Вторник, 30 апреля

Публикации

Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, суммĕ, хисепĕ çулсерен ÿстĕр

Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, суммĕ, хисепĕ çулсерен ÿстĕр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем шкулти пекех кашни паллă куна уявлаççĕ. Иртнĕ çулсенче Чăваш чĕлхи эрнинче шкулта тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ пулсан, кăçал килте ларсан та хăнăхнă йăлана пăсмарĕç. Апрелĕн 20—25-мĕшĕсенче тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттерчĕç. Акă 20-мĕшĕнче чăвашла тĕрлĕ мемсем ăсталарĕç. Ытларикун кирек епле килĕшекен хайлава вуланине аудио çырса интернета вырнаçтарчĕç. Виççĕмĕш кун вара ÿкерме кăмăллакансем хăйсене килĕшекен чăвашла хайлав тăрăх ÿкерчĕк туса сăнÿкерчĕксем лартрĕç. Тепĕр кун та ахаль иртмерĕ. Çак кун йăла-йĕркесем çинчен каласа пачĕç. 24-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыннипе паллаштарчĕç. Кашни çулах вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те апрелĕн 25-мĕшĕнче уроксене чăваш тумĕпе ирттернĕ. Кăçал социаллă сетьре хăйсен страницисене чăваш тумĕпе фотосем лартрĕç. "Чăваш чĕлх
Максим Минин – призерсен шутĕнче

Максим Минин – призерсен шутĕнче

Нумаях пулмасть Раççей шайĕнче иртнĕ студентсен "Эпĕ — профессионал" олимпиадине пĕтĕмлетнĕ. Унта çĕршывăн 70 реги-онĕнчен 3700 ытла студент призерсен йышне кĕнĕ. Çав шутра — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлÿ илекен 11 студент. "Эпĕ — профессионал" — тĕрлĕ специальноçсене вĕренекен студентсен çĕнĕ форматпа ирттерекен вĕренÿ олимпиади. Унăн заданийĕсем олимпиадăна хутшăнакансен теори пĕлĕвне çеç мар, практикăри ăсталăхне те кăтартса пама май параççĕ. Нумай студент унта хутшăнса хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслет. Чылайăшĕ вара хутшăнма çеç мар, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме ăнтăлать. Чăн-чăн профессионалсен шутĕнче пирĕн районта çуралса ÿснĕ, халĕ ЧПУн строительство факультетĕнче 4-мĕш курсра ăс пухакан Максим Минин та пур. Вăл Раççей шайĕнчи олимпиадăра "Строительство" енĕпе призерсен шутне кĕме пултарнине па
Ачасене куçа-куçăн пăхса вĕрентнине нимĕн те çитмест

Ачасене куçа-куçăн пăхса вĕрентнине нимĕн те çитмест

Çĕр тĕрлĕ професси хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни, чи кăткăсси тата сăвапли — педагог профессийĕ. Çак ĕçре çитĕнÿсем тума аслă пĕлÿ илни çеç çителĕксĕр, мĕншĕн тесен вĕрентекен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачан шăпине калăплать. Чун туртăмне туйса суйласа илнĕ профессие юратакан педагог çеç вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупаять. Вĕренÿ ĕçне парăнса пурнăçлакан педагог кăна кунран-кун ачасене пĕлĕве юратма хăнăхтарнипе пĕрлех хăйĕн ăс-тăнне аталантарма, туптама, тавракурăмне анлăлатма пултарать. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лариса Николаевна Данилова — шăпах çакăн пек педагогсенчен пĕри. Лариса Николаевна Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне уйрăмах Л.П.Гаврилова ирттерекен чăваш чĕлхипе литература предметне кăмăлланă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн
Тăван чĕлхе — ĕмĕрлĕхех

Тăван чĕлхе — ĕмĕрлĕхех

Шăматкун, чăваш халăхне çутта кăлараканĕн, Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕнче, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Ăна 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Кашни халăхăн пĕлтерĕшлĕ палли — тăван чĕлхе, вăл халăхăн культурине упраса пыма, малалла аталантарма пулăшать. Чăваш Республики нумай нациллĕ регион шутланать. Кунта икĕ патшалăх чĕлхи: вырăс тата чăваш чĕлхи. 2010 çулта ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çак вăхăтра республикăра 115 национальноç çынни пурăннă, çав шутра 68 проценчĕ — чăвашсем, 27 проценчĕ — вырăссем, 3 проценчĕ — тутарсем. Раççейре, çырав тăрăх, 1,44 миллион чăваша шута илнĕ. Чăваш Республикисĕр пуçне чăвашсем Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ульяновск, Самар, Тюмень облаçĕсенче пур
Килте ларсан вирусран хăтăлатпăрах

Килте ларсан вирусран хăтăлатпăрах

МĔНЛЕ КАЛАСА ĂНЛАНТАРМАЛЛА?  Чăваш Енре COVID-19-па чирлекенсен шучĕ ÿссе пынине кура изоляци режимне пăхăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Урама çи-вĕч сăлтавпа кăна тухса çÿреме юрать пулин те, йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ. Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн участокри уполномоченнăйсен начальникĕ Сергей Прохоров пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне 8 протокол çырнă. Режима пăсакансене 15 пин тенкĕ таран штрафлассине е асăрхаттарупа çырлахассине суд татса парĕ. Ял тăрăхĕсенче халăха изоляци режимне пăхăнмаллине тăшах пĕлтереççĕ. Кунсăр пуçне коронавируса хирĕç чару мерисем çинчен çырнă листовкăсене чарăну вырăнĕсенче, юпасем, лавкка алăкĕсем çинче те курма пулать. Мобильлĕ ушкăнсем кашни ял тăрăхĕнчех рейд йĕркелеççĕ. Рейдсен тĕллевĕ протокол çырасси мар, çынсене изоляци реж
Пурнăçа лайăхлатма май парĕ

Пурнăçа лайăхлатма май парĕ

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикине 2020—2024 çулсенче аталантармалли программăна пурнăçа кĕртес енĕпе канашлу иртнĕ. Программăна РФ Правительстви ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Чăваш Республикине аталантармалли программăна мĕнле тĕллевпе тунă? 2019 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче ун чухнехи премьер-министр Дмитрий Медведев РФ Патшалăх Думинче Правительство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. Вăл кая юлса пыракан регионсене пулăшас тĕллевпе хушма мерăсем йышăнмаллине палăртнă. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ 10 регион йышне Чăваш Ене те кĕртнĕ. Регионсене пулăшма мĕнле мерăсем йышăннă? РФ экономика аталанăвĕн ун чухнехи министрĕ Максим Орешкин регионсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе аталану программи хатĕрлеме хушнă. Унта инфратытăма тĕревлеме, социал
«Астăвăм сачĕ» вăй илет

«Астăвăм сачĕ» вăй илет

Районта Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса йывăç лартма тытăннă. Пĕтĕм тĕнчери «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата ГСВГ ветеранĕсем çак кунсенче йывăç лартнă. Аса илтеретпĕр, «Астăвăм сачĕ» акци вăхăтĕнче 27 миллион тĕп йывăç лартма палăртнă. Акцие уйрăм çынсем те хутшăнма пултараççĕ, килти пахчара асаттесемпе кукаçисене асăнса сад йĕркелеме пулать. Çакна тумашкăн «Астăвăм сачĕ» проект сайтĕнче регистрациленмелле. Çавăн пекех ачасем валли уйрăм конкурс та ирттереççĕ. Йывăç евĕрлесе тĕрлĕ япала-тетте ăсталамалла е йывăç ÿкермелле. Вĕсене сăн ÿкерсе социаллă сете вырнаçтармалла тата #СадПамятиДома хэштэг лартмалла.  
Наци проекчĕсен порталĕ ĕçлет

Наци проекчĕсен порталĕ ĕçлет

Республика ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăнсанах наци проекчĕсен темине сÿтсе явнă май Олег Николаев кăмăлсăрланнăччĕ: республикăра наци проекчĕсене пурнăçланипе çыхăннă информацие тупма йывăр-мĕн, ятарласа шыранă, анчах интернетра тулли информаци пухайман. Çавăнпа ун чухнех ку енĕпе ятарлă портал хатĕрлеме хушнăччĕ. Информполитика министерстви нумай кĕттермерĕ — çак кунсенче Правительство çуртĕнче çĕнĕ портал презентацийĕ иртрĕ. Олег Николаевăн шухăшĕпе, наци проекчĕсене тÿрре кăларас енĕпе çине тăрса вăй хунипе пĕрлех çак ĕç çинчен халăха каласа кăтартни, тулли информаци пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наци проекчĕсен порталĕ шăпах çак тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ. Информполитика министрĕ Михаил Анисимов портала хатĕрленĕ май хăйне евĕрлĕ мелпе усă курни пирки каларĕ. Чăваш Енĕн ИТ-
Савнă ялăм Йăлмахва: ĕнер тата паян

Савнă ялăм Йăлмахва: ĕнер тата паян

Юрататпăр эпир хамăрăн тăван яла. Тÿп-тÿрĕ урамлă, çитмĕл те çичĕ йăмраллă Йăлмахваçăм! Çук пулĕ çĕр çинче санран хакли, санран илемли. Сана савса çакăн пек çырнă сăвă та пур: Икĕ çырма хушшинче Эп çуралнă ял ларать. Вăрăм урам варринче Чаплă палăк курăнать. Аслă урам тăршшĕпе Асфальт çулĕ сарăлать . Йăлмахва ял хĕрринче Йĕлме, хăва хумханать. Тарăн пĕве çумĕнче Колхоз сачĕ ешерет, Шăп укăлча вĕçĕнче Савнă шкулăм илĕртет. /Алексей Зайцев, "Тантăш", 52 №, 2001, раштав, 27/. Йăлмахва ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен архивра пĕрремĕш хут çапла çырса хăварни пур /Свияжск уесĕн Перечень кĕнекинче, 1646 — 1652 çулсенчи çыравсем тăрăх, 151 номерпе çырса хуни/. 1646 —1652 çулсенче хальхи Улăхпуç вырăнне Тăвай районĕнчен Степан Тутаев чи авалхи культурăсене туса илсе пурăннă
Вăл Чернобыльте пулнă

Вăл Чернобыльте пулнă

Чернобыльти атом электростанцийĕнче 1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче /1 сехет те 24 минутра/ тĕнчери чи пысăк авари пулнă. Питĕ хăрушă, хăватлă сирпĕнÿ вăйĕ атом реакторĕн тимĕр-бетон конструкцийĕнчен тунă хуппине таçта çити ывăтса ярса тĕрлĕ радиоактивлă хутăшсене тĕнчене салатса янă. Çак инкеке специалистсем этем айăпĕпе пулнă тесе ăнлантараççĕ. Авари сиенне пĕтерме районти çар комиссариачĕ урлă вăйпитти арçынсене повестка парса чĕнсе илнĕ, Чернобыле ăсатнă. Пирĕн районти Станислав Горбуновăн, Валерий Козловăн, Владимир Порядковăн, Анатолий Сятминăн, Анатолий Чапрасовăн, Петр Черновăн ячĕсене Пĕтĕм Раççейри "Союз Чернобыль" организацин Чăваш Енри уйрăмĕ 2008 çулта "Памяти живая нить" ятлă кĕнекере çырса хăварчĕ. Çак кĕнекере тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, Чернобыльте пулнă пĕ