Максим Минин – призерсен шутĕнче

Максим Минин – призерсен шутĕнче

Нумаях пулмасть Раççей шайĕнче иртнĕ студентсен «Эпĕ — профессионал» олимпиадине пĕтĕмлетнĕ. Унта çĕршывăн 70 реги-онĕнчен 3700 ытла студент призерсен йышне кĕнĕ. Çав шутра — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлÿ илекен 11 студент.
«Эпĕ — профессионал» — тĕрлĕ специальноçсене вĕренекен студентсен çĕнĕ форматпа ирттерекен вĕренÿ олимпиади. Унăн заданийĕсем олимпиадăна хутшăнакансен теори пĕлĕвне çеç мар, практикăри ăсталăхне те кăтартса пама май параççĕ. Нумай студент унта хутшăнса хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслет. Чылайăшĕ вара хутшăнма çеç мар, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме ăнтăлать.
Чăн-чăн профессионалсен шутĕнче пирĕн районта çуралса ÿснĕ, халĕ ЧПУн строительство факультетĕнче 4-мĕш курсра ăс пухакан Максим Минин та пур. Вăл Раççей шайĕнчи олимпиадăра «Строительство» енĕпе призерсен шутне кĕме пултарнине палăртма уйрăмах кăмăллă.
Максим 2016 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне ылтăн медальпе пĕтернĕ. Университета вĕренме кĕрсенех студент пурнăçне хастаррăн хутшăнма пуçланă: «Ворошиловский стрелок» интеллектуаллă шоуна, шахмат, волейбол, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăннă. Çавăн пекех студентсен математика олимпиади, вырăс чĕлхипе тата «Материалсен хирĕçтăрăвĕ» дисциплинăпа иртнĕ олимпиадăсем ăна питĕ илĕртнĕ. 2018 çулхи çуркунне Максим студентсен «Проспект 15» строительство отрядне кĕнĕ, çулла вара пĕтĕм Раççейри студентсен «Мирлĕ атом» стройкинче пулса курнă.
Максим мĕн пĕчĕкренех анлă тавракурăмлă пулнă, ĕмĕчĕсем те унăн хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăнă. Шкула кайиччен вăл бульдозер машинисчĕ, каярах — çĕршыв Президенчĕ пулас ĕмĕтпе пурăннă. Унтан лабораторире ĕçлеме, çĕнĕ япаласем уçма, ракетăсем тума, çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрĕн проекчĕсене хатĕрлеме ĕмĕтленнĕ. Астрономи те ăна питĕ килĕшнĕ. Професси суйлама вăхăт çитсен вара Максим строительство факультетне çул тытнă. Çак утăма тума тăванĕсем те витĕм кÿнех. Вĕсенчен чылайăшĕ строительство тытăмĕнче вăй хурать. Максим тĕрлĕ компьютер программисене тĕпчеме, вĕсенче çуртсемпе сооруженисем ăсталама кăмăллать. Хăш-пĕр чухне унăн проекчĕсене пурнăçа кĕртме те май çук пек туйăнать. Олимпиадăн призерĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕçре чи пĕлтерĕшли — шухăшсене куç умне кăларса тăратни, творчествăра утăмсем туни.
Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ яша сумлă олимпиадăра призерсен шутне кĕнĕ ятпа саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.
«Эпĕ — профессионал» олимпиадăн тĕп тĕллевĕ — талантлă ачасене малалла аталанма пулăшасси. Призерсемпе çĕнтерÿçĕсем чи лайăх компанисенче стажировка тухма, Раççейри чи чаплă аслă шкулсенче магистратурăра тата аспирантурăра вĕренме пултараççĕ. Чи кирли вара — вĕсем чăн-чăн профессионал ятне илтме çителĕклĕ пĕлÿ илме пултарни.
Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *