Пятница, 26 апреля

Тĕррисем илемлĕ, кĕписем килĕшÿллĕ, тухйисем капăр

Çак кунсенче районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Тĕлĕнмелли çумрах» алă ĕçĕсен выставки уçăлчĕ. Куравра Комсомольскинче пурăнакан, мĕн ачаран алла йĕппе çип тытса тĕрлеме вĕреннĕ, паянхи кун та йĕппе çипе алăран яман Вера Николаевна Макарован тĕлĕнмелле ĕçĕсемпе паллашма пулать.
Зала кĕрсессĕн чăннипех те асамлăх тĕнчине лекнĕн туятăн хăвна. Маçтăрăн пĕтĕм алă ĕçне килĕшÿллĕ вырнаçтарнă. Тĕрлĕ тĕслĕ çиппе усă курса ăсталанă алшăллисем, сăмса тутрисем, минтер пичĕсем, алăк каррисем, Турă умĕн каррисем, тутăрсем, саппунсем, илемлĕ чечексем, кайăксем, йывăçсем — пĕтĕмпех илĕртÿллĕ. Тĕрлĕ çиппе тĕрленисем çеç мар, вĕтĕ шăрçапа ăсталанăскерсем те пур кунта.
Вера Николаевна тĕрлеме çеç мар, тухья, хушпу, масмак, тевет ăсталама та маçтăр. Чă-ваш кĕписемпе саппунĕсене, тутрисене илемлĕ тĕрĕсемпе капăрлатать, унтан вĕсене хăех çĕлет. Чăваш хĕрарăмĕн тумне мĕн чухлĕ çынна хатĕрлесе панă пулĕ тата.
«Тĕлĕнмелле алă ăсти пурăнать Каçал тăрăхĕнче», — тесе çирĕплетрĕç курав уçăлнă ятпа саламлама килнисем.
— Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр май çук. Куравра Вера Николаевна ĕçĕсен пĕр пĕчĕк пайĕ çеç. Макаровсен кил-çуртне пырса кĕрсессĕн тĕлĕнмесĕр тухса каяймастăн. Чăн-чăн илемлĕх тĕнчине лекнĕнех туйрăм хама. Пур çĕрте те тĕрĕ куçа илĕртет. Çавна май çак илеме пурте курса киленме пултарччăр тесе выставка йĕркелерĕмĕр, — пĕлтерчĕ музей заведующийĕ Алена Полякова.
«Каçал» халăх фольклор ансамблĕ куравпа паллашнă май илемлĕ савăк юрă-ташă парнелерĕ. Чăваш юрри-ташшине ăста, яланах чăваш халăх тумтирĕпе куракан патне тухакан пултаруллă çынсем малашне тĕрĕ ăсти вĕсене те илемлĕ кĕпесем тĕрлесе тата çĕлесе парасса шанса тăнине пĕлтерчĕç.
Аслисем валли те, пĕчĕкскерсем валли те кĕпе, саппун, тутăр тĕрлет, çĕлет алă ăсти. Çав вăхăтрах мĕн чухлĕ пуканене чăваш тумне тăхăнтартнă пулĕ вăл.
Тĕрĕ ăсти пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем тĕрлес, ăсталас, çĕлес хавхалану яланах пысăк.
— Кăмăл пур чухне тĕрлесчĕ, çĕлесчĕ, çĕнĕ, хитре эрешсене шурă пусма çине куçарасчĕ. Илемлĕ ĕçсем пурăнма хавхалантараççĕ, — терĕ вăл тĕррисемпе паллаштарса.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *