Суббота, 20 апреля

Ĕç Геройĕ ячĕпе – турнир

Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнче çĕршывĕпех чапа тухнă çынсем сахал мар çуралса ӳснĕ. Паллă çынсен çулталăкĕ пулнă май вĕсене халалласа кунта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Социализмла Ĕç Геройне Л.Н.Акчурина халалласа шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.Тихонов саламларĕç. Тупăшăва 5 команда (1 шахматист тата 2 шашист) хутшăнчĕ. Вăйăсем хĕрӳ иртрĕç. Çĕнтерӳçĕ ята Шурут ял тăрăхĕн команди (В.Скворцов, А.Гаврилов, В.Терентьев) çĕнсе илчĕç. Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн команди (А.Лукиянов,   А.Орешкин, Н.Тихонов) иккĕмĕш пулчĕ. Хирти Шăхасан ялĕшĕн вылянă А.Школьников, А.Иванов, В.Акчурин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕн команди те (Р.Романов, В.Журавлев, В.Мокасеева)  хастар кĕрешрĕ. Мала тухнисем Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç. Ăмăртăва йĕркелеме пулăшнăшăн «Слава картофелю» агрофирмăна тав сăмахĕ каламалла.

А. Иванов.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *