Воскресенье, 5 мая

Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 16-мĕшĕ тĕлне районта тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 10159 гектар çинчен 17342,38 тонна пуçтарса кĕртнĕ. «Родина» ХФХ — 501 гектартан 686 тонна тата Самаринăн ХФХ 320 гектартан 624 тонна тырпулпа пăрçа йышши культурăсем çапса тĕшĕленĕ, вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. «Искра» колхозра, «Слава» ЯХПКра, Шарафутдиновăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче комбайнсем юлашки каçалăксем çинче ĕçлеççĕ тесен те юрать.
«Слава картофелю» агрофирма çĕрулми кăларма тухнă. Хальлĕхе çак ĕçе 9 гектар çинче пурнăçланă.
Районĕпе илсен выльăх апачĕ 21168 тонна хатĕрленĕ: утă — 5788 тонна, сенаж — 13939 тонна, силос — 1441 тонна. Хуçалăхсем кĕрхи культурăсем акма 1576 гектар çĕр хатĕрленĕ, 2281 гектар çинче çĕртме тунă. «Урожай» колхозра тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен уйĕсен 1655 гекта- рĕнчен 1351 гектарне пухса кĕртнĕ, унпа пĕрлех 250 гектар кĕрхи ака валли çĕр хатĕрленĕ, 550 гектар çинче çĕртме тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *