Вторник, 16 апреля

Паттăрлăха асра тытса

Паттăрлăха асра тытса

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе палăртрĕ.
Çак пулăма паллă тăвассипе çыхăннă ятпа Комсомольски ял поселенийĕн культура ĕçченĕ-сем тата кружока çÿрекенсем Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне яланах асра тытмаллине ялти клубсенче кăтартса пачĕç. Кĕçĕн Каçал культура çурчĕн ертÿçи Алевтина Трофимова çырнă «Манăçнă паттăрлăх» пьесăн 3 сыпăкне ял халăхĕ умне кăларчĕç. Пьесăна Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи Дария Осиповăна халалланă. Унăн ывăлĕсем хаяр вăрçа кайма ят тухсан пĕр тытăнса тăмасăрах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ултă ывăлĕ те хаяр вăрçă хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă. Мĕнлерех йывăр пулнă Дария Осиповăна пĕр ывăлсăр тăрса юлма. Амăшĕ кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен. Унăн ывăлĕсем таврăнса, пысăк çемьеллĕ пулса, мăнукĕсемпе савăнса пурăнас ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Дария Осипован сăнарне Алевтина Николаевна тĕлĕнмелле питĕ хурлăхлă сăнласа пачĕ. Залра ларакансен нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç.
Сыпăксенче ялти хĕрарăмсен вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхĕ те, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвассинчен те айккине тăрса юлманни те курăнать. Мĕнле сивĕ çанталăка пăхмасăрах, выçăллă-тутăллă пулсан та, вĕсем кар тăрса унта тухса утаççĕ. Аллисенче кĕреçе, лум, пуртă. Ялта выçлăхпа йывăрлăх хуçаланнă. Арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕ. Çапах та хĕрарăмсем мĕнпур вăй-халĕпе тискер тăшмана çĕнтерме пулăшнă. Вăрманне те каснă, утă-улăмне те пуçтарнă, аки-сухине те хăйсемех тунă. Шанчăка çухатман, йывăрлăхран хăраман. Куракансем килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.
Л.ТИХОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *