Четверг, 18 апреля

Килте ларсан вирусран хăтăлатпăрах

Килте ларсан вирусран хăтăлатпăрах

МĔНЛЕ КАЛАСА ĂНЛАНТАРМАЛЛА? 
Чăваш Енре COVID-19-па чирлекенсен шучĕ ÿссе пынине кура изоляци режимне пăхăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Урама çи-вĕч сăлтавпа кăна тухса çÿреме юрать пулин те, йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ. Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн участокри уполномоченнăйсен начальникĕ Сергей Прохоров пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне 8 протокол çырнă. Режима пăсакансене 15 пин тенкĕ таран штрафлассине е асăрхаттарупа çырлахассине суд татса парĕ.
Ял тăрăхĕсенче халăха изоляци режимне пăхăнмаллине тăшах пĕлтереççĕ. Кунсăр пуçне коронавируса хирĕç чару мерисем çинчен çырнă листовкăсене чарăну вырăнĕсенче, юпасем, лавкка алăкĕсем çинче те курма пулать. Мобильлĕ ушкăнсем кашни ял тăрăхĕнчех рейд йĕркелеççĕ. Рейдсен тĕллевĕ протокол çырасси мар, çынсене изоляци режимне пăхăнма хистесси. Сăмах вĕççĕн каланине уямасăр çÿрекенсене çăмăлттайла пулмалла маррине тата мĕнле ăнлантармалла-ха? Хăрушă вирус анлă сарăлнă чухне вăхăта килте ларса ирттерме хал çитермеллех. Чăваш Ене çĕршыври урăх субъектсенчен килекенсен тата вĕсемпе пĕрле пурăнакансен 14 кун хушши карантина пăхăнмалла.
ПУЛĂШУ ЫТЛАШШИ МАР
Коронавируспа кĕрешнĕ вăхăтра районти хăш-пĕр предпринимательсем тата уйрăм çынсем влаç органĕсене хăйсен пулăшăвне сĕнни вара уйрăмах паха. Паянхи лару-тăрура пулăшу ытлашши пулма пултарайманнине кашниех лайăх ăнланать.
Уйрăм çынсем тата юридици сăпачĕсем куçарса паракан укçа-тенке район территорийĕнче коронавирус инфекцине сарăлма чарас тĕллевлĕ мероприятисем çине яраççĕ. Çав шутра граждансен уйрăм категорийĕсене эмелсемпе, апат-çимĕçпе тата чи малтан кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме волонтерсен ĕçне йĕркелеççĕ, самоизоляци режимне тытса тăма пулăшакан çынсене харпăр хăйне хÿтĕлемелли хатĕрсемпе /маскăсемпе, антисептиксемпе, перчеткесемпе тата ыттисемпе те/ тивĕçтереççĕ, районти муниципаллă учрежденисен пÿлĕмĕсене дезинфекцилеме ятарлă хатĕрсем туянаççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов района пулăшу кÿрекенсене пурне те чĕререн тав тăвать. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшса, пĕрле ĕçлени чăннипех те ырă пулăм.
«Слава картофелю» агрофирма» ООО /Х.С.Идиатуллин/, «Рассвет» ЯХПК ООО /А.З.Заргиров/ чи малтан хăйсен пулăшăвне сĕнсе 20-шер пин тенкĕ куçарнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов тата Юрий Попов районти тĕп больницăн ĕçченĕсем валли медицина маскисем çитерсе панă. Комсомольскинчи 44-мĕш мăсăльмансен прихучĕ /А.Р.Алиуллов/ тата уйрăм предприниматель М.Г.Камалюков /Урмаел ялĕ/ та май пулнă таран пулăшу кÿнĕ. Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ямал-Ненец автономи округĕнче пурăнакан Геннадий Шурбин 100 пин тенкĕ парса пулăшнă. Геннадий Васильевич, аякра пурăнать пулсан та, района кирлĕ чухне пулăшма тăрăшать.
Пуçтарнă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех çынсене харпăр хăйне хÿтĕлемелли хатĕрсемпе тивĕçтерме, санитари мерисем йышăнма тата эпидемие хирĕç мероприятисем ирттерме кайĕ.
Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 305 çыннăн COVID-19 çирĕпленнĕ. Вĕсенчен 17-шĕ сывалнă, 5 çын вилнĕ. Тата 1428 çын сывлăхне медицина ĕçченĕсем сăнаса тăраççĕ Коронавируспа чирлĕ çынсен шучĕпе республика çĕршыври ытти регион хушшинче 26 вырăн йышăнать
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *