Воскресенье, 28 апреля

Асăрханни кирлĕ

Асăрханни кирлĕ

Тепĕр чухне эпир пушар ăнсăртран, кĕтмен çĕртен тухрĕ тесе калатпĕр. Кĕтмен çĕртен тенипе килĕшме те пулать пулĕ, никам та инкеке кĕтсе тăмасть. Ăнсăртран тенипе вара… Пĕлсе тăрсах, халиччен пулманччĕ-ха, малашне те пулмĕ тесе лăпланса юсавсăр электрооборудованипе, кăмакасемпе усă куракансем, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнманнисем те тупăнаççĕ. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн кăмакасемпе, ăшăтакан ытти приборсемпе усă курма пуçлатпăр. Çак вăхăтра пушарсен шучĕ те ÿсет.
Çак кунсенче ятарлă комисси Асанкасси ялĕнче килсем тăрăх çÿресе вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулнипе паллашнă. Уйрăмах вĕсем пĕччен пурăнакан ватăсен, нумай ачаллă çемьесен, эрех-сăрапа иртĕхекенсен çурчĕсем çине тимлĕх уйăрнă.
Пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов, С.В.Чермасов аслă инспектор, районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн çумĕ В.Е.Степанов çынсемпе курнăçнă. Вĕсемпе калаçусем ирттернĕ. Унта пушар тухнине асăрхасан кĕсъе телефонĕсемпе усă курса пулăшу мĕнле чĕнсе илмеллине ăнлантарса панă, ăшă памалли тата йăлара усă куракан электричество, газ приборĕсемпе тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă.
Г.ЮРЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *