Общество

«Омикрон» хăвăрт сарăлать

«Омикрон» хăвăрт сарăлать

Коронавирус каварлă та усал чир пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ: тĕнчере, çĕршывра, çĕнĕ штамм — «омикрон» — сарăлма пуçларĕ. Шел, вăл регионсене çул хыврĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре те омикронпа чирлĕ çынна тупса палăртнă. Ăна Шупашкарти ковид стационарне вырттарнă. Вăл çын вакцинациленнĕ тата республика тулашне тухса çÿремен. Унччен коронавируспа чирленисем тутă пĕлме пăрахнă пулсан халĕ вăй пĕтнине, пуç ыратнине пĕлтереççĕ. Чир паллисем ОРВИпе пĕр килеççĕ: пысăк температура, алă-ура сыппи, пыр ыратни, ÿслĕк, сунас. Ачасен ÿчĕ çине шатра тухса тулать. Омикрон малтанхи вируспа танлаштарсан 4,2 хут хăвăртрах сарăлать. Уйрăмах чирлĕ çынпа пĕр пÿлĕмре пулсан вирус ересрен хăтăлса юласси иккĕленÿллĕ. Тухтăрсем вирус çывăх вăхăтра татах та вăй илме пултарасса палăртаççĕ. Районти лару-тăрă
Тимлĕ пулни пурлăха упрать

Тимлĕ пулни пурлăха упрать

Юлашки вăхăтра преступниксем ют карттăсем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем йышлансах пыни пăшăрхантарать. Шел пулин те, ют çынна çăмăллăн ĕненекенсем ултав серепине наччасрах лекеççĕ. Преступниксемшĕн чи лайăх мел — Интернетри сайтсенчи страницăсем çине тавар сутасси пирки пĕлтерÿсем вырнаçтарни. Вĕсем тавар туянакана укçа-тенкĕпе маларах татăлма сĕнсе ăна карттă çине куçарма ыйтаççĕ, каярах хăйсем те, вĕсемпе пĕрле страницисем те çухалаççĕ. Халăха яланах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шанчăксăр сутуçăсемпе, палламан çынсемпе ан çыхланăр, укçа-тенкĕпе тавара илсен анчах татăлма тăрăшăр. Банк карттин номерне, вăрттăн кодне е ытти информацие никама та ан пĕлтерĕр. Асра тытăр, телефон урлă шăнкăравлаканпа уйрăмах асăрхануллă пулмалла, карттăпа çыхăннă ыйтусене банка пырса унти специалистсемпе

Хисепе тивĕç хĕрарăм

Йăлмахва ялĕнче вăрăм ĕмĕрлисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри Елизавета Григорьевна Рыжова.  Вăл 1930 ҫулта Хораськинсен ҫемйинче ҫуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕҫленĕ, сакăр ачине сывă, тĕреклĕ ӳстерес тесе тăрăшнă. Вăрҫă пуҫлансанах ашшĕне, Григорий Ивановича: вăрҫа илсе кайнă. Арҫынсем пурте фронтра пулнă пирки тылри пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсем ҫине тиеннĕ. Вăл вăхăтра Елизавета тăватă класс пĕтернĕ, анчах чире пула малалла вĕренеймен.  Ашшĕ вăрҫăран аманса таврăннă хыҫҫăн  хĕрне малалла пĕлӳ парас тесе тăрăшать, анчах ҫамрăк хĕр хăйĕн тантăшĕсенчен юлнипе вĕренме кайма вăтанать. Ҫамрăклах Елизавета колхозра ĕҫлеме пуҫланă.  Уй-хирте куҫ курми пуличченех ҫурлапа тырă вырса кĕлтесем тунă. Вăл ытти ачасемпе пĕрле ырми-канми  тăрăшнă: тырă вырнă, утă ҫулнă, пуҫтарнă, вăкă
Асăну хăми уçрĕç

Асăну хăми уçрĕç

Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче январĕн 18-мĕшĕнче «Заветы Ильича» колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă И.И.Чернова халалласа «Асăну каçĕ» иртнĕ. Пурăннă пулсан çак кун унăн 90 çул тултармаллаччĕ. Ял-йыш, пĕрле ĕçленисем ăна манса каймаççĕ. Çакна сцена çине тухса калаçакансен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ. Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Лукиянов, вырăнти ветерансен совечĕн председателĕ В.Николаев, И.Черновпа пĕр вăхăталла районти тĕрлĕ хуçалăхсене ертсе пынă Г.Волков, Г.Апраков, парти райкомĕнче тата чылай çул районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп аграномĕнче тăрăшнă И.Минетуллин пултаруллă ертÿçĕ пирки аса илсе нумай ырă сăмахсем каларĕç. Иван Иосифовичăн ывăлĕн, Евгений Ивановичăн, аса илĕвĕсене те пуçтарăннисем интересленсех итлерĕç. Район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн ял хуçалăх, э
Ялта прививка тăваççĕ

Ялта прививка тăваççĕ

Районти тĕп больница ĕçченĕсем коронавирус чирĕнчен хÿтĕленес тĕллевпе кашни эрнерех ятарлă графикпа вырăна тухса çынсене прививка тăваççĕ. Январь уйăхĕн пĕрремĕш эрнисенче вĕсем Шурутра, Александровкăра, Тукай Мишерĕнче,  Урмаелĕнче,   Асанкассинче пулнă.  Çак  эрнере  мобильлĕ  бригада  Хирти  Мăрат  /январĕн 19-мĕшĕ/, Аслă Чурачăк /январĕн 20-мĕшĕ/, Шурут /январĕн 21-мĕшĕ/ ялĕсене çитет. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара паянхи куна районта пурăнакан 12098 çын вакцинациленнĕ. Ревакцинациленнисем — 918. Районти тĕп больница тĕп тухтăрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, район больницинче вакцинаци çителĕклĕ, больницăра вакцинаци пункчĕ кашни кунах ĕçлет. — Ревакцинациленес текенсем валли «Спутник V» вакцина килнĕ. Нумайăшĕ «С
Ятарлă вырăнсенче шыва кĕрĕр

Ятарлă вырăнсенче шыва кĕрĕр

Ыран, январĕн19-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем Иисус Христос шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Паян, Кăшарни умĕн, чиркĕве çÿрекенсем кунĕпех типĕ тытаççĕ, каçхине вара вăй-хăват çитерекенсем сăвапланă ваксенче шыва кĕреççĕ. Тĕн уявĕн ырă йăлине малалла тăсса районти тăватă ялта çынсене шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрленĕ. Иртнĕ çул халăх вăйĕпе Хирти Сĕнтĕрте туса лартнă Георгий Победоносец ячĕпе хисепленекен чиркÿ купелĕнче çынсем уяв ячĕпе пĕрремĕш хут шыва кĕреççĕ. Çавăн пекех Александровка, Асанкасси, Тукай ялĕсенчи ятарлă вырăнсенче те çынсем чÿхенсе тухма пултараççĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин пĕлтернĕ тăрăх вĕсенче пуринче те йĕрке хуралĕн, медицина службин сотрудникĕсем дежурствăра тăрĕç. Çакна та асăхаттарса хăвармалла: ятарлă ирĕк илм

Ĕç стажĕ — 57 çул

Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çуралса ÿснĕ Ефросия Павловна Чукмаревăна ялта хисеплесе Явраç аппа тесе чĕнеççĕ. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Хавассăн, ним шухăшсăр урамра выляса чупса çÿремелли вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Вăйпитти арçынсем фронта тухса кайнă, ялта хĕрарăмсемпе ват çынсем çеç тăрса юлнă. Çул çитмен ачасен те ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Ялти ытти вĕтĕр-шакăрпа пĕрле Явраç та аслисене пулăшнă, темĕнле йывăр пулсан та чăтнă. Ăна «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă. Хĕр ача шкулта тăватă класс анчах вĕренсе пĕтернĕ. Вунтăватă çул тултарсан тантăшĕпе, Елькапа, Пушкин ячĕллĕ колхозăн сурăх ферминче ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра кунта пур ĕçе те алăпа тумалла пулнă. Витрепе шыв йăтса шăварнă, апат панă. Сурăхсем пăранланă вăхăтра ф
Тÿлевсем — пенси фончĕ урлă

Тÿлевсем — пенси фончĕ урлă

Хăш-пĕр çынсем, вĕсен шутĕнче Чернобыльте сиен тÿснисем, çар çыннисен арăмĕсемпе ачисем тата ыттисем те 2022 çулччен пособисене социаллă хÿтлĕх органĕсемпе Роструд урлă илнĕ пулсан, январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тÿлевсене Раççей Пенси фончĕ урлă илĕç. Ку улшăну ĕçсĕр юлнă ача ÿстерекен хĕрарăмсене, Чернобыльте сиен тÿснисене, политика репрессине тÿснĕ çынсене, машинăпа усă куракан инвалидсене, çар çыннисене, ача кĕтекен арăмĕсемпе ачисене пырса тивет. Пенси фончĕ пособисемпе ачаллă çак çемьесене тивĕçтерĕ: — ĕçсĕр юлнă хĕрарăмсене ача 1,6 тултариччен ÿстерме; — организаци хупăннине пула ĕçсĕр юлнă ача кĕтекен тата çуратнă хĕрарăмсене; — ача çуратнăшăн, пепкене усрава илнĕшĕн тата хĕсметре тăракан салтакăн ача кĕтекен мăшăрне — пĕр хут тÿлекен пособипе; — хĕсметре тăракан салтакăн ачине
Вакцинаци тумалла. Çĕнĕ штамм питĕ хăвăрт сарăлать

Вакцинаци тумалла. Çĕнĕ штамм питĕ хăвăрт сарăлать

Юлашки вăхăтра «омикрон» штамм пирки нумай калаçаççĕ. Европăра анлă сарăлнăскер, Раççее те килет. Эппин тухтăрсен хатĕр пулмалла. Ытларикун республикăри оперативлă штаб ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, республикăри больницăсенче çĕнĕ штампа инфекциленнĕ пациентсене йышăнма хатĕр. Раççейре «омикрон» штампа чирленĕ çынсем пур. Çавна май çитес вăхăтра чир республика территорийĕнче те сарăлма пултарать. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра çак вируса тупса палăртнă çĕршывсенчен килекен çынсене тĕрĕслеççĕ. Çак чир питĕ хăвăрт сарăлнипе палăрать. Вăл 94 çĕршывра сарăлма та ĕлкĕрнĕ. Министр çĕнĕ штамм ытларах çамрăк пациентсене, çав шутра ачасене те ернине палăртнă. «Вакцинациленмен çынсен чирĕ йывăртарах иртет. Çакна Гамалея ячĕллĕ наци тĕпчев ценр
Йывăрлăха парăнман хĕрарăм

Йывăрлăха парăнман хĕрарăм

Нумаях пулмасть ял çыннисен тĕп профессийĕсем дояркăпа механизатор пулнă. Шăпах вĕсен ĕçĕнчен ял хуçалăхĕн пуласлăхĕ килнĕ, мĕншĕн тесен туса илекен сĕт, аш-какай тата çăкăр тĕп апат-çимĕçсем шутланнă. Манăн паян çамрăк чухне дояркăра ĕçленĕ Александра Дмитриевна Албутова çинчен каласа парас килет. Вăл 1937 çулта Йăлмахва ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ, Агрепина Егоровнăпа Дмитрий Сергеевич Мироновсем, 3 ачана кун çути панă. Шура çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Хаяр вăрçă пуçлансан ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Шура ун чухне 5 çулта çеç пулнă. Ашшĕ-не япăх астăвать вăл. «Вăрçа кайнă чухне ыталаса чуп туни çеç паянхи кун та куç умĕнче», — аса илет Александра Дмитриевна. Ашшĕ, Дмитрий Сергеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи çулĕсенчех хыпарсăр çухалнă салтаксен шутне кĕнĕ. Амăшĕ