Ашшĕ пуçне хунине тÿрех пĕлтермен

1941 çулхи кĕркунне. Аслă Отечественнăй вăрçăн чи йывăр тапхăрĕ — Совет çарĕсен хÿтĕлев чиккине темиçе çĕрте татса фашистсем Мускав патне талпăннă. Октябрĕн 13-мĕшĕнче Патшалăх хÿтĕлев комитечĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçламалли çинчен пĕлтернĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама ÿт-пÿ енчен сывлăхлă 17 çул тултарнă çынсене мобилизациленĕ. Кашнинех хăйĕнпе кĕреçе пулмалла, пилĕк çынна — пĕр пуртă, вунă çынна — пĕр лум. Колхозсен хÿтĕлев чиккине тунă тапхăрта хăйсен колхозникĕсене котлопунктсемпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтермелле. Апат-çимĕç нормине те палăртнă: кашни мобилизациленнĕ çынна кунне 800 грамм çăкăрпа, 600 грамм пахча çимĕçпе тата çĕрулмипе тивĕçтермелле. Ĕç вăхăчĕ кун çути киличчен пуçланса тĕттĕмпе вĕçленнĕ. Чăтма йывăр условисенче, шартлама сивĕре алă вĕççĕн ĕçлесе 1941 çулти ноябрь — 1942 çулти январь уйăхĕсенче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисенчи çĕр ĕçĕсене вĕçленĕ.
— Питĕ сивĕччĕ. Шăнса чул пек шаклатса ларнă тăпра лума та, пуртта та парăнмасчĕ. Йĕпенсе хытса ларнă тумтир çĕр-каçа та типсе ĕлкĕрейместчĕ. Ирхине татах çак япаласенех тăхăнмалла, ĕçе пикенмелле. Ĕнерхи шкул ачисем вăйпитти арçынсем çеç вăй çитерме пултаракан ĕçе пурнăçланă, алли-урисемпе пичĕсене тăм илтернĕ. Темле йывăр пулсан та чăтнă, — аса илет Сăр хÿтĕлев чиккине тунă çĕре хутшăннă Ольга Васильевна Быкова.
Ульха аппа Хирти Сĕнтĕрте Акулинăпа Василий Кротовсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ колхоз лашисене пăхнă, арманçăра ĕçленĕ. Унтан, вăрçă пуçланас умĕн, кладовщикра тăрăшнă. Ульха аппа ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. Унăн учитель пулас ĕмĕчĕ питĕ пысăк пулнă. Анчах шкул хыççăн малалла вĕренме каяйман. Хĕр фермăра сысна пăхаканра ĕçлеме пуçланă. Хыççăн ăна ĕне витине куçарнă. Сысна пăхма хĕртен 2—3 çул кĕçĕнрех тăлăх ачана шаннă.
— Учитель пулаймарăм. Вĕренме 10 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Манăн вара атте-аннене пулăшмалла. Тантăшăм Зинаида Зайкова вĕренсе тухрĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех ялти шкулта ĕçлерĕ. Ман ачасене те пуçламăш классенче вĕрентрĕ.
Атте питĕ вăр-вар та ĕçченччĕ. Ялти çынсем хушшинче ылтăн алăллă, ырă чĕреллĕ пулнипе хисепреччĕ вăл. Пурнăç хăйĕн йĕркипе шăватчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă кунах ялти 5 арçынна повестка пачĕç. Ялта нимĕçсем Мускав патне çитеççĕ текен хыпар çÿрет. Хÿтĕлев чикки тума кайма çын пуçтараççĕ. Хĕрарăмсен ачисене никампа хăварма çуккине те пăхмаççĕ. Вăл вăхăтра пепкисене хăварма çемьере ватă çын пулман ĕçлекен хĕрарăмсен ачисене ватăсемпе пурăнакан çемьесене килсерен уйăрса панă. Пирĕн асаннепе асаттене ача пăхма шанчĕç. Аннене тин çеç ача çуратнă пирки окоп чавма илсе каймарĕç. Вара мана, 15 çулта çеç пулсан та, фермăран пăрахтарса траншея чавма ячĕç. Пĕчĕк çырма пурччĕ, шывĕ те кăшт юхатчĕ, çав çырмана пысăклатмаллаччĕ. Мана Ульха аппа /Малинина/ çумне çирĕплетрĕç. Вăл манран 2—3 çул аслăрахчĕ, пирĕн тăванччĕ. Çав çул хĕл питĕ сивĕ килчĕ. 42 градус таран та çитнине калатчĕç. Тумтирĕ çÿхе — ăшă тытмасть. Тĕртнĕ кĕске йĕм чĕркуççисене аран хуплать. Урари çăпатасем пăрланса лараççĕ, час çĕтĕлеççĕ. Пире барака вырнаçтарнăччĕ. Каланкка пекки çинче хамăр тумсене типĕтеттĕмĕр. Ялтан апат-çимĕç илсе килессине йĕркеленĕччĕ. Керука кум /Шатилов/ лашапа çĕрулмипе хутăш пĕçернĕ çăкăр тата вĕтĕ çĕрулми илсе пыратчĕ. Пирĕн пата çитнĕ çĕре çĕрулмийĕ шăнса хытатчĕ. Ăна плита пекки çинче ăшăткаласа çиеттĕмĕр. Тепĕр чухне çанталăк япăхса кайсан ялтан апат илсе килейместчĕç. Вара выçăлла ĕçлеме тиветчĕ. Ульха аппапа иксĕмĕре асанне пĕчĕк хутаçпа типĕтнĕ сухари парса янăччĕ. Ăна хамăр хушăмăрти çынсемех ыйтмасăр илсе çисе янăччĕ. Эпир вара темиçе кун пурăнтăмăр. Пĕрре сивĕ, тепре выçă. Асапланнă, тăрăшнă. Питĕ йывăр пулнă. Пирĕн хушăрах, сахалăн пулсан та, ĕçлесшĕн маррисем те пурччĕ. Пире пĕр милиционер сыхласа ĕçлеттеретчĕ. Ăна пирĕн яла ĕçлеме районтан янă пулнă. Хыçлă çунапа, шурă кĕрĕкпе эпир мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе тăратчĕ. Хăш-пĕр бригадăра чăтайманнипе тарса каякансем те пулнă теççĕ. Пирĕн хушăра ун пеккисем пулман, — калаçрĕ Ульха аппа.
Ялта та кашни килте окоп чавтарнă. Ăна икĕ кÿршĕ пĕрле е пĕр çемье пахча вĕçне чавнă. Ашшĕне вăрçа кайма повестка парсан Ульха аппана траншея чавнă çĕртен яла илсе килнĕ. Аçынна хĕрне кладовщик-учетчик ĕçне вĕрентсе документсене парса хăварма пилĕк кун вăхăт панă.
— Эпĕ шут шăрçи туртма та, тарасапа виçме те, документ тултарма та йĕркеллĕ пĕлместĕп. Ĕçре вара питĕ çирĕп ыйтаççĕ. Йăнăшас пулсан Çĕпĕре ăсатасран питĕ хăраттăм. Пирĕн яла Ленинградран эвакуаципе килнĕ Нюра Бабич ятлă хĕрарăм правленире ĕçлетчĕ. Вăл мана нумай пулăшатчĕ. Отчетсем тума та вĕрентетчĕ. Кладовщик хыççăн ялти лавккара ĕçлеме шанчĕç. Ун чухне çÿлтен ирĕк памасăр, хăв тĕллĕн нимĕн те суттарман. Тавар списокĕ хуçалăхра пĕрмай кирлĕ япаласенчен /шăрпăк, краççын, тăвар/ тăратчĕ. Ялти учительсене уйăха çур пăт çăнăхпа тивĕçтеретчĕç. Вĕсен виçĕ çула çитмен ача пулсан тата икĕ килограмм хушса паратчĕç. Çак ĕçе пурнăçлама мана шаннăччĕ. Лаша кÿлсе Канаша кайса тырă илсе килеттĕм. Ял вĕçĕнчи арманта хамах çăнăх авăртаттăм. Пĕр грамм та йăнăшма юраман.
Патшалăха çулталăка 42 килограмм какай, 200 çăмарта, 8 килограмм услам çу, сурăх çăмĕ памалаччĕ. Çак налука ял халăхĕ кашни килтен хăй çимесĕр пуçтарнă. Чĕрĕ хур та пуçтаратчĕç. Вĕсене пирĕн тĕп кил картишне хупатчĕç малтан. Унтан Канаша хăваласа каяттăмăр. Унсăр пуçне Канаша вăкăрсемпе тырă леçме те кайнă. Çул çинче колхоз хваттерĕнче çĕр каçаттăмăр, виçĕ кун хушшинче яла çаврăнса çитеттĕмĕр. Вăрлăхлăх тырра Хирти Мăнтăр чиркĕвĕнче усраттăмăр. Тырă миххисене хырăм çине хурса йăтаттăм. Аслăраххисем: «Хĕрĕм, хăвна упрарах йăт-ха», — тетчĕç мана хĕрхенсе. Çамрăклах йывăр ĕçпе пиçрĕмĕр, упранма майĕ те пулман. Алса-нуски çыхса, кăçатă çапса фронта нумай ăсататтăмăр. Çапла, халăх хăй çити-çитми пурăнса норма тултаратчĕ. Фронтри салтаксене пурнăçпа вилĕм хушшинче тата та йывăртарах пулнă ĕнтĕ. Тылри çынсем тăрăшни те Çĕнтерÿ кунне çывхартнă, паллах.
Кашни çемье вăрçă хирĕнчен виç кĕтеслĕ çырусем кĕтетчĕ. Хурлăхлă хыпарсем те килетчĕç. Пирĕн çемьене сиктерсе хăвармарĕ çак усал хыпар. Почтальонта ĕçлекен Петя Голландцевпа калаçса татăлса атте вăрçă хирĕнче пуçне хуни çинчен пĕр çулталăк ытла аннене куляннипе чире каясран хăраса каламасăр пурăнтăмăр. Анне кайран пĕрех пĕлчĕ ĕнтĕ, — пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ кинеми.
Пулас мăшăрĕ, Петр Гаврилович Быков, вăрçă пуçланнă вăхăтра шăпах тăватă çул пулнă хыççăн çул службăра тăнă. Анчах яла çитеймен. Каччăна вăрçа илсе кайнă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче самолетсем юсанă çĕрте службăра тăнă.
— Петя яла таврăнсан мăшăрлантăмăр. Вăл манран нумай çул аслăччĕ. Ĕмĕртен пыракан йăлапа вăрласа кĕчĕç. Вăт çапла çĕнĕ çын пулса Быковсен çемйине хушăнтăм. Хунямапа хуняçапа тĕп килте пурăнтăмăр. 1947 çулта пĕрремĕш ача çуралчĕ. 25 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăмăр. Ултă ача çуратрăмăр. 1971 çулта мăшăрăм чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Ун чухне кĕçĕн ача 10 çултаччĕ… — аса илчĕ ватă çын.
Паянхи кун Ольга Васильевна Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Чĕрере йывăр суран хăварнă вăрçă çулĕсене аса илме юратмасть вăл.
— Мăнукăмсем тăрăшнипе интернет урлă шыраса аттен вилтăпри ăçта пулнине тупрăмăр. Вăл Ленинград облаçĕнче тăванлăх масарĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Эпир курнă нушана ачасемпе мăнуксен курмалла ан пултăр. Тата, май килнĕ чухне тăван ял çыннисене, кÿршĕсене, тăвансене тав сăмахĕ калатăп. Яла тăван киле пырса çÿренĕ чухне эсир мана яланах тараватлăхăрпа савăнтараттăр. Халь ватă ĕнтĕ — инçе çула тухаймастăп. Пурте çирĕп сывлăхлă, телейлĕ, вăрăм та пархатарлă ĕмĕрлĕ пулăр, — тет январĕн 1-мĕшĕнче 96 çул тултаракан Ульха аппа.
С.ВИШНЕВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *