Воскресенье, 5 мая

Общество

Зарегистрируйся не выходя из дома

Зарегистрируйся не выходя из дома

На портале «Госуслуг» доступен сервис, позволяющий гражданам России зарегистрироваться по месту пребывания без посещения подразделения по вопросам миграции либо многофункциональных центров. Для подачи заявления достаточно иметь подтвержденную учетную запись на портале «Госуслуг» и наличие прав собственности, зарегистрированных в Росреестре. Согласие собственников на вселение в жилое помещение также оформляется в электронном виде. Учитывая, что более 90% информации в интерактивных формах заполняется автоматически, возможные ошибки при подаче заявления сведены к минимуму. Срок предоставления государственной услуги составляет не более 8 рабочих дней. Свидетельство о регистрации по месту пребывания поступает гражданину в личный кабинет портала «Госуслуг» в виде электронного документа, завер

Ашшĕ пуçне хунине тÿрех пĕлтермен

1941 çулхи кĕркунне. Аслă Отечественнăй вăрçăн чи йывăр тапхăрĕ — Совет çарĕсен хÿтĕлев чиккине темиçе çĕрте татса фашистсем Мускав патне талпăннă. Октябрĕн 13-мĕшĕнче Патшалăх хÿтĕлев комитечĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçламалли çинчен пĕлтернĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама ÿт-пÿ енчен сывлăхлă 17 çул тултарнă çынсене мобилизациленĕ. Кашнинех хăйĕнпе кĕреçе пулмалла, пилĕк çынна — пĕр пуртă, вунă çынна — пĕр лум. Колхозсен хÿтĕлев чиккине тунă тапхăрта хăйсен колхозникĕсене котлопунктсемпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтермелле. Апат-çимĕç нормине те палăртнă: кашни мобилизациленнĕ çынна кунне 800 грамм çăкăрпа, 600 грамм пахча çимĕçпе тата çĕрулмипе тивĕçтермелле. Ĕç вăхăчĕ кун çути киличчен пуçланса тĕттĕмпе вĕçленнĕ. Чăтма йывăр условисенче, шартлама сивĕре алă вĕççĕн ĕçлесе

Уяв савăнăç парнелетĕр

Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсем умĕн эпир хамăрăн кил-çурта е хваттере йăлтăр-ялтăр япаласемпе илемлетме тăрăшатпăр. Анчах хăшпĕр чухне пушар хăрушсăрлăх правилисем çине алă сулатпăр. Çăмăлттайлăха пула илемлĕ елкăсăр, сĕтел-пукансăр тата пурăнмалли хăтлă çурт-хваттерсĕр те тăрса юлма пултарнине шута илместпĕр. Чи малтан чăрăша лайăх вырнаçтарса лартмалла, унăн никĕсĕ çирĕп те тăн-тăн пулмалла. Чăрăшăн тураттисемпе тăрри стенасене, маччана, сĕтел-пукана тата килти ытти япаласене лексе тăмалла мар. Унсăр пуçне вăл ăшăтмалли приборсенчен айккинерех, пÿлĕмрен тухса-кĕме чăрмантарман вырăнта пулмалла. Бенгаль çулăмĕсемпе, петардăсемпе, хлопушкăсемпе пÿртре усă куратăр пулсан вĕсен хĕлхемĕ чылай аякка сапаланма, йăсăрланса çулăм кăларма пултарнине асра тытмалла. Уяв пÿлĕмĕнче шыв пичкипе хăйăр е

Асанкассисем эмеле ялтах туянаяççĕ

Иртнĕ эрнере Асанкасси ялĕнче Комсомольски райповĕн ял халăхне кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерекен аптека пунктне уçрĕç. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта уçнă ятпа ял çыннисене район администраци пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски райпо Канашĕн председателĕ Светлана Грачева, «Чăвашпотребсоюзăн» аслă провизорĕ Елена Кирпичникова, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов тата ялти вăтам шкул директорĕ, районти депутатсен Канашĕн депутачĕ Анатолий Филиппов саламларĕç. Ялта аптека пункчĕ пулни халăхшăн чăннипех те пысăк çăмăллăх — малашне эмел илессишĕн район центрне çÿремелле пулмĕ. Аптека пунктĕнче кирлĕ эмелпе çийĕнчех тивĕçтерме май пулмасан саккас тусан кĕске вăхăтра илсе килсе парĕç. Пухăннисем аптека ял варринче вырнаçни халăхшăн питĕ меллĕ пулнине палăртрĕç. Килнĕ хăнасем пурне те çирĕп с
Халăх пысăк ĕç турĕ

Халăх пысăк ĕç турĕ

Асанкасси — районта чи пысăк ялсенчен пĕри. Кунта пурăнакансене — çÿреме çывăхра чиркÿ çук. Комсомольскине çитме икĕ вăрман витĕр тухмалла, тăватă ял урлă иртмелле. Асанкассинче чиркÿ тăвасси пирки эпĕ тахçанах шутлама пуçланă. Çавăнпа та ку ыйтупа малтанах ял çыннисемпе калаçса пăхрăм. Кил тăрăх çÿресе халăх шухăшне хут çине алă пустарса çирĕплетрĕм. Вăл вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса А.В.Озеров ĕçлетчĕ. Александр Васильевич ман шухăша хирĕç пулмарĕ. Алă пустарнă хута Комсомольскинчи чиркÿри Алексей аттене патăм. Вăл та ман пуçарупа хавас пулчĕ. Луцки салинчи Витали атте те ырларĕ. Ун хыççăн Алексей атте, А.Озеров тата эпĕ ялта чиркÿ тума вырăн шырарăмăр, темиçе тĕле те çитрĕмĕр. Эпĕ сĕннĕ вырăн пурне те килĕшрĕ. Ĕç вырăнтан хускалчĕ тесе шутланăччĕ. Анчах та Алексей атте Комсомольскинч
Çĕнĕ «омикрон» штамм çинчен

Çĕнĕ «омикрон» штамм çинчен

1. Коронавирусăн çĕнĕ «омикрон» штаммĕ ытти штамсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать? — Çак штамри мутацисем вирусăн ереслĕхне ÿстереççĕ, клеткăсене лекес майĕсене анлăлатаççĕ. Çавна май ку штамм хăвăртрах сарăлать. 2. Çĕнĕ «омикрон» штамма хăçан чи пĕрремĕш хут тупнă? — Чи малтанах ăна Кăнтăр Африкăра асăрханă. Çакă 2021 çулхи ноябрĕн 9—11-мĕшĕсенче пулнă. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче GISAID базăна Гонконгра тупнă тĕслĕхе, ноябрĕн 27-мĕшĕнче Израильте тата Бельгире тупнă тĕслĕхсене кĕртнĕ. Паянхи кун çак штампа «тĕл пулнă» çĕршывсем нумайлансах пыраççĕ. 3. Раççейре ăна тупнă-и? — Паянхи кун тĕлне Раççейре «омикрон» тупнă тĕслĕхсене регистрациленĕ. Роспотребнадзор çакна çирĕп тĕрĕслет. 4. Паянхи кун усă куракан тест-системăсем çĕнĕ «омикрон» штамма тупса палăртма пултараççĕ-и? — Раççейре усă куракан п
Очередное уголовное дело по факту мошенничества

Очередное уголовное дело по факту мошенничества

13 декабря жительнице села Чурачики, 1981 года рождения, на абонентский номер стали поступать звонки с незнакомого ей номера стационарного телефона, а затем с сотового телефона. Она ранее слышала, что могут позвонить мошенники и обычно не отвечала на звонки незнакомых абонентских номеров, но в этот раз решила ответить. Как только она приняла звонок, мужчина уверенным, твердым голосом, представился, сообщил, что он со службы безопасности банка, на время дал ей переговорить с другим мужчиной, который представился полицейским. Мужчины по телефону назвали ее фамилию, имя, отчество и дату рождения, а затем огорчили её известием, что на её имя оформлен кредит на сумму 2 000 000 рублей. Женщина сразу поверила «полицейскому» и сотруднику «службы безопасности» и по их команде стала вводить в своем
Паттăрлăха асра тытса

Паттăрлăха асра тытса

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе палăртрĕ. Çак пулăма паллă тăвассипе çыхăннă ятпа Комсомольски ял поселенийĕн культура ĕçченĕ-сем тата кружока çÿрекенсем Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне яланах асра тытмаллине ялти клубсенче кăтартса пачĕç. Кĕçĕн Каçал культура çурчĕн ертÿçи Алевтина Трофимова çырнă «Манăçнă паттăрлăх» пьесăн 3 сыпăкне ял халăхĕ умне кăларчĕç. Пьесăна Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи Дария Осиповăна халалланă. Унăн ывăлĕсем хаяр вăрçа кайма ят тухсан пĕр тытăнса тăмасăрах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ултă ывăлĕ те хаяр вăрçă хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă. Мĕнлерех йывăр пулнă Дария Осиповăна пĕр ывăлсăр тăрса юлма. Амăшĕ кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен. Унăн ывăлĕ
Асăрханни кирлĕ

Асăрханни кирлĕ

Тепĕр чухне эпир пушар ăнсăртран, кĕтмен çĕртен тухрĕ тесе калатпĕр. Кĕтмен çĕртен тенипе килĕшме те пулать пулĕ, никам та инкеке кĕтсе тăмасть. Ăнсăртран тенипе вара... Пĕлсе тăрсах, халиччен пулманччĕ-ха, малашне те пулмĕ тесе лăпланса юсавсăр электрооборудованипе, кăмакасемпе усă куракансем, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнманнисем те тупăнаççĕ. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн кăмакасемпе, ăшăтакан ытти приборсемпе усă курма пуçлатпăр. Çак вăхăтра пушарсен шучĕ те ÿсет. Çак кунсенче ятарлă комисси Асанкасси ялĕнче килсем тăрăх çÿресе вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе паллашнă. Уйрăмах вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсен, нумай ачаллă çемьесен, эрех-сăрапа иртĕхекенсен çурчĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов, С.В.Чермасов аслă инспектор, райо
Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ

Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ

Мĕн тĕрлĕ йывăрлăх курман-ши паянхи кун сакăр-тăхăр теçетке çул утакан ватăсем! Вĕсем ÿснĕ Аслă Отечественнăй вăрçă тата ун хыççăнхи вăхăтсем ытла та тумхахлă пулнă-çке. Кайран та çăмăлах килмен. Апла пулин те чăтнă, кăткăслăхсем умĕнче пуçĕсене усман. Çавăн пек çынсенчен пĕри — Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Зинаида Никитична Чернова. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарнă. Паллă кунпа ăна Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова саламланă. Ăшă сăмахсемпе пĕрлех вăл РФ Президенчĕн В.Путинăн саламне те çитернĕ, район тата ял администрацийĕсен ячĕсемпе парне панă, хастар ĕçсемшĕн тав тунă, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Зинаида Никитичнăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вăл вунă çул та тултарман пулнă-ха. Савăнса, выляса-кулса пурăнмалли ÿсĕм! Анчах та унăн,