Суббота, 27 апреля

Ĕç хавхалантарнă

Районти «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятийĕ хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕсем пĕтернĕ çамрăксене çул уçса паракан çăлкуç пулнă тесен те тĕрĕсех пулĕ. Алла тракторист е водитель правине илнĕ чылай яш-кĕрĕм кунта пĕрремĕш ĕç утăмĕсем тунă.

Аслă Чурачăкри Василий Тарасовăн ĕç биографийĕ те шăпах çак предприятирен пуçланнă. Маларах, паллах, ялти «Заветы Ильича» колхозра та кăштах тăрăшнă-ха вăл, Канашра ДОСААФ уйрăмĕнче водитель правине илнĕ. Унтан çар службинче пулнă. Байкал тăрăхĕнчи çар округĕнче автобатра салтак тивĕçне пурнăçланă. Хăйне пултаруллă та ăста водитель пулнине кăтартса панă, темиçе хутчен те çар чаçĕ автомобиль енĕпе ирттерекен тупăшусенче палăрса  командованинчен тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.

Яла таврăнсан, 1979 çулта Василий Александрович Комсомольскинчи «Сельхозтехника» юсавпа техника предприятинчи линипе монтаж участокне слесарь-водителе вырнаçать. ЛМУ тенĕ ăна кĕскен. Унта ĕçлекенсем районти колхозсенчи фермăсене çитсе сĕт сумалли тата ытти оборудование вырнаçтарас енĕпе ĕçленĕ. Техника вансан ăна çийĕнчех юсама çула тухнă. Çав вăхăтра районта çулсем япăх пулнă-ха. Фермăсем патне çуркуннепе кĕркунне çитме пушшех те йывăр килнĕ. Мĕн чухлĕ асапланман-ши? Çав вăхăтсене тепĕр чухне аса илет вăл. Малтанхи çулсенче район центрĕнчен 10 çухрăмра вырнаçнă ялтан ĕçе çӳреме те çăмăлах килмен. Çамрăкскерĕн вăй-хал тапса тăнă, ĕçлес хавхалану та пысăк пулнă. «Кунĕпе руль умĕнче ларсан та ывăннине туйман. Çуллахи вăхăтра килти хуçалăхра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ», — аса илет В.Тарасов. Каярахпа çеç рабочисене ялтан илсе çӳреме  автобус уйăрнă.

«Сельхозтехника» предприятире 26 çул тăрăшса вăл унта тĕрлĕ техникăпа ĕçлеме тӳр килнĕ. Хăйне шанса панă автомашинăсене вăл яланах юсавлă тытнă, кирек хăçан та рейса тухма хатĕр пулнă. Рейс тенĕрен, В.Тарасов «Сельхозтехникăра» ĕçленĕ çĕвĕ цехĕ валли пусма тавар илме тата хатĕр продукцие леçме тăтăшах инçе çула та çӳренĕ. Магазин валли таварсем илме тĕрлĕ хуласене тухса кайнă. Пĕрремĕш класлă водитель хăйне шаннă пур ĕçе те тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Хастар ĕçшĕн ăна пĕрре мар предприяти администрацийĕ тĕрлĕ наградăсем парса чысланă.

Мăшăрĕпе, Зинаида Анатольевнăпа вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. З.Тарасова нумай çул «Труд» хуçалăхăн Чĕчкенти сĕт-çу ферминче  дояркăра тăрăшнă, ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ. Вĕсем 7 мăнукĕпе савăнаççĕ. Халĕ Василий Александрович тивĕçлĕ канура та, тăтăшах вĕсемпе юнашар пулма тăрăшать. Хĕллехи вăхăтра хăйсен çурчĕ умĕнче шыв сапса пăчĕк шăпăрлансене ярăнма каток, тăвайкки туса парать. Вĕсем хавассăн выляса-кулса савăннишĕн унăн чун-чĕри хĕпĕртет.

Ал-ури ăста унăн. Сварка ĕçне пултарнăран кил-тĕрĕшре кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тăвать. Иртнĕ çул вăл мотоблок çумне кăкарса минераллă удбрени сапакан агрегат ăсталарĕ. Унпа хăйĕн çĕр лаптăкне çеç мар кӳршисенне те, тăванĕсенне те сапса пачĕ.

В.Тарасов çак кунсенче 65 çул тултарать пулин те хăйне патвар тытать-ха. Ывăлĕ ялта çурт лартма пуçланă та, унта пулăшма тăрăшать. «Ялта çуралса ӳснĕ ачан тăван тăрăхах юлмалла. Çăмăл мар, паллах, унта пурăнма. Пирĕн аттесемпе асаттесене те ансат пулман. Çапах та вĕсем пĕтĕм йывăрлăхсене парăнтарса хăйсен йăх-несĕлĕсене ялта паянхи кунчченех упраса хăварма пултарнă», — тет вăл. Малашне те мĕн пур пурнăçне ĕçре ирттерекенĕн сывлăхĕ пултăр, вăй-халĕ ан чактăр.

Ю.ГАВРИЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *