Общество

Вĕренӳ иртрĕ

Вĕренӳ иртрĕ

Декабрĕн 13-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн  районти  клиент службин уйрăмĕнче    пушар тухнă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене  пăхăнас енĕпе вĕренӳ иртрĕ. Районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем, пушар надзор уйрăмĕн специалисчĕсем  пенси фондĕнче тата районти «Каçал ен» хаçатра  ĕçлекенсене вут-кăвар тухсассăн чи малтан мĕн тумаллине, пушар сӳнтерекен хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăнмаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ  Иван  Ананьев  пĕлтернĕ тăрăх, кун пек вĕренӳсем кашни учрежденирех иртеççĕ. Çакă ĕçченсене лару-тăрăва  пĕлсе хаклама пулăшать. Вут-кăвар тухсан çухалса каймалла маррине тепĕр хут аса илтерет. — Аса илтерсе хăваратпăр, енчен те пушар тухн
Ачасемпе тĕл пулнă

Ачасемпе тĕл пулнă

Çак кунсенче  РФ Пенси фончĕн  районти  клиент службин уйрăмĕн специалисчĕсем  «Единая Россия» партин районти çамрăк гвардеецĕсем тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем валли  финанс пĕлĕвĕн урокĕ йĕркеленĕ. Шкул ачисем  пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашнă, граждансен пулас пенсийĕ мĕнле пулассине те шутласа пăхнă. Çавăн пекех вĕренекенсем «Школьникам о пенсии» вĕренӳ ресурсĕпе те кăсăкланса паллашнă.  Кунта ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав нумай. Мĕншĕн СНИЛС кирлĕ,  пенси виçи мĕнрен килет тата ытти нумай  ыйту çине хуравланă специалистсем.  Н.КАЛАШНИКОВА.
Тĕрĕс апатланăр, ытларах хускану тăвăр

Тĕрĕс апатланăр, ытларах хускану тăвăр

Юн çаврăнăшĕ пăсăлни чылай чухне инфаркт тата инсульт пулнипе сасартăк вилесси патне илсе пыма пултарать е инвалида кăларать. Çавăнпа та холестерин шайне тата юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Пирус туртма пăрахмалла, ытларах хусканусем тума тăрăшмалла. Тĕрĕс мар апатланни — чылай чир сăлтавĕ. Вăл е ку апат-çимĕçрен юнри холестерин çаврăнăшĕ мĕнле пуласси те, артерири пусăм виçи те нумай килеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх çăвĕ пур апат (консервăсем, сысна какайĕ, çуллă кайăк-кĕшĕк какайĕ, кăлпассисем, салă, фастфуд) сиенлĕ холестеринпа пуян пулнипе юн тымарĕсем çине ларса юлаççĕ. Çуллă аш-какай тата унран хатĕрленĕ продуктсене пулăпа, çăмартапа, çусăр какайпа улăштарма тăрăшмалла. Пăру, чăх, кăркка ашĕнчен мĕн те пулин хатĕрличчен вĕсем çинчи çăва тата тире сӳсе илме тăрăшăр. Апатра ытларах пулăран х
Алла паспорт илчĕç

Алла паспорт илчĕç

Декабрĕн 12-мĕшĕнче,  Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче  кадет класĕнче пĕлӳ пухакансене Раççей гражданинĕн паспорчĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Мероприятие районти тĕп библиотекăра  йĕркелерĕç.  Вĕренекенсене паспорта алла илнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митюков,  миграци пункчĕн начальникĕ  Арина Галкина, тĕп библиотека директорĕ, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова, ЗАГС уйрăмĕн заведующийĕ Ольга Федотова  саламларĕç, Раççей Федерацийĕн чăн-чăн гражданинĕ пулма сунчĕç.  
Наградăпа саламланă

Наградăпа саламланă

Тукай ялĕн каччи,  Алексей Галкин ефрейтор çар тивĕçне  пурнăçласа палăрнăшăн патшалăх наградине, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Декабрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ  А.Н.Осипов паттăрлăх кăтартнă  салтака савăнăçлă лару-тăрура саламланă, медальпе чысланă.  Александр Николаевич  Алексее  хăюлăх кăтартнăшăн  тав тунă.  Тĕл пулăва Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн специалисчĕсем,  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕсенче вĕренекенĕсем хутшăннă.
Хавхаланупа тăрăшаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ

Хавхаланупа тăрăшаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ

Асанкасси сĕт-çу фермине тавралăха каç сĕмĕ çапсан çитрĕмĕр. Кунта ĕçсем пуçланнăччĕ ĕнтĕ. «Ферма ялтан чылай аякра вырнаçнă пирки ĕçлекенсене илсе çитерме тата каялла леçме  ятарлă транспорт уйăрнă. Çакă вĕсен вăйне те, вăхăтне те перекетлеме май парать», — пĕлтерчĕ «Асаново» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Э.О.Таркина выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пуçланă май. Вăлах ферма заведующийĕ те, ветеринар ĕçĕсене те пурнăçлать. Малтанах пăруламалли ĕнесем тата  чи пĕчĕк пăрусем тăракан витере пултăмăр. Кунта мăшăрсем, Галина Моисеевнăпа Вячеслав Валентинович Васильевсем тăрăшаççĕ. Эпир пынă чухне аталаннă пăрусен пĕр ушкăнне урама уçăлма кăларчĕç те урайне тислĕкрен тасатрĕç, пăрусем валли çăратнă шыв хатĕрлеме пуçларĕç. Ĕçе вăр-вар, çав вăхăтрах типтерлĕ тăваççĕ. Ĕçĕ ну
Черетлĕ лару иртнĕ

Черетлĕ лару иртнĕ

Иртнĕ эрнекун Комсомольски муниципаллă округăн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева ертсе пынă. Пуху ĕçне район прокурорĕ О.В.Васильев хутшăннă. Унта депутатсем, тĕпрен илсен, Комсомольски районĕн администрацине тата ун йышне кĕрекен 12 ял тăрăхĕн администрацийĕсене пăрахăçлас ыйтăва пăхса тухнă, Комсомольски муниципаллă округ пирки калакан положение йышăннă. Пухура тата ытти ыйтусемпе те калаçнă, йышăнусем тунă. Г.Юрьев.
Коронавирусран асăрхан!

Коронавирусран асăрхан!

— Хĕллехи вăхăтра шăнса чирленĕ çынсен йышĕ  палăрмаллах ӳсет, коронавирус чирĕ  те «тĕлĕрмест». Çакна  юлашки вăхăтра чирлисен йышĕ ӳсни çирĕплетет, — пĕлтерчĕ  район администрацийĕнче тунтикунсерен иртекен канашлура район больницин тĕп врачĕ Инна Ефремова.  Инна Ивановна пĕлтернĕ тăрăх юлашки эрнере чирлĕ çынсенчен 262  анализ илнĕ, вĕсенчен 21-шĕ коронавируспа чирли паллă. Вĕсен йышĕнче — пĕр ача. — Грипп тата коронавирус  чирĕсенчен асăрханса прививка тутарни вырăнлă. Çавăнпа та  районта пурăнакансем тĕп больницăра кашни кунах прививка тутарма пултараççĕ, — пĕлтерчĕ тĕп тухтăр. Профилактика мерисене пăхăнма манмалла мар, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла. А.МАРИЯН.

Пĕрле пуçтарăнса калаçни паха

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе районти тĕп библиотекăра «Ку тĕнчере эсĕ пĕччен мар» темăпа çавра сĕтел иртнĕ. Унта медицинăпа социаллă экспертиза тĕп бюровĕн 15-мĕш номерлĕ филиалĕн ертӳçи Валентина Васильева, 41-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Людмила Васильева, РФ Пенси фончĕн клиент службин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Самарина, социаллă страховани фончĕн тĕп специалисчĕ Валентина Тихонова, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Татьяна Смирнова, социаллă хӳтлĕх пайĕн специалисчĕ Нина Зайцева хутшăннă. Вĕсем хăйсен ведомствисенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, тĕлпулăва килнисен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Мероприятие ертсе пыракан Валентина Боровковăпа Светлана Григорьева пуçтарăннисене чир-чĕре парăнмасăр пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тунă çынсем çинчен каласа панă, фильмсем к

Ял хуçалăхшĕн нихăш çул та çăмăл пулман

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ теççĕ те, кĕр мăнтăрĕпе районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма район администрацийĕн (муниципаллă округăн) ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканне Р.Е.Басникова ыйтрăм. Вăл агрономи енĕпе ĕçленĕ май, калаçу ытларах уй-хир отраслĕ тавра пулчĕ пулин те, ял хуçалăхĕн ытти ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăтăмăр. — Радий Евгеньевич, кăçалхи çул çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмарĕ пулĕ? — Ял хуçалăхĕнче нихăçан та çăмăл пулман. Кăçал вара, чăнах та, хăйнеевĕрлĕхсемпе палăрса юлчĕ. Районти пур формăллă ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те çурхи ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕччĕ. Çителĕклĕ таран пахалăхлă вăрлăх пурччĕ, техника паркĕ те юсавлăччĕ, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсе