Воскресенье, 19 мая

РФ Патшалăх Думин депутачĕ районта пулнă

РФ Патшалăх Думин депутачĕ районта пулнă

Нумаях пулмасть РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Пуçлăхĕн пулăшуçи Олег Моляков тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов районта ĕçлĕ визитпа пулнă.
Чи малтанах вĕсем район пуçлăхĕпе Ремис Мансуровпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тата район администрацийĕн пай ертÿçисемпе тĕл пулнă. Малалла ĕçлĕ ушкăн «Слава картофелю» агрофирмăн çĕрулми управĕн строительстви мĕнле пынипе паллашнă. Унтан «АгроМол» ССППК-на çитсе унти ĕç-хĕле тишкернĕ. Сăмах май, кунта сĕтрен тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ.
Района килнисем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи юсав ĕçĕсемпе те паллашнă. Çавăн пекех районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче пулнă, унтан Комсомольски ялĕн çурçĕр пайĕнчи инвестици лапамне те тишкернĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *