Воскресенье, 19 мая

Салтака – хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса

Салтака – хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса

Апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв тапхăрĕ вăй илчĕ. Коронавирус пандемине пула йышăннă ятарлă хăрушсăрлăх мерисене пăхăнасси кăçал та çивĕчлĕхне çухатмасть.
COVID чирĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме салтака каякансенчен пуринчен те ятарлă анализ илнĕ. Çар комиссариатĕнче медицина тĕрĕслевĕн барьерĕ йĕркеленĕ — кашни призывникăн ÿт температурине виçеççĕ, алăсене ятарлă шĕвекпе имçамлаççĕ. Пурне те маскăсемпе, перчеткесемпе тивĕçтереççĕ.
Апрелĕн 20-мĕшĕнче 3 çынран тăракан ушкăн çар комиссариатĕнче пуçтарăнса çула тухрĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — Елчĕк районĕнчен, пĕри пирĕн районти Кĕçĕн Каçал яшĕ — Евгений Шашкин.
«Хальлĕхе коронавирус чирне пула йышăннă хăрушсăрлăх мерисене пăрахăçламан. Çавăнпа призывниксем хушшинче коронавирус сарăласран сыхă пуласси — пирĕн тĕп тĕллев. Коронавируспа чирлине палăртсан призывника киле яраççĕ. 2 эрне сипленнĕ хыççăн ăна тепĕр тапхăрта салтак тивĕçĕсене пурнăçлама илсе каяççĕ», — пĕлтерчĕ çар комиссарĕ Сергей Данилов.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *