Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр пулса тăраççĕ

Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр пулса тăраççĕ

Вăрçă пулнă, вăрçă иртнĕ,
Çапăçу хирĕнче шăп.
Анчах çĕршывра, шăплăхра
Вăрçă çинчен халапсем пыраççĕ.
Паттăрлăх вăл — çын чун-чĕре ыйтнипе, хăйне шеллемесĕр, пурнăçне хĕрхенмесĕр, ытти çынсемшĕн тăрăшса паттăр ĕç туни. Никам та герой пулса çуралмасть, çын хăйĕн ĕçĕсемпе герой ятне çĕнсе илет.
Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пирĕн халăх Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Çынсем йывăрлăх умĕнче хăраса ÿкмен, чăтăмлăх кăтартнă, паттăр ĕçсем тунă. Çак статьяра паттăр салтакпа — 1918 çулта Эткер ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Сергей Прокопьевич Галкинпа — паллаштарасшăн. 1938 çулта Сергейĕн Мускав хулинчи Бауман районĕнчи çар комиссариатĕнчен Хĕрлĕ Çара кайма ят тухнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсене Галкин хĕрлĕармеец Хĕвеланăç фронтĕнче кĕтсе илнĕ. 1942 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа Брянск, Белорусси фрончĕсенче тăшмана тĕп тунă. Виçĕ хутчен аманнă.
Галкин аслă сержант 3-мĕш çарăн 129-мĕш стрелоксен дивизийĕн 518-мĕш стрелоксен полкĕнче 45 миллиметрлă тупăн оруди командирĕ пулса тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă. Чăваш каччи виçĕ хутчен Мухтав орденне, Хĕрлĕ çăлтăр орденне тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале илме тивĕç пулнă.
Архивра упранакан пĕр хисеп хучĕпе паллашар-ха: «1944 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче тăшманăн атакине сирсе янă вăхăтра Галкин сержант хăй чăтăмлă, хăюллă, паттăр хĕрлĕармеец пулнине кăтартнă. Вăл хăйĕн туппипе пĕр автомашинăна, 50 нимĕç салтакне тĕп тунă. Снарядсем пĕтсе çитсен автомачĕпе 10 тăшмана леш тĕнчене ăсатнă, 1 нимĕç офицерне, 6 салтакне плена илнĕ. Çар ĕçне пĕлсе, вăхăтра вут-çулăм позицийĕсене улăштарса Галкин юлташ хăйĕн пĕтĕм расчечĕпе орудине сыхласа хăварнă, тăшман çине 300 снаряд кăларса янă».
Мухтав орденĕ виçĕ степеньрен тăрать: I, II тата III степеньсем. Орденăн чи асли I степень шутланать. Наградăласси йĕркипе пулса пырать, малтан виççĕмĕш, унтан иккĕмĕш, кайран пĕрремĕш степеньсене параççĕ. Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Совет Союзĕн Геройĕпе танлашать. Çÿлерех асăнса хăвартăмăр ĕнтĕ, Сергей Прокопьевича виçĕ Мухтав орденĕпе чысланă: 1944 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче — III степеньпе, 1945 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче — II степеньпе. 1945 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче Мухтав орденĕн II степеньлĕ орденне пама тепĕр хисеп хучĕ те хатĕрленĕ пулнă. Анчах пĕр кун каярах тухнă приказ пирĕн ентеше иккĕмĕш хут II степеньлĕ Мухтав орденне илмелле тунă.
Çапла награда памалли хисеп хучĕсене пĕр вăхăталла хатĕрленине кура С.П.Галкин Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулас вырăнне икĕ хутчен II степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ. Çакă таврапĕлÿçĕсем тăрăшнипе халĕ, вăрçă пулнăранпа нумай çул иртсен, паллă пулчĕ. Паттăр салтакăн кун-çулне тĕпчесе пĕлес ĕçре пире Василий Скворцовăн çемье архивĕнче упранакан документсем чылай пулăшрĕç.
Çапла вара вăрçă çулĕсенчи кÿренÿллĕ йăнăша пула пирĕн ентешĕн паттăрлăхĕ паянхи куна манăçа тухнă. Эпир, Европăна ирĕке кăларнă паттăр салтаксен тăхăмĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин геройне, ентеше Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ ятне тавăрма пултарайăпăр-ши;
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *