Воскресенье, 19 мая

Уй-хирте

Уй-хирте

Районти хирсенче комбайнсемпе тракторсен шавĕ илтĕнсех тăрать. Вырма вăхăтĕнчи кашни кунпа тухăçлăн усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Августăн 19-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсем тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем пурĕ 10995 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, çав шутра: 2921 гектар _ кĕрхи тулă, 381 гектар _ ыраш, 2672 гектар _ çурхи тулă, 3791 гектар _ урпа, 1032 гектар _ сĕлĕ, 163 гектар _ пăрçа, 35 гектар _ вика. Пурĕ 18785,48 тонна тухăç илнĕ. Кăçал çанталăк çăвĕпех шăрăх тăчĕ, апла пулин те хуçалăхсем кашни гектартан вăтамран 17,1-шер центнер тухăç илме пултарчĕç.
Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Хуçалăхсем пурĕ 21518 тонна выльăх апачĕ янтăланă, çав шутра 5788 тонна утă, 14289 тонна сенаж, 1441 тонна силос. Пĕр çул ÿсекен курăксене _ 533 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 3805 гектар çинче çулнă.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *