Понедельник, 6 мая

Публикации

Хуçалăхсенче çуракине тухнă

Хуçалăхсенче çуракине тухнă

Кăçал çуркунне каярах юлса килнине кура çĕр ĕçченĕсем хире тухмалли саманта чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Хĕлĕпе çунă юр чылай хулăн сийпе çĕре хупланăччĕ. Апла пулин те, çурхи хĕвел ăшшине чăтаймасăр вăл хăвăрт ирĕлсе пĕтрĕ, халĕ акă уйсенче трактор шавĕ те илтĕнме пуçларĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селивановпа пĕрле «Дружба» ЯХПКн тата «Слава картофелю» агрофирмăн хирĕсене тухса çураки мĕнле пынипе паллашрĕ. Кăçал районта çуракине 15827 гектар çинче ирттерме планланă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем ун вăхăтĕнче 11012 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем /çурхи тулă — 3960 гектар, урпа — 5275
Чĕлхе чечекленесси пиртен килет

Чĕлхе чечекленесси пиртен килет

Апрелĕн 25-мĕшĕнче — Чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Тăван чĕлхе пĕрре. Ăна упрасси — пирĕн тивĕç. Акă Чăваш Элпуçĕнче пурăнакан Зайцевсем тăван чĕлхене мĕн пĕчĕкрен сума сăваççĕ, ачисене те çакнах хăнăхтарса ÿстереççĕ. 3-мĕш класра вĕренекен Настя тата ача садне çÿрекен Мария тăван чĕлхепе таса та илемлĕ калаçаççĕ, чăвашла кăсăкланса вулаççĕ. Район хаçатне те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çемьере. Хĕр ачасем иккĕн ларса вулаççĕ ăна. Акă, Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне хĕр ачасем чăваш тумĕсене те тăхăнма ÿркенмен. «Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет, тенĕ вăл. Çакна тĕпе хурса пурăнатпăр та», — пĕлтерчĕ
Чи кирли – техника шанчăклă пулни

Чи кирли – техника шанчăклă пулни

Апрелĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев пулчĕ. Вăл тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников «Урожай» колхоза тата «Победа» ЯХПКна çитсе техника тĕрĕслевĕ ирттерчĕç. «Урожай» колхозра çуракине чылай малтан хатĕрленме пуçланă, вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене кирлĕ чухлĕ янтăланă. Механизаторсем хĕллехи вăхăтра алă усса ларман, хăйсен «тимĕр учĕсене» хĕрÿ тапхăр валли хатĕрленĕ, юсаса тирпейленĕ. Тракторсемпе хире пĕр тухсан мĕн юр ларичченех куллен ĕçлеме тивет-çке-ха, çавăнпа та тех
Тавралăха тирпейлер

Тавралăха тирпейлер

Юр ирĕлнĕ хыççăн унта та кунта тасамарлăх, çÿп-çап çиеле тухать. Вĕсене тасатма çулсерен субботниксем ирттересси йăлана кĕчĕ. Пирĕн районта пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе иртнĕ эрнерех пикенчĕç. Район администрацийĕн ĕçченĕсем туслăн пуçтарăнса Комсомольскинчи тĕп парка тирпейлерĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче вăй хуракансем те субботник ирттерсе таврари территорие тасатрĕç. Апрелĕн 24-мĕшĕнче вара пĕтĕм Раççей шайĕнче субботник иртет. Пурне те унта активлăн хутшăнма йыхравлатпăр.  
Курăка çунтарни шар кăтартать

Курăка çунтарни шар кăтартать

Çулсерен çуркунне çитсен типĕ курăк çуннипе пулакан пушарсен шучĕ ÿсет. Курăка çунтарни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Çулăм пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пырать, йывăçсем, çуртсем çине сиксе ÿксе шар кăтартать. Чылай чухне çынсем хăйсем курăка чĕртсе яраççĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура пахчисене тасатаççĕ, типнĕ çулçăсене çунтараççĕ. Асăрханулăха çухатнипе вара вут-çулăм алхасать. Инкек ан пултăр тесен, çак йĕркесене асра тытмалла: — типнĕ курăка çунтармалла мар; — пахчасенчи çÿп-çапа çунтарнă чухне ятарлă мерăсене пăхăнмалла; — ачасене шăрпăкпа вылясран асăрхасах тăмалла; — çиллĕ çанталăкра вут чĕртме юрамасть. Пушар кăларнăшăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ, çав шутра уголовлă майпа та. Паллах ун пек чухне вут-çулăм мĕнле сиен кÿнине шута илеççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки
Ветерансен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

Ветерансен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн специалисчĕсем районсене тухса çÿресе пациентсене йышăнаççĕ, тĕрлĕ чирсенчен мĕнле сыхланмалли çинчен каласа параççĕ, консультацисем йĕркелеççĕ. Тĕрĕслев тухакансенчен чылайăшĕ — Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, çапăçусене хутшăннисем, радиаципе сиенленнисем, тыл ĕçченĕсем, вăрçа хутшăннисемпе сусăрланнисен тăванĕсем. Çак кунсенче тухтăрсем, çав шутра эндокринолог, офтальмолог тата невролог районти тĕп больницăра пулчĕç. Вĕсем 57 çынна сĕнÿ-канаш пачĕç, вĕсенчен тăваттăшне стационарта сипленме, иккĕшне сахăр чирĕн тĕрĕслев пÿлĕмне ячĕç. Шурă халатлисем Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен — Ревокат Моисеевпа Павел Сорокинăн сывлăхне те тĕрĕслерĕç. Н.МЕДВЕДЕВА.  
Паттăрсем умĕнче пуç таятпăр

Паттăрсем умĕнче пуç таятпăр

Апрелĕн 26-мĕшĕ — тĕнчене хăрушă инкекрен хăтарнă çынсем умĕнче пуç таймалли, радиациллĕ аварисенче тата катастрофăсенче пуçĕсене хунă, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă паттăрсене асăнмалли кун. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр çынсене куçа курăнман тăшманран — радиацирен хăтарса паттăрлăх кăтартнă. Чернобыльте тискер трагеди пулнăранпа кăçал 35 çул çитет. 1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыль çумĕнчи атомла электростанцире техногенлă хăрушă авари пулнă — çĕрле 1 сехет те 23 минут та 40 çеккунтра станцин 4-мĕш энергоблокĕ сирпĕннĕ. Йăнăш тунине пула «çăварлăхран» вĕçерĕннĕ куçа курăнман атом çынна пăхăнма пăрахнă. Атмосферăна 190 тонна радиациллĕ япаласем — уран, плутони, йод 131, цезит 134 тата 137, стронций 90 — наркăмăшланă. Радиаци тусанĕ авари пулнă вырăнтан çилпе пиншер километра сарăлнă.
Салтака – хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса

Салтака – хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса

Апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв тапхăрĕ вăй илчĕ. Коронавирус пандемине пула йышăннă ятарлă хăрушсăрлăх мерисене пăхăнасси кăçал та çивĕчлĕхне çухатмасть. COVID чирĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме салтака каякансенчен пуринчен те ятарлă анализ илнĕ. Çар комиссариатĕнче медицина тĕрĕслевĕн барьерĕ йĕркеленĕ — кашни призывникăн ÿт температурине виçеççĕ, алăсене ятарлă шĕвекпе имçамлаççĕ. Пурне те маскăсемпе, перчеткесемпе тивĕçтереççĕ. Апрелĕн 20-мĕшĕнче 3 çынран тăракан ушкăн çар комиссариатĕнче пуçтарăнса çула тухрĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — Елчĕк районĕнчен, пĕри пирĕн районти Кĕçĕн Каçал яшĕ — Евгений Шашкин. «Хальлĕхе коронавирус чирне пула йышăннă хăрушсăрлăх мерисене пăрахăçламан. Çавăнпа призывниксем хушшинче коронавирус сарăласран сыхă пуласси — пирĕн тĕп тĕллев. Коронавируспа чирлине палăртс

Тунă ĕçсем курăмлă, тĕллевсем паллă

Нумаях пулмасть РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче вăй хуракансем кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Канашлу вăхăтĕнче туса ирттернĕ ĕçсене хак парса туллин сÿтсе явнă, малашнехи плансене палăртнă. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕсем — шанса панă территорири оперативлă лару-тăрăва сăнаса тăрасси, йĕркене пăсасран асăрхаттарасси, преступленисене вăхăтра уçса парасси. Кăçалхи пĕрремĕш виçĕ уйăхра Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче регистрациленĕ преступленисен шучĕ 18,4 процент ÿснĕ. Уйрăмах Елчĕк районĕнче ку кăтарту палăрмаллах пысăкланнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 66,7 процент ÿснĕ. Çав шутра çын пурлăхне вăрланă, вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем тата экономика преступленийĕсем нумайланнă. Районти ял тăрăхĕсенчи лару-тăрăва пă
Профилактика мероприятийĕ иртнĕ

Профилактика мероприятийĕ иртнĕ

Çул çитменнисене деструктивлă, çав шутра экстремизмла ĕçе, саккуна хирĕç майпа йĕркелекен массăллă акцисене явăçтарассинчен, çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенчи пусмăра пропагандăлакан информацие çамрăксем хушшинче сарасран сыхланас тĕллевпе апрелĕн 15—16 тата 19—21-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Твой выбор» ятпа оперативлă профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче çул çитменнисен ушкăнĕсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă, йĕркене пăсассинчен асăрхаттарнă. Р.ЖУКОВА.