Воскресенье, 19 мая

Общество

Шашкăлла вылянă

Шашкăлла вылянă

Шашка вăййи — хăйнеевĕрлĕ спорт тĕсĕ. Вăл ăс-тăн çивĕчлĕхне тарăнлатма, шухăшлава аталантарма пулăшать. Çак вăййа ачасем те, çитĕннисем те кăмăллаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ районта час-часах çак спорт тĕсĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ. Мартăн 28-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче шашкăлла выляссипе арçынсем хушшинче район первенстви иртнĕ. Спортăн çак тĕсне кăмăллакансем унта хаваспах хутшăннă. Хĕрÿ тупăшура Н.А.Индюков пурне те хыçа хăварса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Н.А.Максимов. Виççĕмĕш вырăна Ю.Г.Быков тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕпе призерсене медальсемпе тата грамотăсемпе наградăланă, паллă ентешĕн Валери Туркайăн кĕнекисене парнеленĕ. Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.  
Вĕсем – пултарулăх тĕнчин алăкне уçакансем

Вĕсем – пултарулăх тĕнчин алăкне уçакансем

Культура сферинче тăрăшасси — пултарулăхпа сывласси, килте те ĕçри шухăш-тĕллевсемпе канасси. Кăсăклă ĕçсен, йăлтăр çутă лару-тăрусен центрĕнче пулни. Тĕрлĕ ăрури çынсемпе хутшăнни, хастар та пултаруллă çамрăксемпе тан утни, çынсенчи пултарулăх тĕввине аталантарни. Мартăн 25-мĕшĕнче — творчество çыннисен професси уявĕ. Культура ĕçченĕсем шутне клубсемпе кану çурчĕ- сенче, театрсенче, музейсенче, библиотекăсенче, литература каçалăкĕнче тата ытти вырăнта хăйсен ĕçĕпе мăн асаттесен чун хавалĕн еткерлĕхне упраса, хушăнтарса культурăна халăх патне илсе çитерекенсем кĕреççĕ. Çак сферăра тăрăшакансен ĕçĕ çиелтен пăхсан питĕ çăмăл курăнать. Тарăнрах тишкерсен — кунсерен чун хавалĕпе, ырăлăхпа çынсене çĕклентерме, каçсерен, кану тата уяв кунĕсенче ĕçре пулма, çынсен чĕрисене хĕлхемпе çулăмлантарс
Туслă хутшăну çирĕплентĕр

Туслă хутшăну çирĕплентĕр

Мартăн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче пирĕн районăн тата Крым Республикинчи Черноморски районĕн администрацийĕсем хушшинче телемост йĕркелесе тĕрлĕ ыйтусем тавра калаçрĕç. Аса илтеретпĕр, пирĕн район администрацийĕпе Крым Республикинчи Черноморски районĕн ертÿçисем 2019 çулта пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунăччĕ. Çавна май пирĕн делегаци те Крыма кайса килнĕччĕ, тинĕс хĕрринчи республикăн представителĕсем те пирĕн патра ĕçлĕ визитпа пулнăччĕ. Халĕ вара туслă хутшăнăва малалла тăсса тĕрлĕ ыйту тавра калаçу пуçарчĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен ертÿçисем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Черноморски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Михайловский, Чер
Çуракие тивĕçлĕ хатĕрленни ĕç тухăçлăхне ÿстерет

Çуракие тивĕçлĕ хатĕрленни ĕç тухăçлăхне ÿстерет

Çанталăк çуркунне енне сулăннă май ăшă хĕвел часах хирти ĕçсем вăй илессине систерет. Уй-хирсене витнĕ юр сийĕ васкамасăр, кунсерен ирĕлсе пусăрăнать. Çакна пула ака тапхăрне тивĕçлĕ хатĕрленессипе тата çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă ирттерессипе çыхăннă ыйтусем хуçалăхсемшĕн пĕрремĕш вырăна тухаççĕ. Мартăн 19-мĕшĕнче Александровкăри культура çуртĕнче районти аграрисен конференцийĕ иртрĕ. Унта Комсомольски районĕн пуçлăхĕ — депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕн çумĕн — ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селиванов, ял хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсенчи инженерсемпе агрономсем, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем тата район тулашĕнчен ки
Тăван тăрăх аталанать, хăтлăланать, илемленет

Тăван тăрăх аталанать, хăтлăланать, илемленет

Тăван тăрăхри анлă урамсем, кĕтессем кашни çулах тата та илемленсе пыни ял çыннине савăнтарать. Çĕнĕ самана пире çĕнĕлле пурăнма хистет. Пурнăç вырăнта тăманнине, вăл çĕнелсе, улшăнса пынине шута илсен — вырăнти влаçăн та унăн таппине туйса ĕçлемелле. Чăнах та, хальхи вăхăтра мĕн пур ыйтăва ял администрацийĕн татса пама тивет. Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ те çакна пăхăнса, шута хурса ĕçлет. Пирĕн ял тăрăхĕнче ялсем чылай пирки социаллă тата культурăллă объектсем те йышлă: 2 почта уйрăмĕ, перекет касси, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, аптека, ветеринари участокĕ, вăтам шкул, шкул çумĕнчи 4 ача сачĕ, 4 культура çурчĕ, 3 библиотека тата музей пур. Халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен 15 магазин ĕçлет. 2008 çулта Тукай ялĕнче Архангел Михаил ячĕпе хисепл
Информацие сиен кÿреççĕ

Информацие сиен кÿреççĕ

Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 273 статйипе килĕшÿллĕн сиен кÿрекен компьютер программисем тунăшăн, вĕсемпе усă курнăшăн, вĕсене сарнăшăн уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Кунта компьютерти информацие пĕтерес, улăштарас, пÿлес, копи туса илес тата компьютерти информацие хÿтĕлекен хатĕрсен ĕçне пăсас тĕллевлĕ программăсем çинчен сăмах пырать. Çакăн пек преступленисем обществăри хăрушсăрлăхпа йĕрке çине витĕм кÿреççĕ, информаципе хăрушлăхсăр усă курассине пăсаççĕ. Чылай чухне компьютер вирусĕсем, сканер-программăсем, электронлă хÿтĕлев хатĕрĕсен эмуляторĕсем, патчер-программăсем тата ыттисем те компьютер çинчи информацие сиен кÿреççĕ. Компьютер технологийĕсем вĕçĕмсĕр малалла аталанса пынине шута илсе сиен кÿрекен кашни программăна уйрăммăн палăртма çук. Çавăнпа та РФ Уголовлă Кодексĕн
Каллех улталанă

Каллех улталанă

Ултавçăсем самант та тĕлĕрмеççĕ, çын укçипе пуйма çĕнĕрен çĕнĕ мелсем шутласа тупаççĕ. Нумаях пулмасть Тури Тимĕрчкасси çынни те ултавçăсенчен шар курнă. Февраль уйăхĕнче хĕрарăма тĕрлĕ номерсенчен ултавçăсем шăнкăравланă. Вĕсем хăйсемпе Раççей Перекет банкĕн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе паллаштарса хĕрарăм ячĕпе такам 1120000 тенкĕлĕх кредит илни çинчен пĕлтернĕ. Çакна илтсен хĕрарăм питĕ хăраса ÿкнĕ, мĕншĕн тесен вăл банка кайман, кредит илмен. Çакăнпа усă курса ултавçăсем ăна «Сбербанк онлайн» хушăма кĕрсе кредит илнине «пăрахăçлама» каланă. Вĕсем каланине пурнăçласа Тури Тимĕрчкасси çынни хăйĕн çине 150 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çакăн хыççăн ултавçăсем 1 миллион ытла тенкĕлĕх кредит илнине пăрахăçлани çинчен каланă, хĕрарăмăн счечĕ çине килнĕ 150 пин тенкĕне тĕрлĕ телефон номерĕ
Улшăнусем вăя кĕнĕ

Улшăнусем вăя кĕнĕ

Кăçалтан патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнĕ. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, пулăшу кÿрекен органăн сывлăх сыхлавĕн патшалăх, муниципалитет е уйрăм тытăмне кĕрекен организацисем урлă — тĕрлĕ справкăсене, пĕтĕмлетÿсене е урăх документсене, опекăпа попечительлĕх органĕсем урлă — йышăнусемпе ирĕк паракан хутсене ведомствăсем хушшинчи информаци хутшăнăвĕсен тытăмĕпе усă курса ыйтса илмелле. Çав вăхăтрах хăш-пĕр тĕслĕхсенче граждансен документсене хăйсен хатĕрлемелле. Çапла патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне илекенĕн ют çĕршыври компетентлă орган урлă граждан тăрăмĕсен актне регистрацилени çинчен калакан свидетельство, вĕренни е квалификацие ÿстерни çинчен ĕнентерекен документсем илнĕ пулсан, вĕсен нотариус патĕнче çирĕплетнĕ вырăсла к
Кирлĕ пек условисемпе тивĕçтермелле

Кирлĕ пек условисемпе тивĕçтермелле

Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн 2019 çулхи августăн 12-мĕшĕнчи 25-КГ19-7 №-лĕ определенийĕ тăрăх, патшалăхăн ĕçлекенсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса памалла. Инвалидсене те ĕçлемелли майсемпе тивĕçтермелле, анчах вĕсен ĕç эрнине уйрăм условисене пăхăнса йĕркелемелле. Пĕр çын ĕç паракан палăртнинчен ытларах ĕçленĕшĕн тÿлеменни çинчен суда пĕлтернĕ. Судри материалсем тăрăх, çак çын иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулни, ĕç паракан çакăн çинчен пĕлни паллă. Анчах та ăна 35 сехетлĕ ĕç эрни çине куçарман. Çапла вăл кашни эрнере 5 сехет нормăран ытларах ĕçлесе пынă. Пĕрремĕш тата апелляци инстанци сучĕсем ытлашши ĕçленĕшĕн укçа тÿлемелли çинчен йышăну туман, мĕншĕн тесен ĕçлекен ĕç паракан патне кĕскетнĕ ĕç эрни йĕркелеме ыйтса заявлени çырман пулнă, реабилитацин харпăр хăйĕн программипе паллаштарман, э
Шалăва чакарса тÿленĕ

Шалăва чакарса тÿленĕ

РФ Аслă Сучĕ ĕçлекене тĕрĕслев срокĕ вăхăтĕнче шалăва чылай чакарса тÿлени çинчен калакан ĕçе пăхса тухнă. Йышăну тăрăх, ĕç паракан тĕрĕс мар тунине палăртнă. Саккун тăрăх кашни ĕçлекене вăхăтра тата туллин ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă ĕç укçине тÿлемелле. Ĕç укçи калăпăшне палăртнă чухне ĕçлекенĕн квалификацине, ĕçĕн калăпăшĕпе пахалăхне шута илеççĕ. Ĕç килĕшĕвне ĕçлекенĕн прависене пăсакан е гарантисен шайне чакаракан условисем кĕртме юрамасть. Енчен те ĕç килĕшĕвĕнче тин ĕçе пикенекене валли тĕрĕслев срокĕ йĕркелеме палăртнă пулсан, йăлтах ĕç саккунĕсемпе килĕ- шÿллĕн пурнăçламалла, çав шутра ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿле- мелле. Çапла вара çÿлерех асăннă тĕслĕхре ĕç паракан ĕç саккунĕсене пăснă, вăл тĕрĕслев срокĕпе вăй хунă çынна ĕç укçин 60 процентне çеç тÿленĕ.