Воскресенье, 19 мая

Чĕлхе чечекленесси пиртен килет

Чĕлхе чечекленесси пиртен килет

Апрелĕн 25-мĕшĕнче — Чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Тăван чĕлхе пĕрре. Ăна упрасси — пирĕн тивĕç. Акă Чăваш Элпуçĕнче пурăнакан Зайцевсем тăван чĕлхене мĕн пĕчĕкрен сума сăваççĕ, ачисене те çакнах хăнăхтарса ÿстереççĕ. 3-мĕш класра вĕренекен Настя тата ача садне çÿрекен Мария тăван чĕлхепе таса та илемлĕ калаçаççĕ, чăвашла кăсăкланса вулаççĕ. Район хаçатне те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çемьере. Хĕр ачасем иккĕн ларса вулаççĕ ăна. Акă, Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне хĕр ачасем чăваш тумĕсене те тăхăнма ÿркенмен.
«Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет, тенĕ вăл. Çакна тĕпе хурса пурăнатпăр та», — пĕлтерчĕ çемье пуçĕ Николай Зайцев. Кашниех çак пархатарлă шухăшпа пурăнасчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *