Пятница, 26 апреля

Ачасене куçа-куçăн пăхса вĕрентнине нимĕн те çитмест

Ачасене куçа-куçăн пăхса вĕрентнине нимĕн те çитмест

Çĕр тĕрлĕ професси хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни, чи кăткăсси тата сăвапли — педагог профессийĕ. Çак ĕçре çитĕнÿсем тума аслă пĕлÿ илни çеç çителĕксĕр, мĕншĕн тесен вĕрентекен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачан шăпине калăплать. Чун туртăмне туйса суйласа илнĕ профессие юратакан педагог çеç вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупаять. Вĕренÿ ĕçне парăнса пурнăçлакан педагог кăна кунран-кун ачасене пĕлĕве юратма хăнăхтарнипе пĕрлех хăйĕн ăс-тăнне аталантарма, туптама, тавракурăмне анлăлатма пултарать.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лариса Николаевна Данилова — шăпах çакăн пек педагогсенчен пĕри. Лариса Николаевна Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне уйрăмах Л.П.Гаврилова ирттерекен чăваш чĕлхипе литература предметне кăмăлланă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă. 1991 çулта алла диплом илсе Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕнче кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме пикеннĕ. Унта 9 çул тăрăшнă хыççăн 2000 çулта Йăлмахва шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентме пуçланă. 2007 çултанпа Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта ĕçлет. Çак вăхăтра Лариса Николаевна опыта пуянлатма, ачасемпе, ĕçтешĕсемпе самантрах пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ маттур педагог ачасене воспитани парас ĕçре 8 çул шкул директорĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлать.
Тăрăшуллă педагог 8-мĕш класра вĕренекенсен класс ертÿçи пулнă май, карантинра пулсан та, хăйĕн воспитанникĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интернет урлă е телефонпа шăнкăравласа кăсăклансах тăрать, усăллă сĕнÿсем парать, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.
Лариса Николаевна вĕренекенĕсем тăван чĕлхепе литература предмечĕпе иртекен районти, республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене çулсеренех хутшăнса палăраççĕ. Сăмахран, М.Яковлева » EXCELSIOR — 2018″ наукăпа практика конференцине хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Н.Валетова чăваш чĕлхипе Раççей шайĕнче иртнĕ олимпиадăра район шайĕнче — пĕрремĕш, К.Данилова иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. К.Миронова 2019 çулта Чăваш поэзийĕн фестивалĕнче В.Туркай сăввине вуласа 2-мĕш вырăна тухнă. Вĕсем, паллах, юратнă вĕрентекенĕнчен тĕслĕх илеççĕ.
Л.Н.Данилова 2015 çулта вĕренÿпе воспитани ĕçĕнчи чи пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе республика ша-йĕнче иртнĕ «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра район чысне хÿтĕленĕ. 2019 çулта Чăваш поэзийĕн фестивалĕнче Мария Каçалсем çырнă «Хĕрарăм тивĕçĕ» сăвва витĕмлĕ вуласа çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Лариса Николаевна вĕрентекенĕн хисеплĕ те сăваплă, яваплă ĕçне чунтан пурнăçлать. Çав вăхăтрах вăл юратнă мăшăр, хаклăран та хаклă анне, ырă кăмăллă кукамай пулнипе те мухтавлă.
— Вĕрентекен ĕçĕ калама çук яваплă. Ачасен пуласлăхĕ, шăпи пирĕнтен нумай килет. Çавăнпа та сÿрĕк çын педагог пулма тивĕçлĕ мар тесе шутлатăп. Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те эпĕ вĕрентекен ĕçнех суйласа илнĕ пулăттăм. Чуна çывăх ĕç ку маншăн. Халĕ те тем пекех ĕçе каяс килет, парта хушшинчи ачасене куçа-куçăн пăхса вĕрентнине нимĕн те çитмест. Карантин вăхăчĕ вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп, — вĕçлерĕ калаçăва ачасен юратнă вĕрентекенĕ Лариса Николаевна Данилова.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *