Понедельник, 6 мая

Публикации

Тăван çĕршыва пилĕк çул хӳтĕленĕ

Çĕнтерӳ салтакĕсем тата вăрçă хыççăнхи йывăр саманара çĕршыва ура çине çĕкленĕ ентешсем,  чăннипех те паттăр ăру. Вĕсен пурнăç çулĕ,  тăван çĕршыва юратма пĕлни,  унăн ырăлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн  тăрăшни  паянхи çамрăксемшĕн чĕрĕ тĕслĕх пулса тăраççĕ. Урмаел ялĕнче пурăнакан Минетулла  Минязетдинович 96 çул урлă каçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи терт-нушине çапăçу хирĕсенче чăтса-тӳссе ирттернĕскер майĕпен кăштăртатса çӳрет.  Вăрçă пуçланнă çул Минетулла  15-ре пулнă.  Ун чухне арçын ача тăван колхозра тăрăшнă. Вăл вăхăтра шкулта вĕренме май килмен,   ашшĕ-амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен çемьери пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Минетулла шăллĕпе йăмăкне те хăех пăхнă. — 1944 çулхи  раштав уйăхĕнче  ялтан Хĕрлĕ çара тухса кайрăм, &nbs
«Вилĕмсĕр полк» яланхиллех иртет

«Вилĕмсĕр полк» яланхиллех иртет

Юлашки çулсенче Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Ун вăхăтĕнче кашни ялта,  хулара пин-пин çын Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă аслашшĕ,  мăн аслашшĕсен,  асламăш,  мăн асламăшсен портречĕсене йăтса урам тăрăх утса иртеççĕ.   Çак акцие кăçал  урама тухса  йышпа пуçтарăнса  ирттерме палăртнă. Районта та ăна анлă йĕркелесе ирттерме планланă. Çавна май  акцие хутшăнас  текенсен  портретсемпе Çĕнтерӳ кунĕнче район центрне тухмалла.   Унпа пĕрлех  «Вилĕмсĕр полк»  онлайн  проекта хутшăнас тесен майăн 7-мĕшĕччен  2022.polkrf.ru сайтра регистрациленмелле. «Одноклассники» тата «Вконтакте» социаллă сетьсем урлă та заявка пама пулать. Пĕлтĕр онлайн мелпе акцие хутшăннисен харпăр хă
Паттăрсен ячĕпе

Паттăрсен ячĕпе

Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерӳ тунăранпа 77 çул çитнине халалласа «Морское братство»,  «Пограничное братство»,  Германире тата Варшава договорне кĕрекен çĕршывсенче тăнă Совет çарĕн ушкăнĕсенче службăра пулнисен обществăлла организацисен хастарĕсем пирĕн районти Совет Союзĕн Геройĕсем ячĕпе авточупу йĕркеленĕ. Вĕсем паттăрсем çуралса ӳснĕ Александровка,  Луцки,  Нĕркеç,  Тукай Мишер,  Асанкасси ялĕсене çитнĕ,  Комсомольскинчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк умĕнче пуç тайнă. (ХАМĂР ИНФ.).    
Класĕпех фронта тухса кайнă

Класĕпех фронта тухса кайнă

1941 çулхи  çуллахи кунсенче Комсомольски вăтам шкулĕн пурнăçĕ курăмлă ĕçсемпе палăрса тăнă. Ачасем пĕрремĕш хут 10 класс пĕтернине çирĕплетекен аттестат алла илнĕ. Вăтам шкул пĕтернисем хушшинче Комсомольскинче çуралса ӳснĕ Василий Краснов та пулнă. Вăл 1921 çулта кун çутине килнĕ.  Ку çемьере тăватă ача,  виçĕ ывăлпа пĕр хĕрача,  çуралнă. Матренăпа Ефрем вĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе сахал мар тăрăшнă,  кĕçĕнни Василий вăтам шкула çӳренĕ,   сăпайлă,  тӳрĕ кăмăллă,  ĕçчен каччă çитĕннине асăрхаса  ашшĕ-амăшĕ савăннă. Алла аттестат илнĕ ачасен савăнăçне,  тĕллевĕсене,  ĕмĕчĕсене нимĕç фашисчĕсем Совет Союзĕ çине  сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни  пĕр туххăмрах сӳнтерсе хунă. Красновсен ратнинче пĕрремĕш хут вăтам  шкул п
Ултă салтакран иккĕшĕ çеç таврăннă

Ултă салтакран иккĕшĕ çеç таврăннă

Асанкасси ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа 446-ăн тухса кайнă,  217-шĕ çеç тăван яла таврăннă. Йывăр хуйхă кашни çемьенех пырса кĕнĕ. Çак ялти Салаевсен çемйинче (Федора Ефремовнăпа Осип Филиппович)  çичĕ ывăл  та пĕр хĕр кун çути курнă. Вĕсенчен пĕри,  чи кĕçĕнни,  Миша,  шатра чирĕпе йывăр чирлесе виçĕ çултах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Якку,  Куля,  Демьян,  Эрхип,  Макçăм,  Ваççили тата Наçтуç чиперех пурнăç çулĕ  çине тухнă. Тăрăшуллă та ĕçчен,  сăпайлă çемьере çитĕннĕ Салаевсен ачисем. Анчах та вăрçа пула вĕсен пурнăçĕ пĕтĕмпех тепĕр май çаврăнса кайнă. Осип  Филипповичăн ултă ывăлĕн те вăрçă  хирне тухса кайма тивет. Киле вара  Макçăмпа Ваççили анчах çĕнтерӳпе таврăнаççĕ. Тăваттăшĕ çамрăклах,  тăва
И сельчане  нашего района сооружали рубеж обороны

И сельчане  нашего района сооружали рубеж обороны

На страницах газеты «Каçал ен» печатаем рукопись Евгения Николаевича Игонина. Это  одна из глав  неопубликованной книги «Путь через пламя»,  повествующая о мужестве наших сельчан на фронтах Великой Отечественной войны,  о тружениках тыла военного периода. Рукопись написана  на основе  архивных документов. «В годы работы в райкоме комсомола заведующим отделом культуры,   пропаганды и  агитации,  вторым секретарем райкома партии по идеологической работе мною накоплен значительный,  краеведческий материал.  Я был активным  селькором  райгазеты,  а также «Советская Чувашия»,   «Молодой коммунист». Находясь на пенсии,   обобщил собранные  материалы в работах «История русских бывших помещичьих&n
Çуракине тухнă

Çуракине тухнă

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне пур хуçалăх та тенĕ пекех нумай çул ӳсекен курăксене сӳрелеме тухнă, çак ĕçе 2356 гектар çинче пурнăçланă. Районĕпе 1128 гектар нумай çул ӳсекен курăксене, 833 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă. 613 гектар çĕртмене сӳреленĕ, 517 гектар культиваци тунă. «Родина» ООО 60 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 93 гектар çурхи тулă, «Сюрбеево» ООО 40 гектар урпа, «Труд»ЯХПК 20 гектар сĕлĕ акнă. «Слава картофелю» агрофирма 400 тонна, «Комсомольские овощи» агрофирма 100 тонна, «Рассвет» ЯХПК 150 тонна вăрлăхлăх çĕрулмине яровизацилеме кăларнă. 110 тонна çурхи тулă, 90 тонна урпа, 40 тонна сĕлĕ вăрлăхне имçамланă. Хуçалăхсем яра кунăн кашни сехечĕпе туллин усă кураççĕ, çуракинче мĕн тума палăр
Эсир – яланах хуралта

Эсир – яланах хуралта

Пушар, пĕчĕк-и вăл, пысăк-и, хуйхă, тăкак илсе килет. Вут-çулăмпа кĕрешме яланах хатĕр тăракансем чыс-хисепе тивĕç. Вĕсем инкек пулнă вырăна хăвăрт çитсе тепĕр чухне пурнăçне шеллемесĕр типшара хирĕç тăраççĕ. Район центрĕнче вырнаçнă 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем хăватлă техникăпа инкек пулнă çĕре хăвăрт çитме тăрăшаççĕ-ха. Вĕсемсĕр пуçне ялсенче хăйсенче пушар сӳнтермелли техника пулни уйрăмах пысăк пĕлерĕшлĕ. Çакна ăнланса ял хуçалăх предприятийĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕсем темĕнле йывăр пулсан та пушар сӳнтермелли техника тата вĕсемпе ĕçлекенсене тытса тăма тăрăшнине ырламалла. Вĕсен çавăрăнăçулăхне пула чылай чухне вут-çулăм çулне вăхăтра чарса лартма май килет. Аслă Çĕрпӳел, Хирти Сĕнтĕр, Чĕчкен ял тăрăхĕсен, «Восток», «Асаново», «Труд», «Рассвет», «Дружба», «Алга» ял хуçалăх ко

Ĕç хавхалантарнă

Районти «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятийĕ хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕсем пĕтернĕ çамрăксене çул уçса паракан çăлкуç пулнă тесен те тĕрĕсех пулĕ. Алла тракторист е водитель правине илнĕ чылай яш-кĕрĕм кунта пĕрремĕш ĕç утăмĕсем тунă. Аслă Чурачăкри Василий Тарасовăн ĕç биографийĕ те шăпах çак предприятирен пуçланнă. Маларах, паллах, ялти «Заветы Ильича» колхозра та кăштах тăрăшнă-ха вăл, Канашра ДОСААФ уйрăмĕнче водитель правине илнĕ. Унтан çар службинче пулнă. Байкал тăрăхĕнчи çар округĕнче автобатра салтак тивĕçне пурнăçланă. Хăйне пултаруллă та ăста водитель пулнине кăтартса панă, темиçе хутчен те çар чаçĕ автомобиль енĕпе ирттерекен тупăшусенче палăрса  командованинчен тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Яла таврăнсан, 1979 çулта Василий Александрович Комсомольскинчи «Се

Ĕç Геройĕ ячĕпе – турнир

Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнче çĕршывĕпех чапа тухнă çынсем сахал мар çуралса ӳснĕ. Паллă çынсен çулталăкĕ пулнă май вĕсене халалласа кунта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Социализмла Ĕç Геройне Л.Н.Акчурина халалласа шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.Тихонов саламларĕç. Тупăшăва 5 команда (1 шахматист тата 2 шашист) хутшăнчĕ. Вăйăсем хĕрӳ иртрĕç. Çĕнтерӳçĕ ята Шурут ял тăрăхĕн команди (В.Скворцов, А.Гаврилов, В.Терентьев) çĕнсе илчĕç. Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн команди (А.Лукиянов,   А.Орешкин, Н.Тихонов) иккĕмĕш пулчĕ. Хирти Шăхасан ялĕшĕн вылянă А.Школьников, А.Иванов, В.Акчурин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕн команди те (Р.Романов, В.Журавлев