Халăх пысăк ĕç турĕ

Халăх пысăк ĕç турĕ

Асанкасси — районта чи пысăк ялсенчен пĕри. Кунта пурăнакансене — çÿреме çывăхра чиркÿ çук. Комсомольскине çитме икĕ вăрман витĕр тухмалла, тăватă ял урлă иртмелле. Асанкассинче чиркÿ тăвасси пирки эпĕ тахçанах шутлама пуçланă. Çавăнпа та ку ыйтупа малтанах ял çыннисемпе калаçса пăхрăм. Кил тăрăх çÿресе халăх шухăшне хут çине алă пустарса çирĕплетрĕм. Вăл вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса А.В.Озеров ĕçлетчĕ. Александр Васильевич ман шухăша хирĕç пулмарĕ. Алă пустарнă хута Комсомольскинчи чиркÿри Алексей аттене патăм. Вăл та ман пуçарупа хавас пулчĕ. Луцки салинчи Витали атте те ырларĕ. Ун хыççăн Алексей атте, А.Озеров тата эпĕ ялта чиркÿ тума вырăн шырарăмăр, темиçе тĕле те çитрĕмĕр. Эпĕ сĕннĕ вырăн пурне те килĕшрĕ. Ĕç вырăнтан хускалчĕ тесе шутланăччĕ. Анчах та Алексей атте Комсомольскинчен тухса кайрĕ, А.Озеров та, Витали атте те сасартăк çут тĕнчерен уйрăлчĕç. Манăн пуçару чарăнса ларчĕ. Çакă çăвартан çăкăр тухса ÿкнĕнех туйăнчĕ.
Çулсем иртрĕç пулин те ялта чиркÿ тăвас шухăш ман пуçран тухса ÿкмерĕ. Пĕррехинче район хаçачĕ урлă хам шухăша пĕлтерме шутларăм. Аслă Чурачăк чиркĕвĕнчи Георги аттепе те калаçса пăхрăм. Вăл ман шухăшпа килĕшрĕ. Кĕçех районтан килсе пулас чиркÿ вырăнĕ валли çĕр виçсе пачĕç. «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ А.Н.Бахтеров никĕс блокĕсемпе тивĕçтерчĕ. Çапла вара 2017 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче чиркÿ никĕсне хурса хăвартăмăр. Çак ĕçе ял халăхĕ туслăн пĕрле пуçтарăнса, тăрăшса пурнăçларĕ. Тепĕр çул, çăва тухсан чиркÿ стенисене хăпартма пуçларĕç. Купаланă çĕрте Н.Степанов ывăлĕн строительство бригади тăрăшрĕ. Ял çыннисем те пулăшма йышлăн хутшăнчĕç. Хал ĕнтĕ чиркÿ тăррине витнĕ, хĕресĕсене, куполсене вырнаçтарнă. Чÿречисене, алăкĕсене лартнă, шалтан тумалли ĕçсем тата ăшăтмалли хатĕр-хĕтĕр кĕртесси анчах юлнă.
«Пĕччен суран — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать», — тенĕ ваттисем. Асанкасси ялĕнче пурăнакансем пурте кар тăрса чиркÿ тума укçа-тенкĕ пачĕç, ĕçлеме те кар тăрса хутшăнчĕç. Çавăншăн вĕсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Ял халăхĕ ушкăнпа пысăк ĕç турĕ. Манăн тахçантанпа кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ. Кĕçех чиркÿ хăйĕн алăкĕсене уçĕ. Ялтах чиркÿ ĕçлени, унта священник пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Ача çуралсан тĕне кĕртме, вилнисене асăнса çурта лартма, уявсенче кĕлле кĕме инçете çÿремелле мар. Эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ, унта нумаях çÿрес çук. Чиркÿ çамрăксене чун-чĕре тасалăхне упраса хăварма, малашлăха шанса пурăнма пулăшасса ĕненетĕп.
А.СТЕПАНОВА
/РОМАНОВА/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *