Юбиляра саламланă

Çак кунсенче Хирти Ĕнелте пурăнакан Римма Михайловна Кольцова 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Ăна саламлама ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем пуçтарăннă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Надежда Голландцева ватă çынна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата Комсомольски район администрацийĕ ячĕпе парне парса чысланă.
Римма Михайловна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă _ малтан фермăра сысна пăхаканра, каярах бригадăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе вĕсем 3 ача: икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хальхи вăхăтра юбиляр ывăлĕн çемйипе тăван килте пурăнать, виçĕ мăнукĕпе тата пилĕк мăнмăнукĕпе савăнать.
90 çулхи кинемейĕн хавхаланулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Римма Михайловна хăнасене тим- лĕхшĕн тав тунă.

)Район сайтĔнчен).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *