Хоккейла вылянă

Хоккейла вылянă

Мартăн 14-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн председателĕнче, Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн директорĕнче нумай çул вăй хунă Ф.А.Гибатдинов ячĕпе хоккей турнирĕ иртнĕ. Ăна тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн председателĕ Х.А.Сафиуллин, Урмаел вăтам шкулĕн директорĕ Ф.Х.Камалдинов тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов йĕркеленĕ.
Турнирта 4 команда тупăшнă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, районти ветерансен команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Урмаел вăтам шкулĕн команди, виççĕмĕш вырăнта — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди — 4-мĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Кубоксемпе, медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *