Воскресенье, 19 мая

Публикации

Ача-пăча библиотекинче литература каçĕ иртрĕ

Ача-пăча библиотекинче литература каçĕ иртрĕ

Алевтина Ревовна — Чăваш Республикинчи Çыравçăсен союзĕн, Çĕнĕ Шупашкарти «Крылья» литература обществин членĕ, педагог, виçĕ хĕр амăшĕ. Вăл ача-пăча литературинче воспитани пĕлтерĕшне вăй кĕртет. Çавăнпа унăн хайлавĕсенче телейлĕ ачалăх сăнарланать — йĕри-тавра мĕн пулса иртнипе питĕ кăсăк- ланакан, пĕтĕмпех пĕлме тăрăшакан йăкăлт-якăлт чĕрчунсен çурисене тата хĕрачасемпе арçын ачасене. Çыравçăн хайлавĕнчи геройсем кашни самантпа савăнма пĕлеççĕ, выляма, ĕмĕтленме тата пулмасла япаласем шутласа кăларма юратаççĕ. Вĕсем çамрăк вулакансене ырă кăмăллă, тимлĕ, хăюллă та пуçаруллă пулма вĕрентеççĕ. Алевтина Корочкова — «Затейницы», «Листиковый дождь», «Удивительный компот» кĕнекесен авторĕ. Чи малтан мероприятире вĕренекенсем çыравçăн «Литературăлла Чăваш Ен, чи нумай вулакан çулталăк кĕнеки»

Ĕçченсен паттăрлăхне асра тытса

/Архиври материалсем тăрăх/ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕçченсен паттăрлăхне асра хăварас тĕллевпе Чăваш кĕнеке издательстви архив докуменчĕсемпе усă курса «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» кĕнеке кăларнă. Питĕ йывăр условисенче, сивĕ, йĕпе-сапаллă çанталăкра тăшмана тăван çĕр çине кĕртес мар, Атăл тата Урал таврашĕнчи промышленноç центрĕсене хÿтĕлес тесе хĕрарăмсем, ватăсем тата çамрăксем республика территорийĕнче 380 çухрăма тăсăлакан хÿтĕлев линийĕ тунă. Хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре пирĕн район çыннисем те хастаррăн хутшăннă. Çакна архиври документсем те çирĕплетеççĕ. 1941 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Совнарком председателĕн çумĕ Григорьев Патăрьел, Сĕнтĕр- вăрри, Октябрьски, Куславкка, Шăхасан, Канаш, Комсомоль
Юратупа килĕшÿ — çемье тĕрекĕ

Юратупа килĕшÿ — çемье тĕрекĕ

Телейлĕ çемье никĕсĕ — юратупа ăнлану. Телейлĕ çемьере кашниех кил вучахĕн ăшшине туять, кашниех ĕç хыççăн киле васкать, ачасем ырăлăхпа çепĕçлĕхе туйса çитĕнеççĕ. Комсомольскинче пурăнакан Тихоновсен çемйинче те ăшăлăх, юрату, ăнланулăхпа килĕшÿ хуçаланаççĕ. Кил хуçи — Алексей Александрович Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче тăрăшать. Вăл хăйĕн предметне лайăх пĕлнипе, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипех ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем час-часах тĕрлĕ ăмăртусенче, олимпиадăсенче мала тухаççĕ, республика шайĕнче те çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ. Алексей Александрович хăй те спортпа питĕ туслă: чупать, футболла вылять. Унăн тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухнине çирĕплетекен Дипломсемпе Хисеп грамотисем чылай. Кил вучахĕн управçи Екатерина Николаевна, мăшăрĕ пекех, педагогика çу
Уй-хирте хĕрÿ ĕç шавĕ кĕрлет

Уй-хирте хĕрÿ ĕç шавĕ кĕрлет

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче тăрăшакансемшĕн çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласси — тĕп тĕллев. Кăçалхи çанталăк условийĕсенче акана каярах юлса тухма тивни ĕçченсене шанса панă ĕçре тата яваплăрах пулма хистет. Çанталăк, самана утти тĕрлĕ майлă ĕçлеме хистет пулсан та, çĕр ĕçченĕн палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçламалла. Çумăр çунине пула хире тухаймасăр тăнă хыççăн хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене çине тăрсах пурнăçлама пикенчĕç. Паянхи куна районти аграрисем кĕрхи тĕш-тырăсене 3159 гектар çинче апатлантарнă тата сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 3502 гектар ытла, кĕрхи çĕртмене 7212 гектар сÿреленĕ. Ака ĕçĕсем те кулленхи чăрмавсене çĕнтерсе кал-кал пыраççĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 5174 гектар,

Майăн 9-мĕшĕ – аслă та мухтавлă уяв

Андрей Осипов, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: «Майăн 9-мĕшĕ совет халăхĕ фашизма çĕнтерме пултарнă мухтавлă кун пек пирĕн çĕршывăн историне кĕрсе юлчĕ. Кашни çулах эпир пысăк хавхаланупа çак уява паллă тăватпăр. Кăçал коронавирус сарăлнине пула уява пысăк йышпа пуçтарăнса уявлама май килмерĕ. Апла пулин те эпир уявран айккинче тăрса юлмарăмăр. Çĕнтерÿ кунне халалланă акцисене хавхалансах хутшăнтăмăр, палăксен умне кăшăлсем хутăмăр, ветерансене саламларăмăр». Нина ПОЛЯКОВА, библиотекарь: «Никам та, нимĕн те Çĕнтерÿ кунне пăсаймасть. Аслă уяв 76 çул ĕнтĕ халăх чĕринче упранать. Мероприятисем яланхи пек иртмерĕç пулсан та, эпир уявăн витĕмне туйма пултартăмăр, пысăк мăнаçлăхпа Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илтĕмĕр. Тĕслĕхрен, хамăрăн асатте-кукаçисен сăнÿкерчĕкĕсене интернета вырнаçтартăмăр, онлайн мел
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ кашнин чĕринче

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ кашнин чĕринче

Çĕнтерÿ уявĕ — пирĕн халăхăн паттăрлăхне, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр мирлĕ пуласлăхшăн тăшмана хирĕç çапăçăва çĕкленнĕ атте, асатте-мăнасаттесене асра тытма хистекен уяв. Çакна кашниех лайăх пĕлет тата ăнланать. Пирĕн тивĕç — паттăр салтаксен ячĕсене асра тытасси, мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене сума сăвасси. Çакна тĕпе хурса Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене, тăлăх арăмсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене киле çитсе саламларĕç, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн салам çырăвĕсене тата салам открыткисене çитерчĕç. Уявра ватă çынсене тимлĕх уйăрни темĕнле хаклă парнерен те паха. Салам çырăвĕ-сем çитернипе пĕрлех культура ĕçченĕ- сем вĕсене уяв юррисемпе те савăнтарчĕç. Ветерансем, паллах, куççульленмесĕр чăтаймарĕç. 2021 çулхи майăн 9-мĕшне р
Вăл та Çĕнтерĕве çывхартнă

Вăл та Çĕнтерĕве çывхартнă

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан пин-пин совет çынни ирсĕр тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Арçынсемпе тан хĕрарăмсем те фронта кайнă. Пирĕн районтан та çамрăк хĕрсене вăрçă хирне илсе кайнă. Вĕсенчен пĕри — М.И. Ширманова. Мария Ивановна Ширманова 1921 çулта Крестниково ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта 7 класс вĕреннĕ вăл. 1943 çулхи августăн 29-мĕшĕнче ăна Чăваш АССРĕн Комсомольски район çар комиссариачĕ Хĕрлĕ çара чĕнсе илнĕ. Мария Ивановна 19-мĕш уйрăм эксплуатаци чукун çул полкне лекнĕ. Çак полк фашистсем сирпĕтнĕ чукун çул тата автомобиль кĕперĕсене тÿрлетнĕ. Çавăн пекех вăл чукун çул кĕперĕсене хуралланă. Полк йышĕнче Мария Ивановна Польшăна, унтан Румынири Плоешти хули таран çитнĕ. Фашистла Германипе кĕрешсе хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна II степеньлĕ Аслă Отечественнăй
Вут тухасран асăрханăр

Вут тухасран асăрханăр

Чылай вăхăт сивĕ çанталăк тăнă хыççăн тинех ăшă кунсем çитрĕç. Çавна май çутçанталăк ытамĕнче канас текенсем, ытти çулсенчи пекех, нумайланчĕç. Анчах та асра тытмалла: шăпах çак тапхăрта «хĕрлĕ автан» алхасас хăрушлăх ÿсет. Вут-çулăм пĕрре хыпса илсен никама та шеллемест: пурлăха кĕллентерет, çын сывлăхне те шар кăтартать. Çавăнпа та шăрăх кунсем пуçлансан пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уйрăмах çирĕппĕн пăхăнмалла. Вăрманта çÿренĕ чухне пирус туртма юрамасть. Сÿнтермен пирус тĕпĕсем — инкек пуçламăшĕ. Çавăн пекех вăрман уçланкисене пушă кĕленчесем е урăх ăпăр-тапăр пăрахса ан хăварăр. Бензинпа, краççынпа тата ытти çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе йĕпеннĕ çĕтĕксене пăрахса хăварни те ырă патне илсе çитермест. Халĕ пушшех те, республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă режимĕ вăйра пулнă май
Ăмăртура маттур пулнă

Ăмăртура маттур пулнă

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче судомоделизм спорчĕн республикăри ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта Чăваш Енри хуласенчи тата районсенчи вĕренÿ учрежденийĕсен 7—15 çулсенчи 20 ытла вĕренекенĕ хутшăннă. Тăватă команда хушшинче пирĕн районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центрăн Вячеслав Максимович Салаев ертсе пыракан команди те пулнă. Судомоделизм спорт ăмăртăвĕсене вĕренекенсене техника спорчĕсемпе интересленессине ÿстерес, техника пултарулăхĕн занятийĕсене явăçтарас, карап моделĕсем тăвас пĕлĕве, ăсталăха тарăнлатас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне çакăн пек тĕлпулусем ача-пăчан пушă вăхăтне пуянлатма тата чи вăйлă спортсменсене тупса палăртма май параççĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем — Егор Козловпа /ЕК-400 модель/ Даниил Маргиданов /ЕК-600 тата EL-600 модельсем/ 2-мĕш в
Вулавăшра

Вулавăшра

Çак кунсенче эпир шкул çулне çитмен ачасемпе ялти вулавăшра экскурсире пултăмăр. Надежда Козлова биб- лиотекарь ачасене пысăк сĕтел тавра вырнаçтарчĕ. Вулавăшра хăтлă, илемлĕ. Кунта хаçат-журналпа, кĕнекесемпе паллашма, компьютерпа усă курса интернетран кирлĕ информаци илме пулать. Пÿлĕмре кĕнекесене сентресем çине вырнаçтарнă. Надежда Васильевна ачасене Ордем Гали çырнă «Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ» кĕнекине вуласа пачĕ. Ачасем ăна тăрăшсах итлерĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Надежда Козлова вулавăшра чылай çул ĕçлет, унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пысăк. Çынсемпе вăл яланах тарават та кăмăллă. «Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ, ăна юратăр», — терĕ вăл пирĕнпе сыв пуллашнă май. Вăхăт тупса вулавăша час-часах çÿреме сĕнчĕ. С.ШАЛКАНОВА, Асанкасси ача сачĕн воспитателĕ.