Вĕренӳ иртрĕ

Вĕренӳ иртрĕ

Декабрĕн 13-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн  районти  клиент службин уйрăмĕнче    пушар тухнă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене  пăхăнас енĕпе вĕренӳ иртрĕ.

Районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем, пушар надзор уйрăмĕн специалисчĕсем  пенси фондĕнче тата районти «Каçал ен» хаçатра  ĕçлекенсене вут-кăвар тухсассăн чи малтан мĕн тумаллине, пушар сӳнтерекен хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăнмаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.

Районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ  Иван  Ананьев  пĕлтернĕ тăрăх, кун пек вĕренӳсем кашни учрежденирех иртеççĕ. Çакă ĕçченсене лару-тăрăва  пĕлсе хаклама пулăшать. Вут-кăвар тухсан çухалса каймалла маррине тепĕр хут аса илтерет.

— Аса илтерсе хăваратпăр, енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсассăн, тӳрех 01, 112, 101 номерсемпе шăнкăравламалла, ăçта, мĕн çуннине тата кам шăнкăравланине  пĕлтермелле, — терĕ районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов. 

А.Антонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *