Воскресенье, 19 мая

Ветерансен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

Ветерансен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн специалисчĕсем районсене тухса çÿресе пациентсене йышăнаççĕ, тĕрлĕ чирсенчен мĕнле сыхланмалли çинчен каласа параççĕ, консультацисем йĕркелеççĕ. Тĕрĕслев тухакансенчен чылайăшĕ — Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, çапăçусене хутшăннисем, радиаципе сиенленнисем, тыл ĕçченĕсем, вăрçа хутшăннисемпе сусăрланнисен тăванĕсем.
Çак кунсенче тухтăрсем, çав шутра эндокринолог, офтальмолог тата невролог районти тĕп больницăра пулчĕç. Вĕсем 57 çынна сĕнÿ-канаш пачĕç, вĕсенчен тăваттăшне стационарта сипленме, иккĕшне сахăр чирĕн тĕрĕслев пÿлĕмне ячĕç.
Шурă халатлисем Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен — Ревокат Моисеевпа Павел Сорокинăн сывлăхне те тĕрĕслерĕç.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *