Понедельник, 29 апреля

«Вилĕмсĕр полк» яланхиллех иртет

«Вилĕмсĕр полк» яланхиллех иртет

Юлашки çулсенче Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Ун вăхăтĕнче кашни ялта,  хулара пин-пин çын Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă аслашшĕ,  мăн аслашшĕсен,  асламăш,  мăн асламăшсен портречĕсене йăтса урам тăрăх утса иртеççĕ.  

Çак акцие кăçал  урама тухса  йышпа пуçтарăнса  ирттерме палăртнă. Районта та ăна анлă йĕркелесе ирттерме планланă. Çавна май  акцие хутшăнас  текенсен  портретсемпе Çĕнтерӳ кунĕнче район центрне тухмалла.  

Унпа пĕрлех  «Вилĕмсĕр полк»  онлайн  проекта хутшăнас тесен майăн 7-мĕшĕччен  2022.polkrf.ru сайтра регистрациленмелле. «Одноклассники» тата «Вконтакте» социаллă сетьсем урлă та заявка пама пулать. Пĕлтĕр онлайн мелпе акцие хутшăннисен харпăр хăй кабинечĕсем сыхланса юлнă. Енчен те вĕсене улшăнусем кĕртме планламан пулсан,  кабинета кĕрсе онлайн акцие хутшăннине çирĕплетмелле çеç. Унсăр пуçне кăçал сайта хăвăрăн герой çинчен асаилӳсемпе историсем вырнаçтармалли майпа пуянлатнă. 

«Вилĕмсĕр полка» майăн 9-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 2022.polkrf.ru сайтра,  «Одноклассники» тата «Вконтакте» социаллă сетьсенче тата Okko онлайн-кинотеатрта курма пулĕ. Онлайн-акцин трансляцийĕ талăкĕпех пырать.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *