Каникул кунӗсем савӑнӑҫ ҫеҫ кӳччӗр

Каникул кунӗсем савӑнӑҫ ҫеҫ кӳччӗр

Ҫӗртме уйӑхне кӗтӗмӗр. Ачасен каникул кунӗсем пуҫланчӗҫ. Ку вӑхӑтра шӑпӑрлансен пушӑ вӑхӑт нумайланать. Ҫавӑнпа та вӗсене мӗнпе те пулин интереслентерме тӑрӑшмалла.

Ашшӗ-амӑшӗн, аслисен ачасемпе инкек-синек сиксе тухас- ран та асӑрханмалла. Каникул пуҫлансанах шыв-шур патӗнче харпӑр хӑйне мӗнле тытмаллине ӑнлантарса памалла. Шӑрпӑкпа выляни, вут чӗртни пысӑк инкек патне илсе пыни ҫинчен тепӗр хут асӑрхаттармалла.

Ҫулла хӗвеллӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Кун пек чухне ача-пӑчана юханшывсемпе пӗвесем хӑйсем патне туртаҫҫӗ. Кам пулла каять, кам шывра чӑмпӑлтатасшӑн… Ача-ачах, ҫырма хӗрринче вылямасӑр пулмасть. Кун пек чухне инкек-синкек сиксе тухасси те инҫе мар. Выляса-кулса шыва чышса ярасси те, ӑмӑртмалла ишесси те пулать.  Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, яланах ачисем ҫумӗнче тӑраймасть. Ачасем шыв хӗрринче алхаснине курсан аслисен  асӑрхаттармасӑр иртсе каймалла мар. Шкулсенче, ашшӗ-амӑшӗ те шывра асӑрхануллӑ пулмалли пирки ачасемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ пулин те, республикӑра ҫулсеренех шывра путса вилнӗ тӗслӗхсем пулаҫҫӗ. Кӑҫал май уйӑхӗнче Канаш районӗнче 3 хӗрачан пурнӑҫӗ шывра инкеклӗ вӗҫленни чылай ҫынна пӑшӑрхантарчӗ. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшне ачисем ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине тепӗр хут ҫирӗплетет.

Ҫу кунӗсенче ялсене хуларан та ачасем йышлӑн килеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен аякра вӗсем хӑйсене урӑхларах тытма пултараҫҫӗ.  Вут чӗртсе вӑл е ку япала мӗнле ҫуннине тӗрӗслесе пӑхма та пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та шӑрпӑка ачасен алли лекмелле ҫӗре ан хурӑр. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем ҫинчен ӑнлантарса парӑр.

Хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫу кунӗсем ачасене хаваслӑхпа савӑнӑҫ ҫеҫ парнелеччӗр. Вӗсем чун каниччен канса вӑй пухнӑ хыҫҫӑн лайӑх кӑмӑлсемпе, ырӑ-сывӑ шкулалла васкаччӑр.

Дмитрий Галкин,

муниципаллӑ округӑн мобилизациллӗ хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *