Воскресенье, 19 мая

Амăшĕ пекех хисеплеççĕ

Ачаранах çутçанталăк илемне сăнаса ÿснĕ вăл. Сад пахчине е анкартине тухать-и, улăх-çарана, вăрмана çитет-и — кашнинчех унта çĕнĕлĕх курать вăл. Палламан ÿсен-тăрана е хурт-кăпшанкăна асăрхасан астуса юлма тăрăшать. Çутçанталăк мĕн тери пуян пулнинчен тĕлĕнет те. Ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсен асамлă тĕнчин вăрттăнлăхĕсем интереслентернĕ. Шкула çÿреме пуçласан малтан «ботаника», «зоологи» предмечĕсем урлă ешĕл тĕнче тытăмне, чĕрчунсен пурнăçне пĕлет. «Биологи» тата «Хими» предмечĕсем уншн чи юратнисем пулса тăраççĕ.

Вăтам шкул пĕтерни çинчен алла аттестат илсен Тукай хĕрĕн, Мария Краснован умĕнче малашнехи пурнăçне мĕнпе çыхăнтарас ыйту сиксе тухмасть. Хĕр Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне документсем парать. Тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухса «Химипе биологи» факультечĕн студентки пулса тăрать. Аслă шкулти пурнăç интереслĕ, хăйне евĕрлĕ пулсан та вăхăт шăвать. Институтпа сывпуллашма та вăхăт çитет. Алăра диплом. Малашне татах та яваплăрах тапхăр пуçланать. Институтра илнĕ пĕлĕве ачасене памалла çеç мар, вĕсене анлă тавракурăмлă, пурнăç çыннисем туса кăлармалла.
1973 çулта М.Краснова Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта хваттере вырнаçать. Мария Алексеевнан чăн-чăн педагогика ĕçĕ пуçланать. Вăл вăхăтра Аслă Чурачăк вăтам шкулне 5 ялтан çÿренĕ. 9—10 классем 5 /«а», «б», «в», «г», «д»/ пулнă. Классенче 30 е ытларах та ача вĕреннĕ. Сехетсем нумай, уроксем хыççăн тĕрлĕ мероприятисем — кунĕпех шкулта. Каçхине вара ырана хатĕрленмелле. Институтра илнĕ пĕлÿпе çеç çырлахмасть, хушма литература та вулать çамрăк учительница, уроксене интереслĕрех ирттерес тесе çине тăрать. Вăл пурăнакан хваттер чÿречисенчен çĕрлене юличченех çутă сÿнмест. Малтанлăха çăмăл килмест ăна. Тăрăшни, вăй хуни ахаль иртмест. Коллектива та хăнăхать вăл. Кĕçех ăна хăйне класс шанса параççĕ. Яваплăх татах та ÿсет. Класра та, алăри пÿрнесем пĕр пек мар тенешкел, ачасем тĕрлĕ характерлă, тĕрлĕ аталануллă. Çапах та вĕсемпе вăл хăвăрт пĕр чĕлхе тупать.
1965 çулта çуралнă ачасем вĕренекен класс ăна хисеплеме пуçлать. Шкул пĕтернĕ тĕлелле çак класри ачасем ăна иккĕмĕш амăшĕ вырăннех хума пуçлаççĕ. Çакна юри пысăклатса, хитрелетсе çырмастăп. Унăн вĕренекенĕсем шкул пĕтерни çитес çул 40 çул çитет. Апла пулин те вĕренекенсем ăна анне вырăнне хурса хисеплеççĕ, юратаççĕ. Мария Алексеевнăшăн вĕсем паянхи кун та ачасем. Ачисем вара хăйсем те анне-атте те пулнă, чылайăшĕ асанне-асатте, кукамай-кукаçи. Аслипе кĕçĕннисем хушшинче 40 çул ытла каярах çуралса çирĕп тĕвĕленнĕ туслăх паянхи кун та упранать. Çулсем иртнĕçемĕн татах та çирĕпленсе пынă. Савнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлама тăрăшать «амăшĕ» «ачисемпе». Мĕншĕн тесен пĕр ялта пурăнмасан та хăй вĕрентнĕ ачасен малашнехи пурнăçĕпе интересленсех тăнă вăл. Çапла, районти пур шкулта та хăйсен пĕрремĕш, юратнă вĕрентекенĕсене асра тытакан, мĕн май килнĕ таран пулăшма тăрăшакан чылай. Анчах та педагогпа ĕнерхи ачасем хушшинчи 40 çул ытла тăсăлакан туслăх сайра пулакан пулăм. Çакă М.А.Краснова чăн-чăн ăста педагог пулнине Хисеп тата Мухтав хучĕсемсĕр, орден-медальсемсĕр пуçне те туллин çирĕплетет. Ачасен юратăвĕ çакă чăн-чăн парне вĕрентекеншĕн. Апла пулсан Мария Алексеев- на хăй ĕçне чун-чĕре хушнипе туса пынă, умне лартнă тĕллевсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Унăн ĕнерхи вĕренекенĕсен аса илĕвĕсемпе паллашар-ха.

Час-часах похода çÿреттĕмĕр. Мария Алексеевна пире ÿсен-тăран ячĕсене чăвашла каласа ăнлантаратчĕ, кайăк-кĕшĕк сассисене уйăрса илме вĕрентетчĕ. Ачасемпе пĕрлех савăнатчĕ, вылятчĕ, шÿтлетчĕ. Ÿсерехпе, аслă классенче, эпир ăна хамăрăн вăрттăнлăхсене те шанса каласа параттăмăр. Халĕ те, шăнкăравласа тăрать. «Ачасем, паян шăрăх пулать, пуçсене хупламасăр ан çÿрĕр, е ыран шартлама сивĕ — ăшăрах тăхăнăр», — тет. Эпир  хамăр  та  халĕ  çулсенчи çынсем,  çапах та унăн сăмахĕсем чун-чĕрене ăшăтаççĕ», — терĕ Тамара Алякина /Чернова/.
«Вĕренекенсенчен çирĕп ыйтатчĕ. Çав вăхăтрах вĕсене ăнланма та тăрăшатчĕ. Кирлĕ сĕнÿсем, канашсем нумай паратчĕ. Халĕ те çаплах. Уявсемпе, паллă кунсемпе пĕр-пĕрне саламласах тăратпăр. Шкул пĕтернĕренпех 5 çултан 5 çула класĕпех пуçтарăнатпăр. Кашнинчех унта Мария Алексеев на пулать. Хăй те тĕлпулусем йĕркелеме тăрăшать. Унăн сăмахĕсене «анне» сăмахĕсем пекех хаклатпăр». Ку Любовь Богатырева ?Галкина/ сăмахĕ. Ялта, районта, республикăра пурăнакан ытти вĕренекенсем те унпа килĕшеççĕ тесе калама пулать. Çÿлерех каланисем — чĕререн тухнă сăмахсем.
1982 çулта, хăйне шанса панă класс шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, М.Краснова Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшма пуçлать. 1993—1999 çулсенче — Тукай пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн директорĕ. 1999—2004 çулсенче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директор çумĕнче тăрăшать. Кирек ăçта ĕçлесен те М.Краснова хăйне ăста вĕрентекен, ачасен юлташĕ, хастар организатор пулнипе палăрса тăрать. Çав вăхăтрах тăван тăрăх историйĕпе те интересленет, тĕрлĕ обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать.
Халĕ Мария Алексеевна тивĕçлĕ канура пулин те, кил-çуртра ĕçленипе çеç çырлахмасть, ял хушшинче пулма та вăхăт тупать. Чаплă сад ĕрчетнĕ, пахчара илемлĕ чечексемпе пĕрле тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет. Юрра-ташша та ăста вăл.
Çу кунĕсенче ун хуçалăхĕнчен пĕртăванĕ- сем çемйисемпе татăлмаççĕ. Тăван кил ăшшине туйма пулăшнăшăн чĕререн тав туса сывпуллашаççĕ.
Çак кунсенче Мария Алексеевна 70 çул тултарать. Çулсем хăвăрт иртнĕн туйăнаççĕ пулин те, унăн ĕçĕ-хĕлĕ, ырă сăнарĕ хăй вăхăтĕнче парта хушшинче ларнă çĕр-çĕр ачан асĕнче упранать. Çакă мар-и ĕмĕр тăршшĕпе ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ парне; Малашне те çирĕп сывлăхлă пулса тăванĕсене, çывăх çыннисене, «ачисене», кÿршисене, ял-йыша савăнтарса пурăнма вăй-хал сунас килет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *