Суббота, 20 апреля

Çуракине тухнă

Çуракине тухнă

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне пур хуçалăх та тенĕ пекех нумай çул ӳсекен курăксене сӳрелеме тухнă, çак ĕçе 2356 гектар çинче пурнăçланă. Районĕпе 1128 гектар нумай çул ӳсекен курăксене, 833 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă. 613 гектар çĕртмене сӳреленĕ, 517 гектар культиваци тунă.

«Родина» ООО 60 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 93 гектар çурхи тулă, «Сюрбеево» ООО 40 гектар урпа, «Труд»ЯХПК 20 гектар сĕлĕ акнă.

«Слава картофелю» агрофирма 400 тонна, «Комсомольские овощи» агрофирма 100 тонна, «Рассвет» ЯХПК 150 тонна вăрлăхлăх çĕрулмине яровизацилеме кăларнă. 110 тонна çурхи тулă, 90 тонна урпа, 40 тонна сĕлĕ вăрлăхне имçамланă.

Хуçалăхсем яра кунăн кашни сехечĕпе туллин усă кураççĕ, çуракинче мĕн тума палăртнине пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *