Публикации

Яваплăха туймалла

Яваплăха туймалла

Шел пулин те, Чăваш Енре коронавируспа чирлисен йышĕ чакни палăрмасть. Майăн 20-мĕшĕ тĕлне инфекциллисен йышĕ 1863 çынпа танлашнă. Хальлĕхе Чăваш Енре хамăр тĕллĕн килте лармалли режимран тухма тытăнасси пирки калаçма иртерех -ха. Республикăра йышăннă йĕркесене çирĕп пăхăнасчĕ, хамăрăн сывлăха упрасчĕ. Общество транспортĕнче, таксире, лавккара пурин те сывлав орга-нĕсене хÿтĕлекен маска тăхăнмалла, унсăрăн штраф параççĕ. Çынсем йĕркене еплерех пăхăннине районта ятарлă мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслеççĕ, вĕсем кашни кунах рейда тухаççĕ. Районти лару-тăрăва илес пулсасăн та чирлисен йышĕ ÿсет, паянхи куна 45 çын чирлĕ, 2 çын коронавируса пула вилнĕ. Хальлĕхе 73 çын сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Пурнăçăн хăнăхнă йĕркисене каялла май пур таран хăвăртрах тавăрасси, паллах, хамăртан, кашни çынран кил
О получении субсидии

О получении субсидии

Межрайонная инспекция ФНС России № 2 по Чувашской Республике сообщает, что в соответствии с постановлением Правительства РФ от 24.04.2020 N 576 "Об утверждении Правил предоставления в 2020 году из федерального бюджета субсидий субъектам малого и среднего предпринимательства, ведущим деятельность в отраслях Российской экономики, в наибольшей степени пострадавших в условиях ухудшения ситуации в результате распространения новой коронавирусной инфекции" условиями для предоставления субсидии в размере 12130 руб. являются: — включение получателя субсидии в единый реестр субъектов малого и среднего предпринимательства по состоянию на 1 марта 2020 года; — отнесение отрасли, в которой ведется деятельность получателя субсидии, к отраслям российской экономики, указанным в постановлении Правительств
Çĕрулми лартаççĕ

Çĕрулми лартаççĕ

Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытса районти хуçалăхсем хĕрсех ака ĕçĕсем тăваççĕ. Хальлĕхе пурĕ 9898 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Ку палăртнин 88 проценчĕпе танлашать. Çĕрулмине 321 гектар çинче лартнă, çав шутра "Комсомольские овощи" агрофирма — 130 гектар, "Слава картофелю" агрофирма — 98 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕ — 45 гектар, "Рассвет" ЯХПК — 25 гектар, "Сюрбеево" ООО — 15 гектар, Васильевăн фермер хуçалăхĕ — 5 гектар, "Дружба" ЯХПК — 3 гектар. Пурĕ лартма палăртнин 43 процентне пурнăçланă. Çак кунсенче район админи-страцийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов «Слава картофелю» агрофирмăра пулнă, ĕç-хĕлпе паллашнă. Çавăн пекех хуçалăхсенче 1155 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă. Н.МЕДВЕДЕВА.

Çамрăклăхĕ çăмăл пулман

Çамрăклăх — тус-тантăшсемпе выляса-савăнса, юрласа-ташласа ирттермелли вăхăт. Вăл çурхи çеçке пек черчен те илемлĕ. Çурхи çеçке вăр-вар тăкăнса пĕтнĕ пекех çамрăклăх та сиссе юличчен вĕçсе иртет. Уйрăмах вутлă вăрçă вăхăтне лекнĕ çамрăклăх тăм тивнĕ çеçке хăвăрт тăкăнса пĕтнĕ пек кĕтмен çĕртен вĕçленнĕ. Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан вăрçă участникĕн, ĕç ветеранĕн Алексей Атласкинăн çамрăклăхĕ шăпах Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрне лекнĕ. 1927 çулта çут тĕнчене килнĕскер, усал хыпар пирĕн çĕршыва кисретнĕ, кашни ял-хулана çитсе пурне те пăлхантарнă вăхăтра, 14 çулта пулнă. 7 класс вĕреннĕ хыççăн Алексей тăван колхозра сухаçăра вăй хума пикеннĕ. Вăрçă çулĕсенче колхоз правленийĕ ăна ытти ял çыннисемпе пĕрле Улатăр районне вăрман касма янă. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче 17 çулти яш каччăн

Сукмака такăрлатасчĕ-ха

Пирĕн чи юратнă ватă инке — Клавдия Ивановна Такмакова. Вăл 1928 çулта январь уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере çиччĕн ÿснĕ. Чи асли вара — Клавти. Кил-çурт тирпейлĕхĕ те, йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхасси те, апат хатĕрлесси те ун çинче пулнă. Вĕсен тĕп килĕ Тукай ялĕнче вырнаçнă. Клавти 8 çул тултарсан пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. Класра 38 ача пулнă. Вĕсене 4 класс пĕтерсен Варвара Константиновна алă ĕçĕсем тума тата улма кăларма вĕрентнĕ. 1938 çулта Клавти колхозра ĕçлеме тытăннă. Çамрăк хĕрача вăйпитти çынсемпе пĕрле çурлапа тырă вырнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче хире вир çумлама кайнă çынсене вăрçă пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Çак çулсенче вĕсем шкултах пурăннă. Çĕр улмирен тата тĕрлĕ курăкран апат хатĕрленĕ. Хĕл сиввисенче ашшĕпе пĕрле вăрман касма кайни те пулкаланă. Çамрăк хĕр ар
Инвестицисем – экономикăшăн çĕнĕ сывлăш

Инвестицисем – экономикăшăн çĕнĕ сывлăш

Апрель уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕчĕк тата вăтам хăватлă трактор техники туса кăлармалли проекта пурнăçлас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ. Çакăн пĕлтерĕшне унта федерацин Промышленноç, Экономика аталанăвĕн тата Ял хуçалăх министерствисен, ытти ведомство представителĕсем килни те çирĕплетет. Проект тишкерÿ шайĕнче кăна пулин те Чăваш Ен ертÿлĕхĕ ăна пурнăçлас енĕпе çине тăни вăл республикăна инвестицисем илсе килес ĕçе хастар кÿлĕннине кăтартать. Уйрăм çак тĕслĕхпе усă курса регионшăн инвестицисем мĕнешкел пысăк пĕлтерĕшлине хаклама хăтланса пăхар-ха. ĔНЕР МĔНЛЕ ПУЛНĂ… Ансат чĕлхепе калас тăк, инвестици — услам тăвас тĕллевпе хывакан укçа. Çапла вара хăйĕн ен-чĕкне хулăнлатас шутпа тăкакланнă кирек хăш çын пирки те инвестор теме пулать. Анч
Автобуссене тĕрĕслеççĕ

Автобуссене тĕрĕслеççĕ

Майăн 13—25-мĕшĕсенче районта "Автобус" профилактика мероприятийĕ иртет. Ăна автобуссемпе çула тухнă чухне палăртнă йĕркене мĕнле пăхăннине, автобуссене кирлĕ пек регистрациленине, патшалăх техника тĕрĕслевне вăхăтра тухнине, водительсен çула тухма ирĕк пуррине тĕрĕслес тĕллевпе ирттереççĕ. Тĕп вырăнта вара, паллах, автобуссемпе çÿрекен çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Д.СОЛОВЬЕВ, инспектор.  
Уява хатĕрленеççĕ

Уява хатĕрленеççĕ

Кăçал Республика кунĕпе çыхăннă уяв мероприятийĕсем Шупашкарта тата Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртеççĕ. Çавна май Хĕрлĕ Чутай ялне тирпей-илем кĕртме тата обществăлла инфраструктура объекчĕсене юсама 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Яла тирпей-илем кĕртес ĕçсем халĕ кал-кал пыраççĕ, хăш-пĕр ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ.  
Альмира Хабибуллина – лауреат

Альмира Хабибуллина – лауреат

Майăн 15-мĕшĕнче "Чăваш Республикин çулталăк учителĕ — 2020" республика конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Унта 7 финалист хутшăннă. Вĕсем пурте конкурсăн онлайн мелпе иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр ăнăçлăн тухнă. Мероприяти ЧР пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн видеообращенийĕнчен пуçланнă. "Регион тапхăрне пултаруллă, творчествăлла педагогсем хутшăнаççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ", — палăртнă Олег Николаев. Вăл кашни финалиста — ăнăçу, çĕнтерÿçе вара республика чысне Раççей шайĕнче çÿлте тытма суннă. Конкурсантсем тĕрĕслевсене çăмăллăн парăнтарса хăйсен ĕçне лайăх пĕлнине кăтартса панă. "Çулталăк учителĕ" конкурс кашни педагога хăйĕн опытне кăтартма, учитель профессийĕн ят-сумне ÿстерме пулăшать. Ку вăл — конкурс çеç мар, професси ăста
Чиртен сыхланма тăрăшăр

Чиртен сыхланма тăрăшăр

Коронавирус инфекцийĕ сарăлни — пирĕн республикăри чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Чир ернисен шучĕ ÿссе пынă май çынсене çакăнпа çыхăннă чылай ыйту пăшăрхантарать: инфекцирен мĕнле сыхланмалла, коронавирус ерсен мĕн тумалла тата ытти те. Çак ыйтусем тавра Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен больницăн тĕп врачĕн çумĕпе Евгений Орешниковпа калаçрăмăр. Шăпах çак больницăра республикăра тупса палăртнă коронавируспа чирлĕ çынсене сиплеççĕ. — Евгений Витальевич, çулталăк пуçламăшĕнче, Китайран усал чир çинчен калакан хыпарсем килме пуçласан, вирусологсем пăшăрханма сăлтав çукки, ку ахаль коронавирус çеç пулни çинчен калатчĕç. Вĕсем йăнăш хыпар сарнă-шим? — Китай ăсчахĕсем çĕнĕ чир коронавируссен шутне кĕнине каланă. Коронавируссене эпир аван пĕлетпĕр. Кĕркунне кашни пиллĕкмĕш çын ш