Воскресенье, 19 мая

Чи кирли – техника шанчăклă пулни

Чи кирли – техника шанчăклă пулни

Апрелĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев пулчĕ. Вăл тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников «Урожай» колхоза тата «Победа» ЯХПКна çитсе техника тĕрĕслевĕ ирттерчĕç.
«Урожай» колхозра çуракине чылай малтан хатĕрленме пуçланă, вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене кирлĕ чухлĕ янтăланă. Механизаторсем хĕллехи вăхăтра алă усса ларман, хăйсен «тимĕр учĕсене» хĕрÿ тапхăр валли хатĕрленĕ, юсаса тирпейленĕ. Тракторсемпе хире пĕр тухсан мĕн юр ларичченех куллен ĕçлеме тивет-çке-ха, çавăнпа та техника шанчăклă пулни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Кăçал çурхи ака ĕçĕсене пурнăçлама эпир 17 трактора хире кăларма палăртнă. Опытлă механизаторсем техникăна типтерлĕ тытаççĕ, вăхăтра юсаса тăраççĕ», — пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Николай Перьев.
Техника хатĕрĕсене тимлесе, вăхăтра йĕркене кĕртсе тăнипех ĕнтĕ колхозра халĕ те ДТ-75 гусеницăллă 3 тракторпа çуллен усă кураççĕ. «Районти ытти хуçалăхсенче çакăн йышши тракторсем юлманпа пĕрех. Сирĕн вара вĕсем паян кун та лайăх ĕçлени савăнтарать», — уçрĕ шухăшне Александр Осипов. Çавăн пекех колхозăн ертÿлĕхĕ машинăпа трактор паркне çĕнетсе пырасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Техника хатĕрĕсем туянма кайнă тăкаксен пысăк пайне патшалăх саплаштарни те çак ĕçре пĕлтерĕшлĕ пулăшу кÿрет.
Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе Владимир Димитриев хирти ĕçсем вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техники çинчен манмалла маррине аса илтерчĕ, çурхи ака ĕçĕсене вăхăтра ирттерме сунчĕ.
«Победа» ЯХПКра та çуракине пикенме пĕтĕмпех хатĕр. Топливо, удобрени, вăрлăх çителĕклĕ янтăласси çине пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕрет. «Кăçал эпир 600-е яхăн гектар çинче çураки ирттерме палăртнă. Çав шутра çурхи тулă, урпа, сĕлĕ, пĕр çул ÿсекен курăксем акса хăварăпăр. Унсăр пуçне 125 гектар çинче кĕрхи тулă çитĕнет. Халĕ эпир хире тухма паян тесен паян хатĕр», — паллаштарчĕ лару-тăрупа хуçалăх ертÿçи Валерий Ефремов. Сăмах май каласан, вăл хăй те çулсерен хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче трактор рулĕ умне ларса хире тухать. Çавăн пекех Александр Еремеев, Василий Яковлев, Николай Иванов, Сергей Носков механизаторсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, шанса панă «тимĕр утсене» тирпейлĕ тытаççĕ.
Гостехнадзор ĕçченĕсем хуçалăхри 4 «Беларуса», Т-25, Т-150 тракторсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç. Владимир Димитриев Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *