Воскресенье, 19 мая

Хуçалăхсенче çуракине тухнă

Хуçалăхсенче çуракине тухнă

Кăçал çуркунне каярах юлса килнине кура çĕр ĕçченĕсем хире тухмалли саманта чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Хĕлĕпе çунă юр чылай хулăн сийпе çĕре хупланăччĕ. Апла пулин те, çурхи хĕвел ăшшине чăтаймасăр вăл хăвăрт ирĕлсе пĕтрĕ, халĕ акă уйсенче трактор шавĕ те илтĕнме пуçларĕ.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селивановпа пĕрле «Дружба» ЯХПКн тата «Слава картофелю» агрофирмăн хирĕсене тухса çураки мĕнле пынипе паллашрĕ.
Кăçал районта çуракине 15827 гектар çинче ирттерме планланă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем ун вăхăтĕнче 11012 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем /çурхи тулă — 3960 гектар, урпа — 5275 гектар, сĕлĕ — 1507 гектар, пăрçа йышши культурăсем — 270 гектар/, 537 гектар техника культурисем акма палăртнă. Çавăн пекех 691 гектар çинче çĕрулми, 53 гектар çинче пахча çимĕçсем лартса хăвармалла. Выльăх апачлĕх культурăсем пурĕ 7637 гектар йышăнĕç.
Апрелĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти чылай хуçалăхра кĕрхи культурăсене апатлантарас ĕçе пикеннĕ. Пурĕ ку ĕçе 1516 гектар çинче пурнăçланă. 1166 гектар çинчи кĕрхи культурăсене сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 470 гектар çинче апатлантарнă, 2656 гектар çинче сÿреленĕ. Çавăн пекех 1280 гектар çинчи çĕртмене сÿреленĕ.
Малалла вулас

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *