Общество

Çуралакансем сахал, вилекен йышлă

Çуралакансем сахал, вилекен йышлă

Кашни çыншăн чи пысăк телей — «çĕнĕ кайăка» алла илесси, аттепе анне ятне илтесси. 2023 çула Чăваш Республикинче Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çĕршывăн пĕчĕк гражданинĕ çут тĕнчене килни — чăннипех те савăнăçлă самант. Çĕнĕ çул пуçланнăранпа Комсомольски муниципаллă округĕнче сакăр ача çуралнă. Кăçал çуралнă пĕрремĕш пепке вара — Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан çамрăк мăшăрăн. Вăл тĕнчене килнине январĕн 6-мĕшĕнче регистрациленĕ, çемьери пĕрремĕш тĕпренчĕк валли ашшĕ-амăшĕ илемлĕ ят — Савелий — суйласа илнĕ. 2022 çулта пирĕн районта пурĕ 151 ача кун çути курнă. Иртнĕ çулта пирĕн тăрăхра 78 мăшăр пĕрлешнине регистрациленĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа виçĕ çемье чăмăртаннă. Уйрăлакансем те сахалах мар пулнă — 59 çемье арканнă. Çав шутран 57 мăшăр суд йышăнăвĕпе уйрăлнă
Фельдшер – ялти хисеплĕ çын

Фельдшер – ялти хисеплĕ çын

Ялти медицина ĕçченĕ яланах хисеплĕ çын шутланнă. Шурă халатлă ĕçчен кирек хăçан та пулăшасса пурте шанса тăраççĕ. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплекен фельдшер патне ял халăхĕ туртăнать, тав туса ырă сăмахсем калать. Шăпах çакăн пек ăшă кăмăллă фельдшер Нĕркеçри ФАП-ра вăй хурать. В.В.Карпова 40 çул ĕнтĕ ял çыннисен сывлăхне сыхлать. Вăл Нĕркеç тата Янкасси ялĕсенче пурăнакансемпе ĕçлет. Валентина Васильевна сăнаса тăракан ялсенче пурĕ 528 çын, çав шутра 83 ача. Ялта пурăнакансем ун çинчен яланах ăшшăн калаçаççĕ, тимлĕ те тăрăшуллă пулнăшăн тав тăваççĕ. Фельдшер ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Валентина Васильевна чирлисене ФАП-ра йышăннисĕр пуçне килĕрен те çӳрет, ял халăхне эмелсемпе тивĕçтерет, кирлĕ чухне «васкавлă пулăшу» чĕнет. Хальхи демографи кăтартăвĕсем тăрăх, ялсенче аслă ӳсĕ

Вĕрентекен, яту сан сумлă!

Кашни ĕçех юратса,  чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç  аталанса çеç  пымалла. Ахальтен мар чăвашсем «Ĕç — пурнăç  илемĕ», —  теççĕ.  Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр професси суйласа илмелле.  Суйласа илни çеç  çителĕксĕр — çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнӳсем тумалла, хăв телейне тупмалла. «Ĕç  пурнăç тытать, ĕç телей кӳрет»,  тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн  хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕн çулĕпе утать, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрĕшеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк панине — таланта — тĕпе хураççĕ.  Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Анчах ăна кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать. Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах та Турă пĕтĕм çынна пĕр пек пултарул
Çывăх çыннисемпе савăнать, алла балалайка тытать

Çывăх çыннисемпе савăнать, алла балалайка тытать

Этемлĕх аталанăвĕнче 90 çул кĕске самант анчах. Уйрăм çын пурнăçĕнче вара çак вăхăт пĕлтерĕшлĕ тапхăр:  ĕçĕ-хĕлĕ, çемье, халăх хушшинчи пурнăçĕ... Пурне те кĕскен каласа та пĕтереймĕн. Тăхăрвунă çулхи юбилей тулли кĕрекере тăвансемпе, тус-йышпа, кӳршĕ-аршăпа пуçтарăнмалли сăлтав çеç мар, иртнине аса илмелли, пĕтĕмлетӳсем тумалли вăхăт та. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ольга Ильинична Басникован вара аса илмелли, каласа памалли нумай. Вăл хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ. Мăшăрĕпе çурт-йĕр те çавăрнă, йывăç та лартса ӳстернĕ, ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ, ĕмĕр тăшшĕпех ял хушшинче те, районта та хисепре пулнă. Ольга Ильинична пирки эпĕ ăнсăртран сăмах пуçламарăм. Çак кунсенче вăл 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Нумаях пулмасть Басниковсем патне кĕрсе тухма тӳр килчĕ те, аслă ăрури çынпа

Ял пурнăçне сăнлакан кĕнеке

Иртнĕ çул  А.А.Смирновăпа П.Ф.Яковлевăн «Степное Яниково (История деревни)» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унăн презентацийĕ те иртрĕ. Авторсем ял халăхĕшĕн çеç мар, район историйĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине палăртас килет. Кĕнекене хатĕрлекенсене çак пархатарлă утăма тума хистенĕ сăлтавсем пирки изданин ум сăмахĕнче авторсем лайăх çырса палăртнă. Вăл йĕркесене чăвашла куçарса  кăтартни вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. «...Кирек ăçта пулсан та, уйрăмах юратнă тăван ялтан    аякра пурăнсан, яланах вăл хăй патне туртать: унта эс çуралса   ӳснĕ çурт, урам, паллакан çынсем. Ялти масарта ял историйĕнче хăйсен йĕрне хăварнă хурăнташсем ĕмĕрлĕхех канăç  тупнă. Пирĕнтен чылайăшĕ хăйсен ял историне япăх пĕлнине йышăнмалла. Нумайăшĕ хăйсен аслашшĕ-кукашшĕ, асламăш-кукамăш хăш çулсенче пурăнни
Çĕнĕ çула – ырă ĕçрен

Çĕнĕ çула – ырă ĕçрен

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене сахал мар пулăшу кӳчĕç, паянхи кун та вĕсем ку енĕпе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çеç ял çыннисем салтаксем патне ăшă тумтир, утиялсем ăсатрĕç. Унпа пĕрлех,  чи курăмлă ĕç вăл — ку тăрăхри ялсенче пурăнакансем 1,5 кун хушшинче Чăваш Енрен кайнă салтаксем валли каçхине куракан прицелсем валли укçа-тенкĕ пуçтарчĕç. Кĕске вăхăтра пухнă 50 пин тенкĕпе 2 прицел туянма май килнĕ. Вĕсен ырă ĕçĕ малалла та тăсăлать, кунта пурăнакансем кашни кунах ятарлă фонда тӳпе хывса укçа-тенкĕ пуçтараççĕ.
Ача чухнех амăшне пулăшма çӳренĕ, ĕне сума вĕреннĕ

Ача чухнех амăшне пулăшма çӳренĕ, ĕне сума вĕреннĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх фермисенчи ĕçсене мĕн май килнĕ таран çăмăллатма тăрăшаççĕ. Витесене юсаса хăтлăх кĕртеççĕ, апат валеçессине, сĕт сăвассине тата ытти енĕпе те ĕçсене ансатлатма майсем шыраççĕ. Апла пулин те ферма фермах, унта ĕçлеме паянхи кун та çăмăлах мар. Яваплăхĕ те пысăк, ир-ирех тăрса выльăхсем патне çитмелле... Чи кирли — выльăх-чĕрлĕхе юратни. Асанкасси сĕт-çу ферминче тăрăшакан Наталия Белова 30 çул хушшинче темĕнле лару-тăрура та пулса курнă, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă та, доярка ĕçĕ пирки ӳпкелешсе калаçмасть. Вăл юлашки çулсенче тăтăшах çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе кашни ĕнерен сĕт сăвас енĕпе районта малти вырăнсене йышăнать. Фермăна пырсан унпа сăмах пуçартăм та, Наталия Александровна хапăлласах «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн ферминчи ĕçс

Çĕнĕ çула  парне

Çĕнĕ Шăхран ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне уçни кунта пурăнакансемшĕн  Çĕнĕ çул парни вырăннех пулчĕ. Ăна строительсем кĕске вăхăтрах туса пĕтерсе хута яма пултарчĕç. Ял çыннисем ФАП пулмалли вырăна малтан тасатса хатĕрлесе хурас ĕçе хастар хутшăннине те палăртса хăвармалла. Фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ С.И.Тоцкий, Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Осипов, муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева, район больницин тĕп врачĕ И.И.Ефремова, Комсомольски муниципаллă округ депутачĕ В.Н.Кокарев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова хутшăнчĕç. Сăмах калакансем ялта паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен, çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă фельдшерпа акушер пункчĕ  пулни хăш-пĕ

Çĕнĕлĕхсемпе ĕçлени кирлĕ

Çитес вĕренӳ çулĕнче шкул сукмакĕпе утма пуçланăранпа 40 çул çитет. Çак тапхăрта эпĕ çĕршер ачана пĕлӳ парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Сăнарлă искусство, ĕç урокĕсенче паянхи вĕренӳ технологийĕпе  анлăрах усă курма тăрăшатăп. Илемлĕх культури чун-чĕре, кăмăл-сипет пуянлăхĕпе  таччăн çыхăнса тăрать. Чун-чĕре хăвачĕ ачасен ăс-хакăлĕнче, кăмăлĕнче, шухăш-туйăмĕнче, психика тĕлĕшĕнчи пултарулăхĕнче  уççăн палăрать. Сăнарлă искусство  урокĕсенче пурнăçа тĕрĕс, уçăмлăн кăтартса пама пулать. Ачасене чун-хакăл культурипе тачă çыхăнтарни  вĕсенче чыслăха,  кăмăл-сипете, çĕршыва юратаслăха аталантарма пулăшать.  Тахçанах йăлана кĕнĕ вĕренӳ тата ăна çителĕксĕр йĕркелесе пыни вара  ачасен активлăхне ӳстерессинче сахал мар чăрмавсем кăларса тăратать. Кунта учительпе вĕренекен хушшинчи çыхăнур
Кĕнекесем кăлараççĕ

Кĕнекесем кăлараççĕ

Кăçал Паллă ентешсен çулталăкĕ пулчĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн архив служби ку енĕпе чылай ĕç туса ирттерчĕ. Тĕрлĕ сферăра ырă ĕçсем туса палăрнă ентешсем çинчен калакан документсене шыраса тупас, вĕсене халăх патне çитерсе паллашма май парас тесе тăрăшрăмăр. Хамăр районта çуралса ӳснĕ çынсем те хăйсене кун çути парнеленĕ тăрăхра пурăнакансем пирки документсем пуçтарчĕç. Вĕсене пĕлсе вырнаçтарса кĕнекесем кăларма пултарчĕç. Акă, декабрь уйăхĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче А.А.Поляковăпа П.Ф. Яковлев хатĕрлесе кăларнă «Степное Яниково (История деревни)» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Унта халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Кĕнекене сӳтсе явса хаклама Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов, Чăваш халăх академикĕ, çыравçă, фольклорист Эдисон Патмар, авторсен юлташĕсемпе çывăх çыннисем, рай