Воскресенье, 19 мая

Публикации

Уй-хирте

Уй-хирте

Кăçал çулла çанталăк ытла та шăрăх та типĕ пулнăран тĕштырă тухăçĕн кăтартăвĕсем пĕчĕкрех. Августăн 30-мĕшĕ тĕлне районти 20 хуçалăха яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкран пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 17,2-шер центнер. Выльăх апачĕ 21962 тонна ха- тĕрленĕ. Çав шутран утă — 6032 тонна /60,8 процент/, сенаж — 14489 тонна /80,5 процент/, силос — 1441 тонна /8,5 процент/. Ял хуçалăх производство кооперативĕсем, фермер хуçалăхĕсем кĕрхисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, 4295 гектар çинче çĕртме тунă. Районти виçĕ хуçалăх ĕçченĕсем — «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсем, «Сюрбеево» ООО çĕрулми кăлараççĕ. Сакăр хуçалăх кĕрхисем акма пикеннĕ — «Асаново», «Рассвет», «Победа» ЯХПК-сем, «Слава картофелю» агрофирма тата «Сюрбеево» ООО, Шарафутдиновăн та
Ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă

Ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă

Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ĕçлĕ ушкăн Чĕчкен ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем унта тĕрлĕ объектсенче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашса татса памалли майсене пăхса тухнă тата халăхпа тĕл пулнă. Тĕп вырăнта — ялсене аталантарасси. Çавăн пекех район тата влаç ĕç-хĕлĕнчи ыйтусене пăхса тухнă. Ĕçлĕ ушкăн Аслă Чурачăкри вăтам шкулта та пулнă, çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллашнă. Çÿп-çап контейнерĕсем вырнаçтарнă площадкăсем те, вырăнти çулсене юсасси тата тăвасси те тимлĕхсĕр юлман. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн икĕ ялти масарсем çинчи халăх пуçарулăхĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă çурчĕсене çитсе курнă. Унсăр пуçне вĕсем Чĕчкен тĕп шкулĕн коллективĕпе те курнăçса калаçнă. Шкул йĕри-тавра хÿме тăвас ĕç мĕнле пурнăçланнипе паллашнă, ыйтусене тата вĕсене мĕнле майпа
Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Фельдшерпа акушер пункчĕсем саласемпе ялсенче яланах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем пулнă. Паянхи кун та районти тĕп больницăран аякра пурăнакансемшĕн вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Медицина ĕçченĕ вырăнтах пĕрремĕш пулăшу пама пултарни уйрăмах ватă çынсемшĕн паха. Йăлмахвара хальхи вăхăтри стандартсене шута илсе хăпартакан ФАП строительстви вĕçленсе пырать. Паянхи кун пÿлĕмсенчи стенасемпе маччасене сăрланă, урайне керамогранит плиткипе капăрлатнă. Шыв, хутса ăшăтмалли системăсене тата электричество кĕртнĕ, пушар сигнализацине çыхăнтарнă. Сусăр çынсене çурта кĕрессине çăмăллатма ятарлă пандус тунă. Çывăх вăхăтра пункт йĕри-тавра карта тытса та çаврăнĕç. /ХАМĂР ИНФ./.  

Алли –ылтăн, кăмăлĕ – уçă

Авалтан çын хăй пурăнакан кил-çурта илемлĕрех те хăтлăрах тума тăрăшнă. Çавăнпа аллинчи пуртă выляса тăракан ăста платник яланах хисепре пулнă. Ăна инçетри ялсенче пурăнакансем те лайăх палланă. Хăть мĕнле япала ăсталанă чухне те маçтăр çыпăçулăх çинчен нихăçан та манмасть. Майне пĕлсе ĕçлекен пур ĕç патне те алли пыракан çын çинчен «ылтăн алăллă» теççĕ. Пĕр кунхине эпĕ Çĕнĕ Шăхранта пурăнакан Петр Иванович Матросов патне çул тытрăм. Вăл — ăста платник. Пурнăçĕнче сахал мар çурт хăпартнă, йывăç чутласа хуçалăхра кирлĕ хатĕрсем те нумай тунă. Хăй çулĕсенчен самай çамрăк курăнакан 82 çулти ватă мана тĕпеле иртме тараватлăн чĕнчĕ. Тĕрлĕ лару-тăрупа пуян пурнăçĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ вăл мана. Калаçуран ватă çыннăн йăхĕ-тĕпĕ Хырай Ĕнелĕнчен пулнине пĕлтĕм. Ашшĕ-амăшĕсем колхозра ĕçленĕ.
Пушартан сыхланăр

Пушартан сыхланăр

Пирĕн республика территорийĕнче майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç ятарлă режим вăя кĕнĕ. Ку мерăна вут-çулăм тухасран асăрхаттарас, вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, халăхăн тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе йышăннă. Ку режима паянхи кун та пăрахăçламан. Аса илтеретпĕр: пушара хирĕç ятарлă режим вăхăтĕнче граждансен вăрмансене кĕрсе çÿремелле мар, кăвайтсем чĕртме, пушар тухас хăрушлăх кăларакан ĕçсене пурнăçлама, уçă çулăмпа усă курса вăл е ку ĕçе тума юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттараççĕ, штраф тÿлеттереççĕ. Августăн 30-мĕшĕ тĕлне районта 27 хутчен пушар тухнă, пушарта пĕр çын вилнĕ, 9 çынна çăлма май килнĕ. Хисеплĕ район çыннисем тата хăнасем, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнăр! Енчен те çулăм тухнине асăрхасан 01, 101, 112 номер
Какими документами подтверждается прекращение существования автомобиля для отмены его налогообложения

Какими документами подтверждается прекращение существования автомобиля для отмены его налогообложения

Межрайонная инспекция Федеральной налоговой службы № 2 по Чувашской Республике информирует, какими документами можно подтвердить прекращение существования автомобиля для отмены его налогообложения. В отношении транспортного средства, прекратившего свое существование, исчисление налога прекращается с первого числа месяца его гибели или уничтожения на основании заявления, представленного в налоговый орган. С ним налогоплательщик вправе направить подтверждающие документы. Если указанные документы отсутствуют в налоговом органе, то он запрашивает необходимые сведения у органов и иных лиц, располагающих ими. Когда прекращение существования автомобиля обусловлено только волеизъявлением его собственника (то есть происходит не в результате стихийных бедствий, аварий, обстоятельств чрезвычайного
Ялтах прививка тăваççĕ

Ялтах прививка тăваççĕ

Вакцинаци — коронавирусран сыхланма пулăшакан чи витĕмлĕ мел. Прививка туни организмăн хÿтĕлев механизмĕсене ĕçлеттерсе ярать, иммун тытăмне вăйлатать. Хальхи вăхăтра Комсомольскинчи тĕп больницăра çеç мар, ялсенче те прививка тума пулать. Мобильлĕ вакцинаци пункчĕсем маларах çирĕплетнĕ график тăрăх тĕрлĕ ялсене тухса çÿреççĕ. Çапла вара прививка тăвас текенсем аякка каймасăрах коронавирусран вакцинациленеççĕ. Çакă питĕ меллĕ пулнине палăртаççĕ ял çыннисем. Паянхи куна районта пурĕ 5708 çын прививка тутарнă. Çывăх вăхăтра вĕсен йышĕ тата та ÿсессе шанатпăр.  
Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 26-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 13445 гектар çинчен 22797,33 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Çав шутран: кĕрхи тулă — 5193,72 тонна, ыраш —599,31 тонна, çурхи тулă 6570,24 тонна, урпа —7865,46 тонна, сĕлĕ — 2263,1 тонна, вика — 50,2 тонна, пăрçа 247,8 тонна тĕшĕленĕ. 15 хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. Районĕпе илсен выльăх апачĕ 21846 тонна хатĕрленĕ: утă — 5916 тонна, сенаж — 14489 тонна, силос — 1441 тонна. Хуçалăхсем кĕрхи культурăсем акма 2527 гектар çĕр хатĕрленĕ, 3735 гектар çинче çĕртме тунă. Август вĕçĕ — сентябрь пуçламăшĕ — кĕрхи культурăсем акмалли чи лайăх тапхăр. Асăннă кун тĕлне хуçалăхсем 660 гектар кĕрхи тулă, 114 гектар ыраш акма ĕлкĕрнĕ. Р.БАСНИКОВ. С.ЕФИМОВА.  
Лару иртрĕ

Лару иртрĕ

Августăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн районти комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пычĕ, Чăвашстатăн халăх статистикин, сывлăх сыхлавĕн, пурнăç шайĕн тата уйрăм хуçалăхсен тишкерĕвĕн уйрăмĕн начальникĕ Людмила Гурьева онлайн мелпе хутшăнчĕ. Ларăва хутшăннисем халăх çыравĕ ирттерессин вăхăтне, унта хутшăнмалли тапхăрсене тата информаципе ăнлантару ĕçĕсене пырса тивекен ыйтусене пăхса тухрĕç. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ октябрĕн 15-мĕшĕ — ноябрĕн 14-мĕшĕсенче иртет. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри — Раççей çыннисем Пĕрлехи патшалăх порталĕнче /Gosuslugi.ru/ электронлă перепиç хутне хăйсем тĕллĕн тултарма пултарни. Пурăнмалли пÿлĕмсене тишкернĕ чухне çырав тăвакансем ятарлă программăсемпе тивĕçте
Пĕр çемьери пек

Пĕр çемьери пек

Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырма юрататтăм. Вĕсем кунти стена хаçатĕнче кун çути куратчĕç. Мана класс ертÿçи Геннадий Иванович Яковлев ку ĕçре питех те нумай хавхалантаратчĕ. Тĕрлĕ темăсем суйласа илме пулăшатчĕ, сăвă техникипе паллаштаратчĕ. Стена хаçачĕн çитес номерĕ валли çĕнĕ сăвă çырма хушатчĕ. Çапла вара эпĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи стена хаçачĕн чи активлă корреспонденчĕсенчен пĕри пулса тăтăм. Чăваш чĕлхипе литература тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсем маншăн чи юратнисемччĕ. Уйрăмах сочиненисем çырма кăмăллаттăмччĕ. Ытларах ирĕклĕ темăсем килĕшетчĕç. Елена Яковлевна Поргунова тата Геннадий Иванович Яковлев вĕрентекенсем пире чăваш тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене юратма вĕрентрĕç, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшрĕç. Манăн тепĕр хаклă çыннăм, пула