Пятница, 19 апреля

Публикации

Çуракине тухнă

Çуракине тухнă

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне пур хуçалăх та тенĕ пекех нумай çул ӳсекен курăксене сӳрелеме тухнă, çак ĕçе 2356 гектар çинче пурнăçланă. Районĕпе 1128 гектар нумай çул ӳсекен курăксене, 833 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă. 613 гектар çĕртмене сӳреленĕ, 517 гектар культиваци тунă. «Родина» ООО 60 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 93 гектар çурхи тулă, «Сюрбеево» ООО 40 гектар урпа, «Труд»ЯХПК 20 гектар сĕлĕ акнă. «Слава картофелю» агрофирма 400 тонна, «Комсомольские овощи» агрофирма 100 тонна, «Рассвет» ЯХПК 150 тонна вăрлăхлăх çĕрулмине яровизацилеме кăларнă. 110 тонна çурхи тулă, 90 тонна урпа, 40 тонна сĕлĕ вăрлăхне имçамланă. Хуçалăхсем яра кунăн кашни сехечĕпе туллин усă кураççĕ, çуракинче мĕн тума палăр
Эсир – яланах хуралта

Эсир – яланах хуралта

Пушар, пĕчĕк-и вăл, пысăк-и, хуйхă, тăкак илсе килет. Вут-çулăмпа кĕрешме яланах хатĕр тăракансем чыс-хисепе тивĕç. Вĕсем инкек пулнă вырăна хăвăрт çитсе тепĕр чухне пурнăçне шеллемесĕр типшара хирĕç тăраççĕ. Район центрĕнче вырнаçнă 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем хăватлă техникăпа инкек пулнă çĕре хăвăрт çитме тăрăшаççĕ-ха. Вĕсемсĕр пуçне ялсенче хăйсенче пушар сӳнтермелли техника пулни уйрăмах пысăк пĕлерĕшлĕ. Çакна ăнланса ял хуçалăх предприятийĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕсем темĕнле йывăр пулсан та пушар сӳнтермелли техника тата вĕсемпе ĕçлекенсене тытса тăма тăрăшнине ырламалла. Вĕсен çавăрăнăçулăхне пула чылай чухне вут-çулăм çулне вăхăтра чарса лартма май килет. Аслă Çĕрпӳел, Хирти Сĕнтĕр, Чĕчкен ял тăрăхĕсен, «Восток», «Асаново», «Труд», «Рассвет», «Дружба», «Алга» ял хуçалăх ко

Ĕç хавхалантарнă

Районти «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятийĕ хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕсем пĕтернĕ çамрăксене çул уçса паракан çăлкуç пулнă тесен те тĕрĕсех пулĕ. Алла тракторист е водитель правине илнĕ чылай яш-кĕрĕм кунта пĕрремĕш ĕç утăмĕсем тунă. Аслă Чурачăкри Василий Тарасовăн ĕç биографийĕ те шăпах çак предприятирен пуçланнă. Маларах, паллах, ялти «Заветы Ильича» колхозра та кăштах тăрăшнă-ха вăл, Канашра ДОСААФ уйрăмĕнче водитель правине илнĕ. Унтан çар службинче пулнă. Байкал тăрăхĕнчи çар округĕнче автобатра салтак тивĕçне пурнăçланă. Хăйне пултаруллă та ăста водитель пулнине кăтартса панă, темиçе хутчен те çар чаçĕ автомобиль енĕпе ирттерекен тупăшусенче палăрса  командованинчен тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Яла таврăнсан, 1979 çулта Василий Александрович Комсомольскинчи «Се

Ĕç Геройĕ ячĕпе – турнир

Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнче çĕршывĕпех чапа тухнă çынсем сахал мар çуралса ӳснĕ. Паллă çынсен çулталăкĕ пулнă май вĕсене халалласа кунта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Социализмла Ĕç Геройне Л.Н.Акчурина халалласа шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.Тихонов саламларĕç. Тупăшăва 5 команда (1 шахматист тата 2 шашист) хутшăнчĕ. Вăйăсем хĕрӳ иртрĕç. Çĕнтерӳçĕ ята Шурут ял тăрăхĕн команди (В.Скворцов, А.Гаврилов, В.Терентьев) çĕнсе илчĕç. Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн команди (А.Лукиянов,   А.Орешкин, Н.Тихонов) иккĕмĕш пулчĕ. Хирти Шăхасан ялĕшĕн вылянă А.Школьников, А.Иванов, В.Акчурин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕн команди те (Р.Романов, В.Журавлев
Хĕр пĕрчисем конкурсра тупăшнă

Хĕр пĕрчисем конкурсра тупăшнă

Районти культура çуртĕнче чи кĕçĕннисем «Пĕчĕк пике» конкурсра тупăшнă. Унта шкул çулне çитмен учрежденисене çӳрекен 6 ача хутшăннă. Вĕсен хăйсене пур енчен те туллин кăтартса пама тивнĕ: юрра-ташша ăста пулнине те, чăваш чĕлхине пĕлнине тата юратнине те... Малтанах вĕсем хăйсем çинчен каласа панă, мĕнпе кăсăкланнипе паллаштарнă. Ун хыççăн  пултарулăхне кăтартнă. Çавăн пекех юмахри сăнарсен костюмĕпе жюри умне тухнă. Чи пĕлтерĕшли — ачасен чăваш чĕлхине лайăх пĕлмелле пулнă. Хĕрӳ тупăшура «Умница» номинацире «Колосок» ача садĕнчи Ульяна Степанова (ертӳçисем В.О.Сенатова, З.В. Ксенафонтова), «Отвественная» номинацире «Рябинушка» ача садĕнчи Ева Никифорова (ертӳçисем А.А.Никифорова, Г.Г.Тукаева) палăрнă. «Рябинушка» ача садĕнчи Илемпи Чернова (ертӳçи М.Л.Михеева) «За творческие успех
Пир вырăнĕпе паллаштарчĕ

Пир вырăнĕпе паллаштарчĕ

Халăх йăли-йĕркине упрас, чăваш чĕлхине юратма вĕрентес тесе Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче, библиотекăра, районти искусство шкулĕн филиалĕнче ĕçлекенсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме  тăрăшаççĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче ялти культура çуртĕнче «Тăван чĕлхе, мухтанатăп санпа!» литература  сехечĕ ирттертĕмĕр. Унта калаçу чăваш çыруллăхĕ, аталанăвĕ çинчен пулчĕ. Пуçтарăннисем чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе пархатарлă ĕç тунă И.Я.Яковлев çинчен тата нумай çĕннине пĕлчĕç. Унта Е.А.Еремеева, К.В.Варламова та хутшăнчĕç. 1935 çулта çуралнă Клавдия Васильевна шкул ачисене пир тĕртмелли станокпа паллаштарчĕ. Унăн хăш пайĕ мĕн тума кирлĕ пулнине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. «Халĕ пусма-тавара, тумтире лавккаран туянатпăр. Ĕлĕк ялти хĕрарăмсем килте çакăн пек пир вырăнĕсемпе тĕртнĕ. Ун

Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳснĕ

Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Татьянăпа Валерий Плешковсем патне пырсан хама юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйрăм. Питĕ ĕçчен те пултаруллă çемьепе вулакансене паллаштарам. Кил хуçи Валерий Иванович Анат Тимĕрчкасси ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Иван Пантелеймоновичпа Мария Авдеевна, ывăлĕ-хĕрне мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Валерий Иванович çуллахи каникулсенче колхоза ашшĕне пулăшма çӳренĕ. Ашшĕ конюхра ĕçленĕ, лашасене пăхнă, утă-улăм турттарнă. 6-мĕш класрах утă çулма вĕреннĕ Валерий Плешков пĕр лав симĕс курăка тиесе килнине паянхи кун та астăвать. Вăл тăван ялĕнчи шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн кӳршĕ ялти Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, унтан Шупашкара токаре вĕренме кайнă, училищĕрен вĕренсе тухсан Трактор заводĕнче ĕçленĕ. Кĕçех салтак атти тăхăнма вăхăт ç

Çĕнтерӳсемпе таврăннă

Çак кунсенче Шупашкарта ача-пăчан «Кванториум» технопаркĕнче судомодель енĕпе республикăри ăмăртусем иртнĕ. Унта пирĕн район чысне Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хӳтĕленĕ. Е-400-çар карапĕсен копи-моделĕсем класра 7—12 çулхи ачасем хушшинче 6-мĕш класра вĕренекен Егор Козлов иккĕмĕш вырăн йышăннă. 7—15 çулхи вĕренекенсен тупăшăвĕнче 7-мĕш класри Никита Чапрасов ЕК-600 çар карапĕсен хăй тĕллĕн куçакан копи-моделĕсем класра 1-мĕш,       9-мĕш класри Даниил Маргиданов ЕL-600 шыв айĕнче çӳрекен карапсен хăй тĕллĕн куçакан копи-моделĕсем классĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пултаруллă ачасене тата вĕсен вĕрентекенне В.М.Салаева саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр. В.Салаев.    
Хирсенче ĕçсем пуçланчĕç

Хирсенче ĕçсем пуçланчĕç

Иртнĕ эрнере районти ял хуçалăх предриятийĕсен хирĕсенче ĕç шавĕ пуçланчĕ. Çĕр ĕçченĕсем нумай çул ӳсекен курăксене, кĕр тыррисене сӳрелеççĕ, апатлантараççĕ. Çак ĕçсем «Родина» фермер хуçалăхĕнче, «Слава», «Дружба» ЯХПК-сенче, «Сюрбеево» ООО-ра тата хăш-пĕр хуçалăхсенче вăй илсех пыраççĕ. Çанталăка кура ытти çĕрти техника та ĕçе пуçăнĕ. Çывăх кунсенчех çĕр хатĕрлесе акма та тухĕç. «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче, «Рассвет» ЯХПК-ра пикенсех çĕрулмие яровизацилеме кăлараççĕ. Кĕçех ытти хуçалăхсен хирĕсем те машина-трактор сассисемпе тулĕç. Р.Басников, специалист-эксперт.  

Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен кунне халалласа  районти культура çуртĕнче савăнăçлă уяв иртнĕ. Малтанах пуçтарăннисене районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров саламланă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче тăрăшакансем районăн социаллă-экономикăлла  аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, вĕсем халăхпа тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă. Салам сăмахĕсемпех район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та пухăннисем  умне тухнă. Çынсем хăйсен умĕнчи çивĕч ыйтусемпе чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çитнине, унта вăй хуракансем вĕсене татса парас тесе çине тăнине çирĕплетнĕ. Хастар ĕçшĕн Владимр Акчурин, Елена Атласкина, Ольга Васильева, Алевтина Казакова, Валентина Кошкина, Наталия Чернова Чăваш Ре