачӗ. Каҫа хирӗҫ ҫумӑр пӗрӗхме пуҫлани те никамӑн кӑмӑлне пӑсаймарӗ. Тӗттӗмленеспе чӑваш эстрада юрӑҫисен концерт программи пуҫланчӗ.

Кӑвайт умӗнче пухӑнса гитарӑпа юрӑсем шӑрантарнипе вӗҫленчӗ ҫак слет. Ку мероприяти унта хутшӑннӑ ҫамрӑксен чун-чӗрисенче хавхалану хӗлхемӗ чӗртессе шанас килет. Ҫитес ҫул тепре тӗл пуличчен!

Ангелина Иноходцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *