Публикации

Çĕрулми кăлараççĕ

Çĕрулми кăлараççĕ

Районти хуçалăхсемшĕн халĕ çав тери хĕрÿ тапхăр: вырма ĕçĕсене вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлемелле, çĕртме тумалла, çĕрулми кăлармалла, пахча çимĕçсене пуçтармалла. Çак кунсенче районти хуçалăхсенчен пĕрремĕшĕсем — «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем — çĕрулми кăларма тухнă. Çавна май çĕрулми анисем çинче иртен пуçласа каçчен трактор-машина шавĕ илтĕнет, туп-тулли тиенĕ автомашинăсем склад енне васкаççĕ. Ытти хуçалăхсем те çĕрулми пулса çитсен ĕçе пуçăнма хатĕр. «Слава картофелю» агрофирма ООО-ра кăçал çĕрулмине 280 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ĕçченсем «иккĕмĕш çăкăр» тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ. Паянхи куна вара 12 гектар çинче çитĕннĕ çĕрулмине тирпейлесе кĕртме ĕлкĕрнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран — 280 центнер. Ĕçченсен тĕллевĕ — «иккĕмĕш çăкăра» хиртен вăхăтра пуçтарса кĕртесси.
Уй-хирте

Уй-хирте

Районти хирсенче комбайнсемпе тракторсен шавĕ илтĕнсех тăрать. Вырма вăхăтĕнчи кашни кунпа тухăçлăн усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Августăн 19-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсем тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пурĕ 10995 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, çав шутра: 2921 гектар _ кĕрхи тулă, 381 гектар _ ыраш, 2672 гектар _ çурхи тулă, 3791 гектар _ урпа, 1032 гектар _ сĕлĕ, 163 гектар _ пăрçа, 35 гектар _ вика. Пурĕ 18785,48 тонна тухăç илнĕ. Кăçал çанталăк çăвĕпех шăрăх тăчĕ, апла пулин те хуçалăхсем кашни гектартан вăтамран 17,1-шер центнер тухăç илме пултарчĕç. Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Хуçалăхсем пурĕ 21518 тонна выльăх апачĕ янтăланă, çав шутра 5788 тонна утă,
РФ Патшалăх Думин депутачĕ районта пулнă

РФ Патшалăх Думин депутачĕ районта пулнă

Нумаях пулмасть РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Пуçлăхĕн пулăшуçи Олег Моляков тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов районта ĕçлĕ визитпа пулнă. Чи малтанах вĕсем район пуçлăхĕпе Ремис Мансуровпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тата район администрацийĕн пай ертÿçисемпе тĕл пулнă. Малалла ĕçлĕ ушкăн «Слава картофелю» агрофирмăн çĕрулми управĕн строительстви мĕнле пынипе паллашнă. Унтан «АгроМол» ССППК-на çитсе унти ĕç-хĕле тишкернĕ. Сăмах май, кунта сĕтрен тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Района килнисем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи юсав ĕçĕсемпе те паллашнă. Çавăн пекех районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче пулнă, унтан Комсомольски ялĕн çурçĕр пайĕнчи инвестици лапамне те тишкернĕ.  

Амăшĕ пекех хисеплеççĕ

Ачаранах çутçанталăк илемне сăнаса ÿснĕ вăл. Сад пахчине е анкартине тухать-и, улăх-çарана, вăрмана çитет-и — кашнинчех унта çĕнĕлĕх курать вăл. Палламан ÿсен-тăрана е хурт-кăпшанкăна асăрхасан астуса юлма тăрăшать. Çутçанталăк мĕн тери пуян пулнинчен тĕлĕнет те. Ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсен асамлă тĕнчин вăрттăнлăхĕсем интереслентернĕ. Шкула çÿреме пуçласан малтан «ботаника», «зоологи» предмечĕсем урлă ешĕл тĕнче тытăмне, чĕрчунсен пурнăçне пĕлет. «Биологи» тата «Хими» предмечĕсем уншн чи юратнисем пулса тăраççĕ. Вăтам шкул пĕтерни çинчен алла аттестат илсен Тукай хĕрĕн, Мария Краснован умĕнче малашнехи пурнăçне мĕнпе çыхăнтарас ыйту сиксе тухмасть. Хĕр Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне документсем парать. Тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухса «Химипе биологи» факультечĕн студент
Микроçырав иртет

Микроçырав иртет

Августăн 1-мĕшĕнчен çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх микроçыравĕ пуçланнă. Унта кил хуçалăхĕсем, граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсем сведенисем пуçтараççĕ. Çыруçăсем ĕçре планшетлă компьютерпа усă кураççĕ. Районта ял хуçалăх микроçыравĕ малалла пырать. Çырав ирттерекенсем кил хуçалăхĕсем тăрăх çÿреççĕ, туса ирттернĕ ĕçсем çинчен кашни кунах инструкторсене пĕлтереççĕ.  
В Чувашии будет принят единый стандарт по комплексному ремонту школ

В Чувашии будет принят единый стандарт по комплексному ремонту школ

В России создается программа капремонта школ на ближайшие пять лет. Перед регионами поставлена задача найти решения, которые позволят повысить качество образования и создадут комфортные условия для учащихся в школах любого формата.  «На ближайшую пятилетку в плане мероприятий по модернизации школ Комсомольского района 23 объекта, 14 объектов в Яльчикском районе. Больше всего школ — 48 объектов – внесены в план в Канашском районе. С учётом требований единого стандарта, мы сможем обеспечить наши сельские поселения всем необходимым, для того чтобы наши дети получили современное качественное образование», -— говорит Юрий Попов, депутат Государственного Совета Чувашской Республики. В первую очередь, эти требования должны быть регламентированы, собраны в единый документ, регулирующий все
Конкуренция на выборах депутатов Государственного Совета Чувашии бьет все рекорды

Конкуренция на выборах депутатов Государственного Совета Чувашии бьет все рекорды

17, 18 и 19 сентября жители Чувашии будут выбирать депутатов Государственной Думы восьмого созыва, Государственного Совета республики седьмого созыва, а также в части муниципалитетов – депутатов местных собраний депутатов. Выборы в Госсовет проходят по смешанной избирательной системе: из 44 депутатов 22 избираются по партийным спискам, остальные 22 — по одномандатным округам. ЦИК Чувашии сообщает, что на выборах депутатов Государственного Совета Чувашской Республики зарегистрированы 472 кандидата по партийным спискам и 107 кандидатов по одномандатным округам. Среди них — представители 10 политических партий. «У нас в каждом округе по 4—5 кандидатов. Если учесть партийные списки по единому округу, то получается, что на один мандат в Госсовете претендуют более 13 кандидатов. Это рекордные

Юбиляра саламланă

Çак кунсенче Хирти Ĕнелте пурăнакан Римма Михайловна Кольцова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Ăна саламлама ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем пуçтарăннă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Надежда Голландцева ватă çынна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата Комсомольски район администрацийĕ ячĕпе парне парса чысланă. Римма Михайловна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă _ малтан фермăра сысна пăхаканра, каярах бригадăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе вĕсем 3 ача: икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хальхи вăхăтра юбиляр ывăлĕн çемйипе тăван килте пурăнать, виçĕ мăнукĕпе тата пилĕк мăнмăнукĕпе савăнать. 90 çулхи кинемейĕн хавхаланулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Римма Михайловна хăнасене тим- лĕхшĕн тав тунă.
Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 16-мĕшĕ тĕлне районта тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 10159 гектар çинчен 17342,38 тонна пуçтарса кĕртнĕ. «Родина» ХФХ — 501 гектартан 686 тонна тата Самаринăн ХФХ 320 гектартан 624 тонна тырпулпа пăрçа йышши культурăсем çапса тĕшĕленĕ, вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. «Искра» колхозра, «Слава» ЯХПКра, Шарафутдиновăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче комбайнсем юлашки каçалăксем çинче ĕçлеççĕ тесен те юрать. «Слава картофелю» агрофирма çĕрулми кăларма тухнă. Хальлĕхе çак ĕçе 9 гектар çинче пурнăçланă. Районĕпе илсен выльăх апачĕ 21168 тонна хатĕрленĕ: утă — 5788 тонна, сенаж — 13939 тонна, силос — 1441 тонна. Хуçалăхсем кĕрхи культурăсем акма 1576 гектар çĕр хатĕрленĕ, 2281 гектар çинче çĕртме тунă. «Урожай» колхозра тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен уйĕсен 1655 гекта- рĕнчен 1351 гектарн
Вырмара кашни минут хаклă

Вырмара кашни минут хаклă

Уяр кунсемпе усă курса районти хуçалăхсем хĕрсех кĕрхи культурăсене выраççĕ. «Сарă тинĕсре» иртен пуçласа каçченех комбайнсем кĕрлеççĕ, пиçсе çитнĕ тыр-пула çапса тĕшĕлеççĕ. Районти 6 хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ, ытти хуçалăхсенче вара кашни кунпа туллин усă кураççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов «Асаново» ЯХПК-ри вырма ĕçĕсем епле пынипе вырăнта паллашнă. Асăннă хуçалăхра ĕçе пĕлсе тата вăхăтра йĕркелеççĕ. Кунта тăрăшакансем хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕр-леççĕ, кĕрхи культурăсене çапса тĕшĕлеççĕ, çĕртме тăваççĕ. Кăçал хуçалăхра 658 гектар çинче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Авгус- тăн 16-мĕшĕ тĕлне ĕçченсем 503 гектар çинчен тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ: кĕрхи тулă _ 199 гектар, ыраш — 24 гектар, урпа — 230 гектар, сĕлĕ — 25 гек